Комментари хушас

24 Кăрлач, 2014

Конкурса хутшăнса çур çул пухнă шалăва тăкакланă

Вĕрентÿпе культура - этем пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ енсем. Мĕнпе çыхăнса тăраççĕ-ха вĕсем? Çак ыйту тавра калаçăпăр паян «Чуна уçса калаçар» тĕпелте Шупашкарти Н.В.Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Ирина Диаровăпа. «Талантсăр ачасем пулмаççĕ. Вĕренекен - манăн ăслă тус», - теме кăмăллать вăл.

- Кашни ача шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн пулас профессийĕ пирки шухăшлать. Эсĕ кун-çулна чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăнтарассине хăçан туйса илнĕ?

- Эпĕ хама нихăçан та урăх профессире курман. Мĕн хама ас тăвассах вĕрентекенре ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. Ача чухне аппапа шкулла çеç выляттăмăр. Пирĕн килте сарă шифоньер пур. Вăл пирĕншĕн шкул хăмиччĕ, эпир унта пурăпа çыраттăмăр. Паллах, куншăн атте-аннерен леккелетчĕ, çапах педагог пулас килни чунра хĕм пек тĕлкĕшсе çунатчĕ. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулас ĕмĕт вара вăтам классенче çирĕпленчĕ. Мана чăваш чĕлхи учителĕ Антонина Абаськина конкурссене хутшăнтаратчĕ, çав вăхăтран пуçласа эпĕ хамăн пурнăçа пуян, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе çыхăнтарма шут тытрăм.

- Ача шăпин никĕсне чи малтан ашшĕпе амăшĕ хываççĕ. Мĕнле шухăшлатăн: çак профессие суйлама вĕсем сана витĕм кÿнĕ-и?

- Эпĕ Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче кун çути курнă. Атте эпĕ 5 çулта чухнех çĕре кĕнĕ, çавăнпа анне икĕ ачине, аппапа иксĕмĕре, пĕчченех ура çине тăратнă. Вĕрентекен пулма шăпах анне витĕм кÿчĕ. Кукамай çак районти Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчен. Эпĕ ас тăвасса çав ялта пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Алексеевна пурччĕ, 1-мĕш класа кайма тытăничченех унпа пĕрле шкула каяссишĕн кукамай патĕнче пурăнаттăм. Анне кăмăлăма шута илсе мана хăйĕн амăшĕ патне час-часах леçетчĕ. Манăн анне çамрăк чухне юрлама ăстаччĕ. Ялти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пулăшнипе хор та йĕркеленĕ. Ыттисем вырăс юррисене шăрантарнă вăхăтра анне чăвашлисемпе чуна тыткăнлатчĕ. Кукамай та чăвашла питĕ хитре юрлатчĕ, аллине хутран-ситрен балалайка та тытатчĕ. Кукаçипе кукамай чăланĕнче йывăç арча пурччĕ. Унта авалхи япаласем упранатчĕç: пиртен тĕртнĕ кĕпесем, тĕрленĕ саппунсем, кĕмĕл тенкĕсенчен ăсталанă хушпу тата сăранран тунă пысăк пупăнь /бубен/. Эпĕ çакскерсене пĕрмаях кăлара-кăлара пăхаттăм. Кукамай вĕсене мĕнле хатĕрлени пирки каласа паратчĕ.

- Манăн шухăшăмпа - çакă та сана чăвашлăха тарăн тымар яма пулăшнă, мĕншĕн тесен хăть мĕнле халăх та авалтан пыракан йăли-йĕркине çамрăк ăрăва куçпа курса тата алăпа тытса, ача чĕрине сăмахпа тата тупрапа витерсе çеç вĕрентме пултарать. Çакă ĕнтĕ вăл «культура» текенни.

