Уçă тÿпе айĕнчи музей
Республикăри тĕрлĕ районта музейсем пур. Вĕсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ: халăх пуянлăхне, ламран лама куçса пыракан эткерне пухаççĕ, ăна çĕнĕ ăрусене параççĕ.
Йĕпреçри этнографи музейне хăçан тата кам тăрăшнипе йĕркеленĕ?
В.МИРСКОВ.
Вăрнар районĕ.
Кунти этнографи музейĕ - Чăваш Республикинчи пĕрремĕш этнопарк. Йĕпреç район ĕçтăвкомĕн председателĕ П.М.Ермошкин пуçарнипе йĕркеленĕ. 1980 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă. Музей комплексне XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тата 1930 çулсенчи хресчен усадьбисем, çил арманĕ, икĕ хутлă ампар тата ыттисем те кĕреççĕ. Этнографи залĕнче - халăх ăстисем тунă япаласем, чăваш наци тумĕсем, килти хуçалăхра усă курнă савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем тата ытти те.
Çавăн пекех Йĕпреçри музейре чăвашсен XX ĕмĕрĕн варринчи çурчĕпе, унти япаласемпе паллашма пулать. Ÿнер галерейинче - районта çуралса ÿснисен экспоначĕсем, çавăнтах ятарлă куравсем йĕркелеççĕ. Музей фончĕ кашни çулах тĕрлĕ япалапа пуянланса пырать, кунта ĕçлекенсем район çыннисемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Музей 1,5 гектар лаптăк йышăнать. Музее йĕркелеме Йĕпреç районĕнчи промышленноçпа ялхуçалăх предприятийĕсем, шкулсем хастар хутшăннă.