Комментари хушас

23 Кăрлач, 2015

Çул çăмăлттайлăха каçармасть

Иртнĕ шăматкун Шупашкартан яла кайма тухсан тарăхмалли тупăнчĕ. Çĕрпĕве çитеспе сехет çурăна яхăн «пăкăра» кĕтме тиврĕ. Икĕ йĕрлĕ çул кĕпер çине кĕреспе ансăрланса пĕр йĕре куçать те - транспорт ерипен иртет. Пысăк фурăсен колонни - вĕçĕ-хĕрри çук. Çăмăл машинăсен чеерех водителĕсем вара çул хĕррипе вĕçтерсе иртеççĕ те хайхи колонна пуçне пырса сĕкĕнеççĕ - машинăсем пушшех малалла иртеймеççĕ...

Ытларикун иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетме, кăçалхи тĕллевсене палăртма ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов / 3 стр. сăнÿкерчĕкре/ пресс-конференци ирттерчĕ те - çав «пăкă» пирки каларăмS «Çул тăвăрланнă вырăнти ĕç-пуçа кăштах çăмăллатма маларах инспектор тăни те çителĕклĕ ĕнтĕ. Чăнах та, вăл шăматкун пурччĕ, анчах - кĕпер патĕнче. Ăна çÿлерех тăратма çук-им - машинăсем ăна курсан çул хĕррипе хăваламан пулĕччĕç...»

Владимир Геннадьевич çав кун унта хăй те пулнă иккенS «Çавнашкал пысăк «пăкă» - пирĕншĕн чăн-чăн ЧП. Чăнах та, инспектор кĕпер патĕнче тăни ним тума та кирлĕ мар - кун пирки хăйсене те каларăм. Чылай маларах тăмалла. Анчах çав кун кĕперĕн металл çĕвви çурăлнă пулнă, инспекторсем юсавçăсем чăрмавсăр ĕçлеччĕр тесе çула хупас тенĕ. Ĕç тухман. Çĕрле юсав ĕçĕсене пурнăçларĕç. Малашне çав вырăнта ĕç-пуç мĕнлерех пулĕ - пăхăпăр». Транспорт юхăмĕ çав трасса çинче питĕ пысăк пулнине кура машинăсене тавра çулпа ярассине те йĕркелеççĕ, лару-тăрăва пултарнă таран çăмăллатма тăрăшаççĕ.

 

Ку сăмах май тенĕ пек пулчĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе паллаштарнă май вара В.Романов иртнĕ çул çулсем çинчи аварисен шутне 5,7: чакарма май килнине кăмăллăн палăртрĕ. Çын вилесси те 4,3: чакнă /çулсем çинче 242 çын пурнăçĕ татăлнă/, аманнисен шучĕ те 7,7: пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах транспорт шучĕ, юхăмĕ ÿссех пыраççĕ. Пĕлтĕр кăна республикăра 30 пине яхăн транспорт хатĕрĕ хушăннă. 2010 çултанпа вара - 100 пин чухлех. Чăваш Енре паян регистрациленĕ транспорт хатĕрĕсен шучĕ 333,7 пинрен те иртнĕ.

Шел те, çулсен аталанăвĕ çак ÿсĕм хыççăн ĕлкĕрсе пыраймасть. Вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси те уксахлать. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çул çакăншăн яваплă должноçри çынсем тĕлĕшпе 431 адмпротокол çырнă. Çулсене вăхăтра юсаманни, тасатса тăманни тата ытти те - разметка ÿкерменни таранах. Разметка тенĕрен, пирĕн çулсем çинче вăл çулла кăна, темшĕн ытла та хăвăрт çийĕнсе пĕтет. Шупашкара Раççей Президенчĕ килес умĕн çулсене авă епле хитре сăрласа тухнăччĕ - халĕ нимĕн те юлман тесен те юрать. Мĕншĕнне ПАИре пĕлеççĕS пахалăхĕпе тивĕçтерекен сăрăпа усă курмаççĕ. Инспекторсем яваплисене штрафлаççĕ-ха, анчах лешсем пурпĕр йÿннипе йÿнеçтерме тăрăшаççĕ.

