Чăн-чăн чăвашлăх уявĕ
Пирĕн мăн асаттесенчен юлнă тупра - чăваш юрри-кĕвви, ташши, тумĕ-çипуçĕ - çав тери пуян! Мĕнле кăна юрă çук юратнă халăхăн! Пурте чуна çывăх, чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Пирĕн халăх, чăн та, юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймасть. Савăк самантра та юрă тăсса ярать вăл, йывăр вăхăтра та чунне юрласа пусарать. Çакна эпĕ шăматкун, январĕн 31-мĕшĕнче, Чăваш Республикин культурăпа пултарулăх керменĕнче юрă уявĕнче пулса тепĕр хут ĕнентĕм. Унта Чăваш Ен наци радиовĕн "Иксĕлми çăлкуçсем" конкурсне хутшăннă чи пултаруллă фольклор ушкăнĕсен фестиваль-концерчĕ иртрĕ.
Зал лăк тулли пулни /ура çинче тăракансем те йышлăнччĕ/ куракансем фольклор юррисене хапăл тунине яр-уççăн палăртрĕ. "Мĕн-ха вăл фольклор?"- тейĕ хăш-пĕр вулаканăм. Халăх хушшинче çуралнă илемлĕ пултарулăх. "Фольклор" ăнлава пуçласа 1846 çулта Англи ученăйĕ Вильям Томас кĕртнĕ. Folk-lore тÿреммĕн куçарсан халăх ăслăлăхĕ, халăх пĕлĕвĕ тенине пĕлтерет. Вырăнти /ялсенчи/ артистсем, - вĕсем профессионалсем мар пулин те манăн вĕсене пĕрех çапла калас килет, - шăрантаракан юрăсенче халăх ăс-хакăлĕ пытаннă. 20-30 çул каялла ялсенче ытларах хор ушкăнĕсемччĕ, халĕ, фольклор юхăмĕ аталанать. "Иксĕлми çăлкуçсем" пĕтĕмлетÿ концертне 25 фольклор ушкăнĕ, вĕсенчен 8-шĕ ытти регионсенчен, пурĕ 500 ытла артист /вĕсем Чăваш Енрен кăна мар, Пушкăрт, Тутар, Мари республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен/, хутшăнчĕ. "Çак сцена çакăн пек йышшăн паллах, ансăртарах та. Малашне, тен, ку фестивале çутçанталăкра ирттерĕпĕр? Пирĕн шухăшăмăрпа, кашни çын пĕчĕк ĕç те пулин тусан чăвашлăх аталанатех. Эпир те радио майĕсемпе усă курса чăвашлăха ÿстерес тесе тăрăшатпăр. Фольклор юхăмĕн пуласлăхĕ пур. Республикăра хальхи вăхăтра конкурссем, фестивальсем ирттерме, пултаруллă çынсемпе ушкăнсене хавхалантарма çул уçса пама тăрăшаççĕ. Паянхи кун республикăра 500 яхăн фольклор ушкăнĕ. Вĕсенчен 40-шĕ халăх ятне тивĕçнĕ. Чăваш Ен наци радиовĕн "Иксĕлми çăлкуçсем" конкурне пуçарса янăранпа вара тата 5-шĕ халăх ятне илчĕç", - пĕлтерчĕç фестиваль-концерта йĕркелекенсем. Çавăн пекех вĕсем çак концерта хутшăнакан кашни ушкăнах хăйне май çĕнтерÿçĕ пулнине палăртрĕç.
ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов тата ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Альбина Алексеева чи пултаруллă фольклор ушкăнĕсене дипломсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче: "Шевле" /Канаш районĕ/, "Шурăмпуç" /Комсомольски районĕ/, "Ахах" /Йĕпреç районĕ/, "Ямаш" /Çĕрпÿ районĕ/, "Шуçăм" /Чĕмпĕр облаçĕ/, "Çăлкуç" /Патăрьел районĕ/, "Çăлкуç" /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, "Çăлкуç" /Тутар Республики/, "Сăр таппи" / Хĕрлĕ Чутай районĕ/ тата ыттисем те. Çавăн пекех Етĕрне районĕнчен, Тутар Республикинчен килнĕ çемье-фольклор ушкăнĕсене те палăртрĕç.
Унтан чи хумхануллă самант çывхарчĕ. Чăваш Ен наци радиовĕн "Иксĕлми çăлкуçсем" конкурсĕн çĕнтерÿçисене пĕлтерчĕç. Тутарстанри Чаллă хулинчи "Чĕкеç" фольклор ушкăнĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Сăр таппи" 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. 2-мĕш вырăна Красноармейски районĕнчи "Трак Ен" фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Чи пултарулли, чи ăсти тесе Пушкăрт Республикинчи Пелепейри "Илем" фольклор ушкăнне йышăнчĕç. К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ çулталăкра шăпах Пушкăрт тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕ мала тухни - питĕ хăйнеевĕр пулăм. Концерта уçма та шăпах "Илем" тивĕçрĕ. Куракансене вăйă юррисем парнелерĕ вăл. Унтан сцена çине конкурсăн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçисем тухрĕç: Йĕпреç районĕнчи "Эревет" фольклор ушкăнĕ хăйсен тăрăхĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Тăвайсен "Çăлкуçĕсем" вырăнти туй юррисене шăрантарчĕç, Елчĕк тăрăхĕнчи "Тайпи" ушкăн та вĕсенчен юлмарĕ. Куракансем вĕсене кашнинех тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Пĕринчен тепри маттур пулчĕç ытти фольклор ушкăнĕсем те. Хĕрлĕ Чутайсен "Сăр таппи" "Тавай, кÿлер кăвак лаша" хăна юррине тăсса ярсан вара питĕ вĕсемпе пĕрле юрлас килчĕ... Çĕрпÿ районĕнчи "Ямаш", Красноармейски районĕнчи "Трак Ен", Патăрьел районĕнчи "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕсен юрри-ташши те питĕ кăмăла килчĕ. "Профессионал артистсем пекех!" - пĕтĕмлетрĕм хам ăшра.
Иксĕлми çăлкуçсем - фольклор ушкăнĕсен фестиваль-концерчĕ кăна мар, чăн-чăн чăвашлăх уявĕ пулчĕ! Фольклор пултарулăхне аслă ăрури çынсем кăна мар, çамрăксем те хутшăнни, ăша хывни /çемье ушкăнĕсенче ачасем те пур/ вара ырă шанăç çуратрĕ. Нихăçан та иксĕлмĕ ку "çăлкуç", ĕмĕр-ĕмĕрĕпех тапса тăрĕ.
Роза ВЛАСОВА