ШЫВПА КĂНА ĔÇМЕЛЛЕ
Эмеле шывпа кăна ĕçмелле, унсăрăн сывлăха пысăк сиен кÿме пулать. Çапла асăрхаттарать Раççей медицина наукисен академийĕн Апатлану ăслăлăх тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Ю. Чехонина диетолог тухтăр.
Чей - уйрăм!
Вăл палăртнă тăрăх - эмелри хими япалисем хăш-пĕр шĕвекпе реакцие кĕме пултараççĕ. Ку сиплев витĕмне чакарать кăна мар, сывлăха та сиенлет. Тĕслĕхрен, чейпе кофе медицина препарачĕсен витĕмне улăштараççĕ. Чейри танин ирĕлмен çыхăнусем йĕркелеме, организм эмеле йышăнассине вăрахлатма пултарать.
Тимĕр нумай эмелсенчен хăшĕ-пĕри чейпе хутăшнă хыççăн ытлашши пăлхантарса ярать, çавна пула ыйхă вĕçет, нервсем карăнаççĕ. Чейпе е сар çип ути /зверобой/ шĕвекĕпе сыпса ĕçнĕ контрацептивсем те тивĕçлĕ витĕм кÿмеççĕ.
Çаксене чейпе ĕçме юрамасть:
- неврологире, психиатрире усă куракан препаратсем /хăш-пĕр нейролептиксем/;
- чĕрепе юн тымарĕсене сиплекен эмелсем, чĕре гликозичĕсем;
- апат ирĕлессине лайăхлатакан препаратсем;
- хырăмлăх язвинчен сипленмелли эмелсем;
- антибиотиксем;
- азот хушнă препаратсем /алкалоидсем/;
- белладонна препарачĕсем.
Кофĕпе антибиотиксем
Тепĕр чухне кофе витĕмĕ мĕнле пулассине пĕлме те çук. Пĕр тĕслĕхре вăл эмел витĕмне вăйсăрлатать, теприсенче - вăйлатать /ку уйрăмах ыратнине ирттерекен препаратсене пырса тивет/.
Кофе антибиотиксене организмран питĕ хăвăрт кăларать, вĕсем усă кÿме ĕлкĕреймеççĕ те. Ыратнине ирттерекен препаратсене кофĕпе хутăштарни вара пĕверпе ытти органа пысăк сиен кÿрет.
Унсăр пуçне лăплантаракан, шыççа хирĕçле препаратсемпе сипленнĕ чухне кофе ĕçмесен лайăхрах.
Компот вара?
Сĕткенсемпе компотсенче улма-çырла йÿçекĕ, эмелсен тытăмне аркатакан, вĕсен фармакологи витĕмне улăштаракан япаласем пур.
Чи малтанах ку хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхне чакаракан антацидлă пепаратсене* чĕре гликозичĕсене* сульфаниламидсене* юн пусăмне, юнри холестерин шайне чакаракан препаратсене пырса тивет.
Йÿçекрен хÿтĕлекен хупăллă тÿме е капсула эмелсене те сĕткенпе ĕçме юрамасть, мĕншĕн тесен препарат ун пек вăхăтсăр ирĕлет, сăрхăнса кĕме тивĕçлĕ вырăна çитеймест.
Британи медикĕсем асăрхаттарнă тăрăх - юн кĕвелессине чакаракан эмелсем ĕçнĕ чухне авокадо, мороженăй, шур çырли /клюква/ сĕткенĕ юрамаççĕ.
Грейпфрут сĕткенĕ чылай медицина препарачĕ пыршăлăхран юна сăрхăнса кĕрессине питĕ хăвăрт вăйлатать. Чи малтанах ку чĕре препарачĕсене пырса тивет. Çавна май эмелсем пĕтĕм организм тăрăх куçаççĕ, вĕсен юнри концентрацийĕ ÿссе пырса хăрушă шая çитет, пĕтĕм сиенлĕ енĕ пĕрле пухăнать.
Сĕт тата ...
Вăл нумай эмелĕн витĕмне чакарать. Ахальтен мар ĕнтĕ унпа ĕлĕкрех наркăмăшран хăтăлма усă курнă. Паян та наркăмăшланнă çынсене ĕçтереççĕ.
Сĕтпе тата унăн çимĕçĕсемпе тетракцилин ушăкăнĕнчи антибиотикскм пачах килĕшсе тăмаççĕ.
Çапах та! Ытти антибиоткпа сипленнĕ чухне рационра йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем пулмаллах! Вĕсем пыршăлăхăн усăллă микрофлорине /вăл сипленнĕ чухне сиенленет/ çĕнелме пулăшаççĕ.
Антибиотиксемпе сипленнĕ чухне рационран цитруссене, йÿçĕ ытти улма-çырлана, сĕткене, газировкăна, уксус хушнă апатсене кăлармалла.