- Паллах, ачасене эпир мĕн авалтан упраннă тупрана кăтартнипе, ун çинчен каласа панипе тата чĕлхене вĕрентсе, юрра-ташша хăнăхтарса çеç чăвашлăха аталантарма пултаратпăр. Тăван чĕлхе - пирĕн чи пысăк тупра. Сăмахран, тĕрре вулама пулать. Енчен те чĕлхе пĕтсен çав япаласем те кирлĕ мар пулса тăраççĕ, анчах эпĕ çакна каласа хăварасшăн: пирĕн ытти халăха та хисеплемелле, вĕсен чĕлхипе, культурипе, йăли-йĕркипе интересленмелле. Вырăсла та пĕлмелле, мĕншĕн тесен ют хулана тата республикăсене кайсан мĕнле чĕлхепе калаçмалла-ха? Эпĕ ыттисен чĕлхине пĕлместĕп, вĕсем - манăн чĕлхене. Кун пек чухне пире çывăхлатаканни, пĕрлештерекенни - вырăс чĕлхи.

- Эсĕ - чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Хăв чăваш пулнипе мăнаçланатăн. Пĕлетĕн-и: манăн чылай пĕлĕш хăй чăваш пулнăшăн вăтанать, транспортра анне чĕлхипе калаçмасть, хулара çеç мар, ялта та хăйĕн пепкипе вырăсла калаçма тăрăшать. Енчен те чи çывăх çыннисем те ăна ăса хывтарасшăн мар пулсан ача тăван чĕлхене камран вĕренейтĕр? Мĕн ку - сăпайлăх-и, культура-и, хăйĕн тăван чĕлхинчен хăрани-и е тепĕр халăха хăйĕнчен ытларах хисеплени-и?

- Ачасемшĕн, чи малтанхи тĕслĕх - атте-анне. Çывăх çынсем мĕнле чĕлхепе калаçаççĕ - эпир те çав чĕлхепе пуплеме тăрăшатпăр. Эпир малтан чăвашла шухăшлатпăр, унтан тин шухăша ăсра вырăсла куçарса калатпăр. Çавăнпа пĕр харăс вырăсла та, чăвашла та вĕрентни пăтăрмах патне илсе çитерет. Ав пирĕн ачасем чăвашла та, вырăсла та аван пĕлмеççĕ. Пĕлĕшсем калаçнинчен кулса вилмелле. Пĕррехинче пĕринчен ыйтатăп: «Эсĕ яла кайсан мĕнле чĕлхепе калаçатăн?» Вăл вара «по-русски» теес вырăнне «по-русскому» терĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тăван чĕлхине хисеплемест, унпа калаçмасть пулсан ача хăйĕн тăван чĕлхине юратма ăçтан вĕрентĕр-ха тата чăвашла та, вырăсла та мĕнле майпа тĕрĕс калаçтăр? Паллах, вырăсланнă чăваш ачи нихăçан та чăваш юрри-ташшине, кĕпи-тумне, йăли-йĕркине йышăнмĕ.

- Тĕрĕсех, ачана малтан чăн чăвашла илемлĕ те таса калаçма хăнăхтармалла, унтан тин, тăван чĕлхе никĕсне ăсĕнче хывнă хыççăн, вырăсла е акăлчанла вĕрентмелле... Эсĕ шкулта малтан вырăс чĕлхине ăса хывнă ачасене чăвашла вĕрентетĕн. Вырăс шкулĕнче ĕçлеме çăмăл-и?

- Учитель ĕçĕ йывăр. Эпĕ шкулта пĕрремĕш çул çеç ĕçлеместĕп, çавăнпа йывăрлăхсем хыçа юлнă. Манран пĕр вĕренекен те: «Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» - тесе ыйтмасть. Эпĕ ачасене яланах çапла калатăп: «Çын миçе чĕлхе пĕлет - вăл çавăн чухлĕ хут çын». Тĕслĕхрен, эпĕ китай е ытти чĕлхене те пĕлсен, вĕсем мана нихăçан та кирлĕ пулмасан та, эпĕ çав чĕлхесемпе калаçайнăшăн питĕ мăнаçланăттăм. Акă шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕпе хутшăннă чухне хутран-ситрен йывăр мар предложенисене ют чĕлхепе калама тăрăшатăп. Çапах ытларах чухне чăвашла пĕлмен вĕрентекенсемпе те, ачасемпе те чăвашлах калаçатăп. Ку пулăмран мана паллакансем тĕлĕнме пăрахнă, çавăнпа ансат ыйтусене чăвашлах хуравлаççĕ.

