Комментари хушас

30 Кăрлач, 2015

Захар Артемьев Тăшман хупăрланă тĕп хулари парад командующийĕ. 73 çул каярах

Ноябрĕн çиччĕмĕшĕ - чул сарнă Хĕрлĕ тÿремпе çар çыннисем тепĕр хут утса иртнĕ кун - маншăн уйрăмах хаклă. Идеологие пула мар, вăл ман кил-йышăмпа çыхăннă. 73 çул каярах, 1941 çулта, нимĕçсем пирĕн тĕп хуламăра бинокльпе сăнанă чухне, ман асаттен ашшĕ Павел Артемьев Хĕрлĕ тÿремри парадăн командующийĕ пулнă.

Юнлă вырсарникун улшăнса çĕнелни

Ытла та пĕчĕк пулнăран эпĕ ăна астумастăп. Çывăх çыннăмсем ун çинчен каласа панине вара асăмран ямастăп. Павел Артемьевичăн пурнăç çулĕ Раççейре пулса иртнĕ питех те пысăк та хăйнеевĕрлĕ чылай пулăмпа çыхăнса тăрать. Вăл 1897 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Новгород кĕпĕрнинчи Лисичкино ятлă ялта çуралнă. Павăлăн ашшĕ Артемий Артемьев рабочи Петербургра Путилов заводĕнче ĕçленĕ, ачи çиччĕ тултарсан ăна хăйĕн патне илсе кайнă.

1905 çулхи январĕн 9-мĕшĕ историре Юнлă вырсарникун пек çырăнса юлнă. Импери вĕçĕн пуçламăшĕ. Çынсене чура вырăнне хурса ĕçлеттерни, ĕç укçи питĕ сахал тÿлени, аркату агитацийĕ... Январĕн 9-мĕшĕнче рабочисем петиципе хÿтĕлевçĕ-патша патне каяççĕ. Историксем 140 пин çын пирки çыраççĕ-калаççĕ, çав çынсем хоругвисем йăтса утнă, кĕлĕсем каланă, «Боже, царя храни» юрра юрланă. Арăмĕсемпе, ачисемпе пĕрле утнă. Артемий ывăлне вăл халăх патне тухнă патшана курма пултартăр тесе хулпуççийĕ çине лартса утать. Анчах халăх еннелле пеме пуçлаççĕ. Ашшĕ ывăлне карта урлă ывăтать, пуçне çĕклемесĕр выртма хушать. Арçын ача вилнисемпе аманнисен хушшинче тĕттĕмлениччен выртнă. Унтан ăна ашшĕ тупнă. Хĕллехи Кермен патĕнчен вĕсем пач урăх çынсем пулса таврăннă... Малалла вулас...

«Вечерняя Москва» хаçатран /20-27.11.2014ç./

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.