Пенсие - çĕнĕлле
Çĕнĕ çултан пенсие çĕнĕлле шутлас йĕрке пурнăçа кĕчĕ.
Малашне «ĕç пенсийĕ» текен ăнлавпа усă курмăпăр, ун вырăнне страхлав пенсийĕпе пухăнса пыракан пенси юлать. Страхлав пенсийĕ виçĕ пая пайланать: ватлăх çитнипе, инвалида тухнипе тата тăрантаракана çухатнипе параканни. Арçынсем пенсие унчченхи пекех 60 çулта тухĕç, хĕрарăмсем - 55 çулта. Ку таранччен пенсие тухмалли чи пĕчĕк стаж 5 çул пулнă тăк, 2015 çулта - 6 çул, 2016 çулта - 7 çул, 2025 çул тĕлне - 15 çул пулĕ.
Страхлав стажне социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем те кĕрĕç: çарта пулни, 1,5 çул тултариччен ачана, инвалид ачана, пĕрремĕш ушкăн инвалидне, 80 çултан аслăрах ватă çынна пăхни.
2015 çулта ватлăхпа пенсие тухма чи пĕчĕк стаж ?6 çул% кирлисĕр пуçне тата 6,6-ран кая мар уйрăм пенси коэффициенчĕ ?балл% кирлĕ. 2025 çул тĕлне вара ăна 30 балран кая мар пухмалла. Стаж тата балл çитмесен тата кăштах ĕçлеме е социаллă пенси парасса кĕтме тивĕ. Социаллă пенсипе хĕрарăмсене 60 çула çитсен тивĕçтереççĕ, арçынсене - 65 çулта.
Страхлав пенсине балпа палăртаççĕ. Пенси шутласа панă чухне вара ăна укçа çине куçараççĕ. Балсен сумми ĕç укçи шайĕнчен, страхлав стажĕнчен, пенсие миçере тухнинчен, пенсин пухăнакан пайне взнос куçарса пынинчен килет.
Хăйсен пулас пенсийĕпе кăсăкланакансем Пенси фончĕн сайтĕнчи «Страхланнă çыннăн уйрăм пÿлĕмĕ» электронлă сервиса кĕрсе ватлăхра мĕн чухлĕ укçа тухасса пĕлме пултараççĕ. Çакнах патшалăх пулăшăвĕсен сайтне кĕрсе пĕлме те май пур.
Инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнипе паракан пенси унчченхи йĕркепех пулса пырĕ.