- Эпĕ хулари чылай шкула чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем чĕннипе тĕл пулусене çÿретĕп. Мана йыхравлакансем урок хыççăн коридорта ачасемпе чăвашла калаçманни чуна ыраттарать. Урок вĕçленсен чăваш чĕлхи кирлĕ мар пек пулса тухать-çке!

- Енчен те чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ те ачасемпе чăвашла калаçмасан вĕсемшĕн кам тĕслĕх пулĕ? Мĕн пытармалли: вырăс чĕлхи е математика учителĕ чăваш пулсан та ачасемпе шкулта тăван чĕлхепе калаçмасть. Икĕ çул каялла эпир, чăваш чĕлхи учителĕсем, ЧНК делегацийĕн йышĕнче Хусанти шкулта пултăмăр. Виçĕ урок пăхрăмăр. Ун чухне пĕр вĕрентекен те пирĕнпе вырăсла калаçмарĕ. Пĕри те: «Кусем Чăвашран килнĕ-ха, тутарла пĕлмеççĕ пуль», - тесе пăшăрханмарĕ. Юрать, тутарсен хушшинче çÿрекеленĕрен кăштах тутарла тĕшмĕртетĕп. Эпĕ çуралнă ял çумĕнче тутар ялĕ Хăмăл пур.

- Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Пушкăрт çĕрĕнчен килнĕ чăваш делегацийĕпе пĕрле эпĕ те эсĕ ирттернĕ уçă урокра пултăм. Ачасем ас туса юлччăр тесе эсĕ пĕр сăмахах 20 хут та калаттартăн. Çак мелпе усă курма сана кам вĕрентнĕ?

- Ĕç опычĕ. Кашни вĕренÿ çулĕнчех тĕрлĕ шкулта семинарсем иртеççĕ. Эпĕ кашнинех çитме тăрăшатăп, яланах урокран хам валли мĕн те пулсан çĕннине илетĕп. Ачасемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ, эпĕ вĕсене çав тери юрататăп. Чи кăсăкли - ачасем хăйсемех мĕнле вĕрентмеллине каласа, кăтартса пама пултарни.

- Хăвăн чи ансат мелпе ирттернĕ урокăн пĕр саманчĕпе сăмах урлă паллаштар-ха.

- Кашни уроках фонетика вăййинчен пуçлатăп. Ку ачасене тепĕр чĕлхене вĕренме хăвăрт пулăшакан, чăвашла çăмăллăнах калаçма май паракан мел. Тĕслĕхрен, пĕрре - пĕрел, иккĕ - йĕкел, виççĕ - виçе, тăваттă - тăваткал, пиллĕк - пилеш, улттă - улма, çиччĕ - çырла, саккăр - салма, тăххăр - тăрна, вуннă - тух.

- Ун чухнехи уçă урок хыççăн пирĕнпе шкул директорĕ Александр Радужан калаçрĕ. «Эпĕ - Дон казакĕ. Маншăн шкулти кашни предмет пĕлтерĕшлĕ. Чăваш чĕлхине пĕлместĕп пулсан та эпĕ ăна ытти предметпа тан куратăп», - терĕ вăл. Чăваш чĕлхине çапла хаклани питĕ кăмăллă. Эпĕ чăваш чĕлхин пĕр вĕрентекенĕнчен урăххине те илтрĕм. «Манăн ирĕк пулсан чăваш чĕлхине шкултан шăпăрпа шăлса кăларăттăм!» - тенĕ ăна шкул директорĕ.

