Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Чăваш кăларăмĕсене курас килет

Хальхи вăхăтра нумай канал пăхассишĕн «турилккесем» лартса тултартăмăр та Чăваш каналĕ кăтартмасть. Мĕншĕн кăтартмасть тата хăçан кăтартма пуçлĕ?

Пантелеймон Николаев. Элĕк районĕ, Уйкас ялĕ.

Елена Егорова, Чăваш патшалăх телерадиокомпани /ГТРК/ директорĕн çумĕ:

- Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ Раççей патшалăх телерадиокомпанийĕн филиалĕ шутланать. Пире кабель телевиденийĕпе тата антеннăпа курма пулать. «Турилкке» лартнисем спутник урлă пăхаççĕ. Пирĕн ун пек майсем çук. Çавăнпа пăхаймаççĕ те. «Турилкке» лартманнисем пире унчченхи пекех кураççĕ. Пурăна киле мĕнпур телекурав цифра техники çине куçмалла. Ун чухне пирĕн канала та пăхма май килĕ. Пахалăхĕ те самай лайăхрах пулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.