Ĕçчен çынна ĕç хăй шырать
Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнчи библиотекăра макарон изделийĕсенчен ăсталанă кÿлепесен куравĕ куç тĕлне пулсан хуçипе паллашмасăр чăтаймарăм. 59 çулти Галина Смирнова пушă вăхăтра алă усса лармасть. Мăшăрĕпе Михаил Самуиловичпа выльăх-чĕрлĕх те нумай усраççĕ вĕсем. Çапах чун киленĕçĕпе аппаланма май тупать кил ăшшине упраканскер.
- Хĕлле пушă вăхăт нумай, - алĕçĕсемпе паллаштарнă май сăмах çăмхине сÿтрĕ Галина Борисовна. Совхозра малтан - бухгалтерта, кайран тĕп бухгалтерта вăй хунă хĕрарăм компьютерпа туслă. Пĕрремĕш ĕçне - турилккене - ăсталанă чухне вăл унти пĕр сайтпа усă курнă. Унтан салат савăчĕ, пулă, пĕчĕк арча... ăста хĕрарăмăн аллине парăннă. Чăвашсен асран кайми çăпатине канфет хутĕнчен "хуçнă".
- Мультфильмри сăнарсене калăплама вăхăт ытларах кирлĕ. "Кроша", тĕслĕхрен, 2 сехет ăсталарăм. "Хрюша" та вăхăта самаях илчĕ. Çаврашкасене хăмпă хăпартса ун çине макарон çыпăçтарса хатĕрлетĕп. ПВА-çилĕмпе усă куратăп. Гуашьпа сăрласа хитрелететĕп, - илемлĕх тĕнчин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ алă усса ларма юратманскер.
Вăл Вăрмара кайса тĕрлĕ калăпăшлă макарон туянать, илемлĕреххисене суйлать. Хальлĕхе 10 тĕрлипе усă курать.
- Пулă тума шултра йышши "рак хуранĕ" суйларăм. Районăн çитес Акатуйĕ валли кăмпа туса хатĕрлесшĕн-ха, - ĕмĕт-кăмăлне уçрĕ Галина Борисовна.
Мăшăрĕ килĕшет-ши унпа, вăхăт пустуй ирттеретĕн тесе ÿпкелемест-ши?
- "Мĕн тума кирлĕ вăл сана, кан-ха кăштах", - тет пулсан та пулăшать, - кула-кулах калаçрĕ пĕр мăнукне Данила та илем тĕнчине туйма явăçтаракан хĕрарăм. - Çамрăк чухне те ахаль ларман, тĕрĕллĕ нуски-чăлха, кофта çыхаттăм.