Комментари хушас

14 Кăрлач, 2015

«Эпир каçсанах кĕпер йăтăнса анчĕ...»

Вăрçăран тарса килнисене пулăшма майсем çителĕклĕ-и пирĕн?

Украинăри Донецкпа Луганск халăхĕ мĕн тÿсни, хĕн курни пĕтĕмпех пирĕн куç умĕнче пулса иртет. Вăрçă вучĕ сÿнес вырăнне каллех ялкăшма пултарасси çинчен калаçаççĕ. Киев çĕнĕ çар ушкăнне техникăпа, хĕç-пăшалпа вăйлатса тепĕр хут тапăнас хăрушлăх пур. Вут-çулăмран тарса тухнă чухне Людмилăпа Андрей Бычковсен çемйине /вĕсен икĕ пĕчĕк ача/ сывă юлма турă пулăшнă-тăр. "Тарăн çырма урлă хывнă кĕпер эпир каçсанах йăтăнса анчĕ. Снаряд е мина лекрĕ-ши - пĕлместпĕр", - каласа кăтартаççĕ вĕсем. Чи пахи - чĕрĕ юлнă, вилĕмрен хăтăлнă. Ывăлĕсем, Кирилпа Даниил, çул çинче пĕрехмай: "Ăçта каятпăр эпир? Асаттепе асанне мĕншĕн пĕрле пымарĕç?" - тесе ыйтнине темле хуравламалла ĕнтĕ амăшĕн. "Чирлеççĕ вĕт-ха, çул çÿреме кансĕр вĕсене", - тени çеç.

Упăшкин, Андрейăн, Шупашкарта тăванĕсем пурăнаççĕ, çавăнпа чикĕ урлă каçичченех Бычковсем Чăваш Ене куçса каясси çинчен тĕв тунă. Чиперех çитнĕ темелле. Пĕрле документсем чикнисĕр пуçне тăхăнмалли çи-пуç кăшт илкеленĕ. Урăх - нимех те. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.