ЧӲРЕЧЕ АНИНЧИ СИПЛЕВÇĔСЕМ
Килте чылайăшĕ темĕн тĕрлĕ чечек те ӳстерет. Вĕсен пысăк пайĕ сиплĕ. Çак пахалăхпа вырăнлă усă курма кăна пĕлмелле. Тĕслĕхрен, сиплĕ сĕткен хатĕрлеме пулать.
Алоэ
Сĕткенĕ микробсемпе кĕрешет, шыçнине ирттерет, юн кайнине чарать, сурана ӳт илме, вар-хырăма çемçетме пулăшать, иммунитета çирĕплетет.
Мĕнле хатĕрлемелле. 4 çултан çамрăк мар алоэн çулçисене касса илмелле, çумалла, шăлса типĕтмелле. Унтан полиэтилен хутаçа чиксе 10-12 куна сивĕтмĕше хумалла. Илсен вĕтетмелле, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Вăйсăр çулăм çинче 2-3 минут вĕретмелле.
Пуç мимин юн тымарĕсен атеросклерозĕ чухне кунне 2-3 хут апатчен 15 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 4 эрне. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.
Вăрах вар хытса аптратсан çур стакан сĕткене 1 стакан шĕвĕ пылпа хутăштармалла. 3 эрне лартмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Ирхи апатчен 1 сехет маларах 1 апат кашăкĕ сĕткене шывпа сыпса ĕçмелле.
Юрамасть: ача кĕтнĕ тапхăр, шыçă чирĕсем, гипертони, чĕре, пĕвер, ват хăмпин чирĕсем, цистит, геморрой.
Герань
Унăн сĕткенĕ шыççа хирĕçле кĕрешет, шăк хăвалать, хытарать, ыратнине ирттерет.
Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçисене çумалла, кăшт типĕтмелле, аш арманĕпе авăртмалла. Пулнă пăтта марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Сивĕтмĕшре пĕр-икĕ кун упрама юрать, унтан çĕнĕрен хатĕрлемелле.
Сăмса питĕрĕнсен кашни сăмса шăтăкне кунне 2-3 хут 2-шер тумлам ямалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ангина, ларингит чухне 1 апат кашăкĕ сĕткене 1 стакан вĕренĕ ăшă шыва ярса пăтратмалла. Унпа пыра кунне 2-3 хут чӳхемелле. Курс - сываличчен.
Çăпанран, пӳрлĕ суранран сипленме сиенленнĕ ӳт çине ӳсен-тăран сĕткенĕнче йĕпетнĕ 2 сий бинт хумалла. Çыхха çĕннипе талăкра иккĕ улăштармалла. Курс - сываличчен.
Юрамасть: сĕткене аллерги пулсан.
Ылтăн хунав
Ылтăн хунав /каллизия душистая, золотой ус/ сĕткенĕ ыратнине ирттерет, юн тымарĕсене çирĕплетет.
Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçисене çумалла, типĕтмелле, блендерта вĕтетмелле, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Чĕртавара сивĕтмĕшре упрамалла.
Иммунитета ӳстерме, куç çивĕчлĕхне лайăхлатма кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1 стакан шыва 30 тумлам сĕткен ярса ĕçмелле.
Шĕпĕн, герпес тухсан сиенленнĕ ӳте кунне 3-4 хут ылтăн хунав сĕткенне сĕрмелле. Сиплев курсĕ - сываличчен.
Чĕрне кăмпинчен хăтăлма сĕткене шурă эрехпе çурмалла хутăштармалла, чĕрнене кунне 3-4 хут сĕрмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Юрамасть: ар парĕн аденоми, гломерулонефрит, нефрит.
Каланхоэ
Сĕткенĕ бактерисене, шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçисене турачĕсемпе пĕрлех касса илмелле, çумалла, тĕксĕм тĕслĕ хутпа чĕркесе сивĕтмĕше пĕр эрнене хумалла. Унтан аш арманĕпе авăртмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, сивĕтмĕше 2 куна лартмалла. 10 пай сĕткене 1 пай шурă эрехпе хутăштармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.
Фарингит, çыхăсем шыçни аптратсан 1 апат кашăкĕ сĕткене 1 стакан вĕренĕ шыва ямалла. Унпа пыра кунне 2-3 хут чӳхемелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Урасен варикоз чирĕ вĕрĕлсен каланхоэ сĕткенне шурă эрехпе çурмалла хутăштармалла. Çак настойкăпа урасене тупанĕнчен пуçласа пĕççи таран çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Юрамасть: сĕткене аллерги пулсан.