Комментари хушас

29 Кăрлач, 2015

Чăваш ачисен робочĕсем баскетболла та выляççĕ

Мĕн кĕтет пире, сăмахран, тепĕр 20-30 çултан? Тĕрĕс хурав никам та калаймасть. Нанотехнологисем чылайранпа аталанаççĕ. Пирĕн пурнăçа вĕсем тахçанах кĕчĕç ĕнтĕ. Сăмахран, кашни килте тенĕ пекех компьютер пур халĕ. Нумай информаци йышăнакан диск флешкăпа ылмашăнчĕ. Нанотехнологи йĕри-таврах, эпир ăна кунсерен курма хăнăхнăран асăрхамастпăр та. Тĕслĕхрен, автомобиле ятарлă сăрăпа витеççĕ, вăл çирĕп, лайăх тасалать. Диод лампи те - нанотехнологи моделĕ. Унашкал çутă куçа пăсмасть, ывăнтармасть. Косметологи компанийĕсем те пурнăçран юласшăн мар - çамрăклатакан усăллă хатĕрсем туса кăлараççĕ...

Тĕнчери вăрттăн лабораторисенче ăсчахсем çын тăвакан ĕçе хăйсем çине илекен роботсем шухăшласа кăлараççĕ. Нанотехнологисем пуласлăха тĕлĕнмелле улшăнусем илсе килессе шантараççĕ ученăйсем. Пачах урăхла шухăшлакан çын кăна çакăнта тÿпе хывма пултарать.

Чăваш ачи те ăслăлăхра çитĕнÿ тăвасси куçкĕретех. Акă темиçе çул каялла çамрăк дизайнер Юрий Дмитриев пуласлăхри сивĕтмĕш шухăшласа кăларса тĕнче шайĕнчи конкурсра 2-мĕш вырăна тухнăччĕ. Тепĕр студент - Антон Михеев - вара подъездра вырнаçтармалли электропандус патентне çĕнсе илнĕччĕ.

Юлашки вăхăтра тĕрĕс ăслăлăх предмечĕсене пусăрăнса вĕрентесси пирки чылай калаçатпăр. Шкулсенче инженери класĕсем уçăлчĕç, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче те робототехника кружокĕсем ĕçлеççĕ. Унта çÿрекенсем лего-робот ăсталама, ун валли программа çырма хăнăхаççĕ. Çамрăксен инноваци пултарулăх центрĕ январĕн 24-мĕшĕнче шăпах çавнашкал ачасем валли ăмăрту йĕркелерĕ. Унта кашни районтан тенĕ пекех 50 ытла шкул ачи хутшăнчĕ. Мероприяти ЧПУн машиностроени факультетĕнче иртрĕ. Робот ăсталакансем «Биатлон» тата «Траектори» енĕсемпе тупăшрĕç.

Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулти физика учителĕ Галина Скороходовăн /сăнÿкерчĕкре/ вĕренекенĕсем те çулсеренех тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Игорь Александров, Кирилл Васин, Антон Батраков пĕлтĕр чылай конкурсра малти вырăнсене йышăннă. Халĕ çамрăксем кĕçĕнреххисене вĕрентеççĕ. 4-мĕш тата 8-мĕш классенче ăс пухакан арçын ачасем ăмăрту умĕн хумханатчĕç, кунашкал тупăшура пĕрремĕш хут-çке-ха. «Тренерсем» çумрах, кирлĕ самантра пулăшма хатĕр. «Яланах çĕннине пĕлессишĕн ăнтăлаççĕ, хистесе вĕрентме кирлĕ мар вĕсене, хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхнă», - яшсемпе кăмăллă Галина Георгиевна. Фото-видеомонтаж кружокне ертсе пыракан Игорь Кириллов та вĕренекенĕсемпе пĕрлехчĕ. «Пирĕн хулара ачасене техника пĕлĕвне туллин пама май сахалрах», - палăртрĕ хула депутачĕсен пухăвĕн çамрăк депутачĕ Игорь Павлович. Çĕмĕрлере инноваци пултарулăх центрĕ уçас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Ку енĕпе хула администрацийĕ пулăшма шантарнă.

Етĕрнери 1-мĕш гимназири информатика учителĕ Игорь Порфирьев виçĕ команда ертсе килнĕ. Гимназири 13 ача чун туртăмне робототехника кружокĕнче тупнă. Вĕсем те тĕрлĕ ăмăрту призерĕ пулма ĕлкĕрнĕ.

Мĕн тума пĕлеççĕ-ха ачасем ăсталанă роботсем? Ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн тăрăх вĕсен йĕр тăрăх "чупса" кĕске вăхăтра палăртнă дистанцие парăнтармалла, тĕл пемелли палла çапса ÿкермелле, илсе килмелле... Кĕçĕн класра вĕренекенсен "Биатлон" дисциплинăра Муркаш вăтам шкулĕн ачисем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, вăтам классен "Траектори" тупăшăвĕнче - Канашри 11-мĕш шкул çамрăкĕсем. Çĕнтерÿçĕсем Чăваш Ен чысне февраль уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри ăмăртура хÿтĕлĕç.

Çамрăксен инноваци пултарулăх центрĕн ертÿçи Сергей Сорокин каланă тăрăх - роботсем тумхахлă маршрута парăнтараççĕ кăна мар, баскетболла, футболла выляма пĕлеççĕ, сумо енĕпе кĕрешекеннисем те пур. Çывăх вăхăтра вĕсене ăсталакансем валли те ăмăрту йĕркелĕç.

"Пуласлăхра тĕнчене кĕтекен капаш улшăнусенче чăваш ачисем тÿпе хывма пултараççĕ-и?" - кăсăклантăмăр Сергей Семеновичран. "Пуласлăхра этем пурнăçлакан алă ĕçне роботсем тăвасси паллă. Ку техникăпа ĕçлекен специалистсем çав тери çитмеççĕ. Пирĕн тĕллев - предприятисем валли инженерипе техника кадрĕсем хатĕрлесси. Çĕнĕлле шухăшлама пĕлекен, çĕршыв экономикин пысăк технологиллĕ тытăмĕнче ĕçлеме, йывăр задачăсем пурнăçлама пултаракан ертÿçĕсем кирлĕ. Ачасемпе çамрăксене наукăпа техника пултарулăхĕпе кăсăклантарса профориентаци ĕçне пурнăçлатпăр. Шкултан вĕренсе тухсан вĕсем пирĕн студентсен йышне кĕрессе шанас килет", - терĕ Сергей Семенович.

Робототехника патне çуралнă чун туртăмĕ ачасенче сÿнмессе ĕненес килет, çав хавхаланăва вĕрентекенсем те иксĕлме ан паччăр.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.