Николай КОНОВАЛО

23 Кăрлач, 2015

Çул çăмăлттайлăха каçармасть

Иртнĕ шăматкун Шупашкартан яла кайма тухсан тарăхмалли тупăнчĕ. Çĕрпĕве çитеспе сехет çурăна яхăн «пăкăра» кĕтме тиврĕ. Икĕ йĕрлĕ çул кĕпер çине кĕреспе ансăрланса пĕр йĕре куçать те - транспорт ерипен иртет. Пысăк фурăсен колонни - вĕçĕ-хĕрри çук.