Комментари хушас

22 Раштав, 2014

Çĕнтерÿ - чи пысăк парне

Маттуррисене парнесемпе хавхалантарчĕç. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене ятарлă стипендипе преми илмеллине ĕнентерекен сертификатсемпе чысларĕ. Ведомство йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти ЧР Наци библиотекинче иртрĕ.

«Кăçал пирĕн çĕршывшăн тата Чăваш Еншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ çулталăк пулчĕ. Сочире иртнĕ Хĕллехи Олимпиада халĕ те кашни çыннăн асĕнче ахăртнех. Çак пулăм пирĕн чунăмăрта çĕнĕ ĕмĕт-шухăш вăратрĕ, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ. Икĕ уйăх каялла юратнă Шупашкарăмăр Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форума йышăнчĕ, Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Çак мероприятисене Владимир Путин хутшăнчĕ. Çак чаплă пулăм Чăваш Республики спортпа туслă чи лайăх регион пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Ку пысăк чыса эсир те тивĕç. Сирĕн наградăсем пирĕншĕн - чи пысăк парне. Тĕрлĕ ăмăртура мала тухса эсир республика тата çĕршыв ят-сумне çÿле çĕклетĕр. Малашне те çитĕнÿ картлашкипе çÿлерех хăпарма сунатăп», - терĕ Сергей Владимирович, пурне те çывхарса килекен уявпа саламларĕ тата кăçалхи сезона лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн тав турĕ.

Сертификата тивĕçнисен йышĕнче - каратистсем, кĕрешÿçĕсем, штангистсем, кире пуканĕ йăтакансем. Вĕсем çамрăк пулин те пурте тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенче пысăк çĕнтерÿсемпе палăрнă. «Хыпар» Издательство çурчĕшĕн чи çывăххи вăл - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Александр Павлов /вĕрентекенĕ - ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин/. Елчĕк каччи «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирта чемпион ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл - тимĕр вăййипе туслă çамрăксен хушшинче чи вăйлисенчен пĕри. Раççей спорт мастерĕ ноябрь уйăхĕнче Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче юниорсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса тăван ене «ылтăнпа» таврăннă.

Штанга йăтма хăраман Ирина Баймулкина та пире тепĕр çитĕнÿпе савăнтарчĕ, Етĕрне пики Кипрта йывăр атлетика енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнче чи сумлă наградăна çĕнсе илме пултарнă. «Кунашкал ăмăртура эпĕ пĕрре мар вăй виçнĕ, темиçе хут та малти вырăнсене йышăннă. Анчах кăçалхи тупăшу уйрăмах йывăр пулчĕ, çавăнпа ку медаль маншăн паян - чи пахи. Кипртан эпĕ хавхаланса таврăнтăм, çĕнĕ вăй илтĕм», - терĕ спортсменка. «2016 çулхи Олимпиадăна хутшăнакан спортсменсен йышне лекме тĕллевлĕ», - пĕлтерчĕ унăн тренерĕ Геннадий Иванов.

Акă тепĕр ушкăнра Çĕнĕ Шупашкарсене куратпăр, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе Николай Петровпа унăн вĕренекенĕсем Анастасия Тарасовăпа Елена Карпова. Олимп резервĕсен училищин студенткисем ыттисенчен хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ, вĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă - сумо, кĕрешÿ, самбо. Нумаях пулмасть патвар хĕрсем кĕрешÿ енĕпе иртнĕ тĕнче кубокĕнче /Оренбург/ бронзăпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Тĕлпулăва Çĕнĕ Шупашкарти «Апполон» спорт клубĕнче ăсталăха туптакан çамрăк каратистсем те /тренерĕсем - Николай Сергуняевпа Владимир Белов/ килнĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнчи яшсемпе тата хĕрсемпе пĕрле Калининградра иртнĕ тĕнче турнирĕнче тупăшса пухмача 14 медальпе пуянлатнă. Савăнăçлă мероприятире çавăн пекех Европа чемпионĕсене Александр Аввакумовпа Никита Беловощева тата вĕсен тренерĕсене Дмитрий Фомиряковпа Вениамин Астраханцева чысларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.