Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

Харăсах - икĕ уяв

Çĕрпÿ районĕнчи Чиркÿллĕ Ямашри клубра çак кунсенче харăсах икĕ мероприяти иртнĕ: тĕплĕ юсав хыççăн курав залне уçнă тата ентешĕн, Александр Сергеев композиторăн 80 çулхи юбилейне паллă тунă.

Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Сергей Артамонов, Чиркÿллĕ Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Тимофеев хутшăннă, тĕп хуларан - ЧР Композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ Николай Зимин. Композиторăн çывăх тăванĕ Алевтина Васильева та уяв хăни пулнă. Кĕнеке, нота кăларăмĕсен, сăн ÿкерчĕксен экспозицийĕ Александр Сергеевăн пултарулăхĕпе çывăхланма пулăшнă. Тухса калаçакансем те ун пирки ăшшăн аса илнĕ. Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен вокалпа фольклор коллективĕсем композитор тĕрлĕ çулта çырнă произведенисене шăрантарнă.

Аса илтерер: Александр Сергеев 1934 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çак районти Чиркÿллĕ Ямашра çуралнă. Çĕрпÿри педагогика, Шупашкарти музыка училищисенчен вĕренсе тухнă.

1967 çулта унăн «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» юрри Чăваш радио конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ытти çулта çак юррисем çĕнтерÿçĕ пулнă: «Лар, аннеçĕм, юнашар», «Шăмат кун каçхине», «Салтак çырнă çырусем» юрă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнине халалланă конкурсра иккĕмĕш премие тивĕçнĕ. «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Каçа юлнă куккук сасси», «Шупашкар хĕрĕсем», «Аннене», «Пĕрре курсах саврăм-ши» юррисем - халăх килĕштерекен хайлавсем.

Александр Сергеевич Чăваш Енри пултарулăх коллективĕсен хормейстерĕнче, дирижерĕнче, аккомпаниаторĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ. Унăн произведенийĕсемпе патшалăх театрĕсем лартнă 20 ытла пьесăна илемлетнĕ. Сăмахран, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче - «Тавах, аннеçĕм», «Тип шар», «Атăл куçĕ», «Сар ачапа сарă хĕр» тата ытти ĕçе, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн театрĕнче - «Салтак амăшĕ», «Пушар лаши» спектакльсене.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.