- Вĕрентекене питĕ шел. Унашкал пуçлăхсемпе ĕçлеме питĕ йывăр. Ахаль те чăваш чĕлхи сехечĕсене министерство шайĕнчех чакарчĕç. Пуçламăш классенче икĕ сехет хăварчĕç. Çав вăхăтрах тутар чĕлхине тутарсем пилĕк сехет вĕрентеççĕ. Мĕнрен килет-ши ку? Хуравне пĕри те калаймастпăр.

- Чи малтанах ку чăваш шăлсăр пулнипе çыхăннă... Эсĕ вырăс тата вырăсланнă чăваш ачисене чăваш чĕлхине юратсах вĕрентнине ăнлантăм. Хăвăн ывăлупа килте чăвашлах калаçатăн-и-ха?

- Паллах. Кирлĕ чухне çеç - ытти предмета вырăсла вĕренетпĕр-çке - вырăсла. Урăх предметпа урок тунă чухне манăн унпа ирĕксĕрех вырăсла калаçма тивет.

- Унччен ЧНКра эсĕ хастаррисен йышĕнчеччĕ. Халĕ вара лару-тăру еплерех?

- Çĕнĕ пуçлăх ларнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ, халĕ ЧНКра урăхла йĕрке. Шел те, унта час-часах çÿреме майсем сахалланчĕç, мĕншĕн тесен Чăваш наци телекуравĕнче те «Илемпи урокĕсем» кăларăма ертсе пыратăп. Ăна хатĕрлеме вăхăт самай кирлĕ.

- Санăн шухăшупа - çак кăларăмăн усси пурах-ши?

- Пур. Кăларăм эрнере пĕрре тухать. Ачасем ăна юратса пăхаççĕ. Кăларăм нумай вăхăт пымасть пулин те чăвашла пачах пĕлмен ачасене пулăшу кÿретех.

- Çак кунсенче манăн пуçра пĕр шухăш çуралчĕ. Ăна «Одноклассники» социаллă сайтри хамăн страницăра статуса кăлартăм. Укçа пуçтарса Геннадий Дегтяровăн «Изучаем чувашский язык» кĕнекине туянса чăвашла пĕлмен чиновниксене парнелеме чĕнсе çыртăм. Манпа килĕшекенсем чылаййăн тупăнчĕç. Кун пирки санăн кăмăлна та пĕлес килет.

- Ку шухăшпа килĕшетĕп. Тĕллевĕ питĕ ырă. Енчен те вăл пурнăçа кĕрсен аван пулмалла.

- Нумаях пулмасть эсĕ Мускавран Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен конкурсĕнчен çĕнтерÿпе таврăнтăн.

- Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен республика шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Эпĕ унта малти вырăна тухрăм. Йĕрке тăрăх çĕнтерÿçĕ Мускава каять. Чи малтанах Интернета урок вырнаçтармалла пулчĕ. Енчен те урок тивĕçлĕ шайра пулсан Мускавран йыхрав килет. Конкурсăн çак тапхăрĕ витĕр эпĕ хамăн наука ертÿçипе, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕпе, Вĕренÿ институчĕн преподавателĕпе Альбина Волковăпа, ăнăçлă тухрăм. Кайран комиссие ятарлă папка пуçтарса ярса патăм. Унта - хам çинчен çырнă досье, аналитика справки, пĕр урокăн тулли конспекчĕ, класс тулашĕнчи пĕр ĕçĕн сценарийĕ, «Манăн педагогикăри çĕнĕлĕхсем» эссе, пичетленнĕ статьясем. Конкурс йĕркелÿçисем пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче йыхрав ячĕç. Конкурс виçĕ тапхăртан тăчĕ. Пĕрремĕш кунхине курав йĕркелерĕмĕр, унта хамăн тата ачасен ĕçĕсене уçса паракан тĕрлĕ методика кăтартăвĕ, ÿкерчĕксем, чăваш тĕрриллĕ салфеткăсем, пуканесем, панносем вырнаçтартăмăр. Иккĕмĕш кунхине «Манăн республика, манăн хула, манăн педагогикăри ĕç» хăтлав-презентаци кăтартмалла пулчĕ. Ăна тума пире Чăваш наци телекуравĕ пулăшрĕ. Кунтах наци тумĕ çинчен каласа патăмăр. Мана ку конкурсра Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай чечекĕ» фольклор ушкăнĕ пулăшрĕ. Виççĕмĕш кунхине кунтанах ÿкерсе кайнă видеоурок кăтартрăмăр, 10 минутлăх комментари турăмăр. Тăваттăмĕш кунхине РФ Патшалăх думинче пултăмăр. Чи малтан унта наци ыйтăвĕсем тавра «çавра сĕтел» иртрĕ, кайран пире чысларĕç.