Çапах çулсем çинчи çивĕчлĕхшĕн чи малтан руль умĕнчи çынсем яваплă. Шел, нумайăшĕ яваплăха туймасть çав. Ахальтен мар ĕнтĕ 7 район территорийĕнче пĕлтĕр çулсем çинче вилнисен шучĕ ÿснĕ. Патăрьел районĕнче виçĕмçул 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 2014 çулта вара - 18! Çĕрпÿ районĕнче çак цифрăсем 35-рен 42 таран пысăкланнă, Канаш районĕнче - 2-рен 10 таран. Йĕпреç районĕнче 2013 çулта пĕр çын та вилмен, пĕлтĕр вара 5-ĕн çут тĕнчерен уйрăлнă.

Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн штрафсем пысăкланчĕç - 30-50 пин тенкĕ тÿлеттереççĕ, водитель удостоверенине тытса илеççĕ, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен уголовлă яваплăх та пулать. Анчах нумайăшне çакă та шиклентермест. Эрех ĕçнĕ хыççăнхи аварисем пĕлтĕр 154-ран 204 таран нумайланнă, çав инкексенче 54 çын вилнĕ. Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр инспекторсем водительсем ÿсĕрле çула тухнă 6088 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Списока тăсас тăк транспорт хатĕрĕсенче ÿксе çынсем суранланнă тĕслĕхсем нумайланни тĕлĕнтерет - 57 инкек. Кунашкалли унччен пулман. Водитель прависĕр çынсен çăмăлттайлăхĕ пирки те каламалла - вĕсем тунă аварисенче 19-ăн вилнĕ. Çавăн пекех автобуссен водителĕсем тунă аварисен шучĕ 22: ÿснĕ.

Ÿсĕрсем пирки каланă май, чăн та, Владимир Геннадьевич ырă пĕр саманта палăртрĕS ахаль çынсем вăл е ку водитель руль умне эрех ĕçсе ларни пирки полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ тĕслĕхсем хушăнсах пыраççĕ. Эппин, нумай çыншăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕ «ик айкки те тăвайкки» мар.

Аварисем пирки пайăррăн калас тăк - транспорт хатĕрĕсем çапăннă тĕслĕхсем 779 пулнă, вĕсенче 100 çын вилнĕ, çуран çынсене таптани - 606 /74 çын пурнăçĕ татăлнă/, чăрмавсем çине пырса кĕни - 113 /19-ăн вилнĕ/. Эрне кунĕсене илес тĕк - инкексем эрнекун тата шăматкун ытларах пулаççĕ. Талăк вăхăтне пăхсан - ирхине 7-рен пуçласа 8-ччен, кăнтăрла хыççăн 14-ран пуçласа 21 сехетчен авари нумай. Çулталăк тăршшĕпе июль тата август уйăхĕсем çулсем çинчи инкексен пысăк шучĕпе уйрăлса тăраççĕ.

ПАИ инспекторĕсем преступленисене уçса парас енĕпе те курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр судсене 280 уголовлă ĕç ярса панă. Транспорт хатĕрĕсен 939 единици шыравра пулнă. Вĕсенчен 72-шĕ - вăрласа кайнăскерсем, 791 автомобиле вара водителĕсем авари пулнă вырăнтан пăрахса тарнипе шыранă. 91 преступлени - наркотиксемпе çыхăннисем. Сăмах май, эрех ĕçсе кăна мар, наркотиксемпе минренĕ хыççăн руль умне ларакансем те пайтах - унашкаллисене иртнĕ çул 111 çынна тытса чарнă. Çакăн çинчен пĕлтернĕ май Владимир Геннадьевич ку кăтарту çуллен ÿссе пынине палăртрĕS «Иртнĕ çулсенче кун пек тĕслĕх сахалччĕ, çуллен нумайланса пыраççĕ. Пĕлтĕр 56 тĕслĕхе шута илнĕччĕ, кăçал, авă, 111».

