Комментари хушас

11 Раштав, 2014

Хаклă трактора йÿнетнĕ

Çĕмĕрле районĕн сучĕ «Чăвашавтодор» АУОн вырăнти территори производство управленийĕн экс-директорĕ Владислав Удяков тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна хăй ертсе пыракан организаци интересĕсене хирĕç ĕçсем тунăшăн айăпланă.

Удяков хăйне пăхăнса тăракансене предприятин кăкармалли оборудованиллĕ тракторĕн суя документне хатĕрлеме хушнă, унпа килĕшÿллĕн 2,2 млн тенкĕ ытла тăракан техника хакĕ пĕтĕмпе те 778 пин тенкĕ кăна иккен. Çакăн хыççăн ертÿçĕ трактора йÿнĕпе хăйĕн пĕлĕшне сутса янă. Унтан вара хайхискерпе çав трактора организаци арендăна илнине ĕнентерекен килĕшÿ тунă, куншăн çĕнĕ хуçана 3,5 млн тенкĕ ытла тÿленĕ.

Удякова çавăн пекех чикĕ леш енче командировкăра пулнă май вăрттăн видеокамерăпа диктофонлă ручка туянса Раççее илсе килнĕшĕн те айăпланă. Ятарлă техника хатĕрĕ шутланаканскере туянма, унпа усă курма юрамасть.

Суд умне тăнăскер хăйĕн айăпне йышăннă, ун тĕлĕшпе ирĕклĕхне икĕ çуллăха виçеллĕ тумалли приговор /вăл вăя кĕмен-ха/ палăртнă, 100 пин тенкĕлĕх штрафланă.

К.НИКОДИМОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.