Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Коньки çине тăрасчĕ хăвăртрах

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕкленсе ларнă Пăр кермен - паянхи кун строительство пыракан чи пысăк объектсенчен пĕри. Анчах мĕншĕн халĕ те хута ямаççĕ ăна? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта çитсе курчĕ.

Иртнĕ кĕркуннех хута яма палăртнă объектăн 90 процентне пурнăçланă. Тумалли питĕ нумаях мар, çапах юлашки вăхăтра ĕç майĕпен пырать. Тул енчен пăхсан пурте йĕркеллех: çуртăн сăнĕ аякран илемлĕн курăнать, автомобильсем лартмалли вырăн та пур. Тĕп залпа тренировка ирттермелли арена хатĕрпе пĕрех, вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă. Хальхи вăхăтра керменте электрохатĕрсене вырнаçтараççĕ, вентиляципе ăшăтмалли тытăма туса пĕтересшĕн ĕçлеççĕ. Çавăн пекех пÿлĕмсене çутăпа тивĕçтермелле, стенасене якатса илемлетмелле, спорт-технологи хатĕрĕсемпе сĕтел-пукан илсе килмелле.

Объектпа паллашнă май Михаил Васильевич çăвăнмалли тата хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсенче октябрьтенпе пĕр улшăну та пулманнине палăртрĕ. Чылай çĕрте строительство материалĕсен юлашкийĕ тата çÿп-çап пухăнса кайнă. «Вăхăтра тухса пăрахмалла», - асăрхаттарчĕ республика Пуçлăхĕ.

Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче эпир те пулса курнăччĕ унта. Ун чухне объектра ĕç вĕресе тăратчĕ: трактор-машина кĕрлетчĕ, строительсемпе рабочисем те ĕçрен уйрăлми тăрăшатчĕç. Михаил Игнатьев та спорт объекчĕпе кăмăллă пулнăччĕ. Генподрядчик представителĕ те ĕç планпа килĕшÿллĕн пулса пынине палăртнăччĕ. Паянхи кун вара объектра лару-тăру çăмăлах мар. Çавна май Правительство çуртĕнче Пăр керменне тăвас енĕпе ятарлă канашлу та иртрĕ.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата çак объектшăн яваплă ытти çынсем хутшăнчĕç. «Спортпа туслисем, конькипе ярăнма юратакансем тахçанах кĕтеççĕ ăна. Пирĕн республикăра катоксем çитменни куç кĕрет, кăçалхи хĕл ăшă тăнăран чылайăшĕ пăр çине тухаймасть. Çавăнпа Пăр кермене çывăх вăхăтрах уçмалла, анчах строительствăна халĕ те вĕçлейместпĕр-ха, - хĕрÿленчĕ Михаил Васильевич. - Пăр кермен спортсменсене хатĕрлекен нумай функциллĕ центр пулса тăмалла. Малашне унта Чăваш Ен ят-сумне çĕклекен фигуристсемпе хоккеистсем ăсталăха туптама тытăнĕç».

Ĕçе вăхăтра вĕçлеменнин сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çитменни. Проектпа килĕшÿллĕн Пăр кермене тумашкăн 1,598 млрд кирлĕ. 2012-2014 çулсенче федераципе республика бюджечĕсенчен 466,7 млн уйăрнă, спонсор пулăшăвĕ - 250 млн. Объекта вĕçлемешкĕн банкран кредит илнĕ, çапах ку та çителĕксĕр пулнă. Михаил Игнатьев генподрядчик ĕçĕ-хĕлне сивлерĕ, «Голицын» компанин гендиректорне Алексей Короткова сăмах тиврĕ. «Çак объекта эсир хăвăр çине илтĕр, анчах та тивĕçĕре пурнăçламастăр. Сирĕн партнерсем сахал мар пулĕ, вĕсенчен пулăшу ыйтăр», - терĕ республика Пуçлăхĕ. Алексей Владимирович предприяти кассинчен чылай укçа-тенкĕ тăкакланине те аса илтерчĕ, строительствăна вĕçлемешкĕн дотаци пама ыйтрĕ. Канашлура ыттисем те калаçрĕç, ку ыйтупа хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Юлашкинчен Михаил Васильевич Министрсен Кабинечĕпе Шупашкар хула администрацине хушма укçа-тенкĕ тупмашкăн майсем шырама хушрĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.