Пĕлтĕр водителе вĕренекенсен шучĕ уйрăмах пысăк пулнă. Вĕренÿ тĕлĕшпе требованисем çирĕпленессе пĕлнĕ май нумайăшĕ удостоверени илсе юлас тенĕ пулинех. Халь вĕренÿ те хакланнă, транспорт хатĕрĕсене регистрацилесси, удостоверени улăштарасси те хаклăрах. Апла пулин те 2014 çулта çамрăк водительсем /руль умĕнчи стаж 3 çултан сахалрах/ тунă аварисен шучĕ палăрмаллах чакнă - 237 тĕслĕхре 27 çын пурнăçĕ татăлнă.

Штрафсем тупăш çăлкуçĕ-иQ

Штрафсем пирки те пайăр калаçу пулчĕ. Çулталăкра инспекторсем административлă правăна пăснин 546 пине яхăн /!/ тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Ку кăтарту çулталăк маларахринчен 79: яхăн пысăкрах! Паллах, йĕркелĕх хуралçисем фото-, видеофиксаци приборĕсемпе анлăн усă курнин витĕмĕ куçкĕрет. Çапах, республикăн тĕп инспекторĕн шучĕпе, çын факторĕ пурпĕр тĕп вырăнта. Мĕншĕн тесен асăннă цифрăра хайхи приборсен тÿпи тĕп вырăнта тееймĕн. Владимир Геннадьевич хăйнеевĕр танлаштару та илсе кăтартрĕS 2012 çулта ПАИ штрафĕсене республикăра 166 млн тенкĕ пухнă, 2013 çулта ку виçе 225 млн тенкĕ таран ÿснĕ. Пĕлтĕрхи кăтарту вара, тĕлĕнетĕр те пуль, пушшех пысăк - 439 млн тенкĕ! Çав шутра 188 млн тенки - хайхи фотофиксаци приборĕсем йĕркене пăснине «асăрханипе» çыхăннă штрафсем. Бюджета çур миллиард тенке яхăн хывнă вĕт! Журналистсен «пысăк заводсем кал-кал ĕçлемен чух ПАИ штрафĕсене çеç шанмалла пуль çав...» темелли çеç юлчĕ.

Юлашки вăхăтра ПАИ ертÿçисемпе курнăçмассерен çĕклекен ыйту ку хутĕнче те калаçтарчĕ. Сăмах - Шупашкарти Пичет çурчĕ патĕнче çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăн пирки. Çула юсаса анлăлатнă май маларах кунта светофор пулать тесе калаçатчĕç, çак кунсенче вара картана хупласа çуран çынсен çулне пÿлсе хучĕç. «Проектпа килĕшÿллĕн унта светофор та лартмаллаччĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмаллаччĕ, - терĕ Владимир Геннадьевич. - Анчах хула влаçĕсем урăхларах йышăну тунă - халь каçă çук». Эпир пĕлнĕ тăрăх - çав ларура асăннă вырăнта çул çийĕн каçă хывма палăртнă. Анчах ку хут çинче çеç юлмĕ-шиQ Хальлĕхе вара çуран çынсенчен чылайăшĕ автовокзал е МТВ-центр тĕлĕнчи каçă патне утмасть, хăнăхнă вырăнтах çул тăрăх кайса карта тавра çаврăнаççĕ. Вун-вун машина вĕçтерсе иртет - хăрушă!

- Кун пирки пĕлетпĕр, - пăшăрханăвне пытармарĕ В.Романов. - Çавăнпа малтанхи вăхăтра унта ПАИ нарячĕсем те час-часах пулĕç. Çапах инспекторсене вĕçĕмсĕр унта тăратаймăпăр - вĕсен ытти ĕç те пур вĕт, йыш çитмест.

Çийĕнчен ав пĕр ушкăн Çурçĕр Кавказри командировкăра. Ентешсем унта ултшар уйăх пулаççĕ. Халь тата чăваш автоинспекцийĕн тепĕр ушкăнне, 7 çынна, Крыма ямалла - унта çур çул пулĕç. ДПС автомобилĕсем те, инспекторсен пĕтĕм экипировки те кунтанах каяççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.