- Хăвăншăн мĕн çĕнни илейрĕн çав конкурсран?

- Тĕрĕссипе, манăн ку мероприятие конкурс теес килмест, мĕншĕн тесен вăл уяв пек иртрĕ. Пурте хăйсен наци тумне тăхăнса пынă та эпир пурте пысăк асамат кĕперĕ е улăхри чечексен кăшăлĕ евĕр пултăмăр. Кашни вĕрентекенĕн мĕн те пулсан çĕнни пур. Кашниех хăйĕн ĕçне, халăхне, тумне, ташши-юррине кăтартнă чухне мăнаçлăхпа тулса тăчĕ.

- Мускав - хаклă хуласенчен пĕри. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн кĕсйи хулăн мар. Аякка фольклор ушкăнĕпе кайса килме спонсорсем пулăшрĕç-им?

- Шел те, хамăн çур çул пухса пынă ĕç укçине çак конкурса хутшăнса тăкаклама тиврĕ. Ытти расхута саплаштарма ЧР Вĕренÿ министерстви, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Юрий Зорин, Николай Лукианов, Александр Портнов тата анне пулăшрĕç. Вĕренÿ министрĕ ячĕпе ЧНКна çырупа тухнăччĕ - ара, чăваш чĕлхи вĕрентекенне конгресс та пулăшмасан камăн пулăшмалла-ха? Эпир Мускава чăвашлăха хÿтĕлеме кайнă-çке. Анчах, шел те, хурав кĕтсе илеймерĕмĕр. Унти юлташсен те вăхăчĕ тупăнмарĕ, те кăмăлĕ пулмарĕ - пулăшу кĕтсе илеймерĕмĕр. Апла-и, капла-и - чăвашлăха тивĕçлĕ шайра хÿтĕленĕшĕн чун-чĕререн савăнтăм.

- Культура çулталăкне кĕни - виçĕ эрне ытла. Иртнĕ эрне кун Оперăпа балет театрĕнче çак ятпа хатĕрленĕ концертра пултăм. Хама Кремльти пекех туйрăм. Питĕ чаплă концерт йĕркеленĕ, залра лăк тулли халăх. Пухăннисен 90 проценчĕ чăваш. Питĕ килĕшрĕ, анчах йыхравра та, афишăсенче те, экран çинче те чăвашла пĕр сăмах та çырманни, ертсе пыракансем чăвашла пĕр сăмах та каламанни питĕ тĕлĕнтерчĕ.

- Ку, чăнах та, тĕлĕнмелле пулăм. Вырăсла çырнăшăн ÿпкелешер мар, Раççейре пурăнатпăр, çапах вырăс сăмахĕсем çумне чăвашла çырнă пулсан ку пирĕн чунсене пуянлатса илемлетĕччĕ. Пирĕн, чăвашсен, чăваш пулсах пурăнасчĕ, хамăрăн чĕлхене ытти халăх умĕнче намăс кăтартас марччĕ, эпир кайсан та чăваш сăмахĕ уççăн янăратăр, чăваш юрри-кĕввине, çи-пуçне, йăли-йĕркине пирĕн ачасем пĕлччĕр-курччăр.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.