Комментари хушас

9 Раштав, 2014

Улма-йывăç авăнать

Паха-таса çимĕçе пуçтармашкăн çын çитмест

Шупашкарти ĕçпе тивĕçтерекен центра кунĕпе çĕр-çĕр çын кĕрсе тухать. Вĕсен шутĕнче çак йĕркесен авторĕ те пулнă. В.Ильин специалист ют республикăсемпе облаçсене кайма кăмăллакансене специальноçĕсене шута илсе суйлать, ушкăнсем йĕркелет. Лешсем: «Ăçталла çул тытсан лайăх-ши?» - тесе аптраса тăрсан тÿрех Воронеж облаçĕнчи Çĕнĕ Усмань районĕнчи «Красинский» хуçалăха улма-çырла пухмашкăн кайма сĕнет. Кашни çул çапла. Вырăна çитсен унăн ертÿçисем çынсене ăçта вырнаçтармаллине хăйсем татса параççĕ. Чылайăшĕ витре йăтса панулми сачĕсене утать. Унсăр пуçне вĕсене хураллама та çын кирлĕ. Ку ĕçе чи малтан право органĕсенче пиçĕхнисене вырнаçтараççĕ. Сăмахран, эпĕ те вĕсен шутне лекрĕм.

Пĕлтĕр чи аякри çамрăк улмуççисене хуралланăччĕ. Вĕсене тăпра шăниччен кăклама пултараççĕ. Кăкларĕç тĕк - хакне шалуран тытса юлаççĕ. Ун чухне ман çума Çĕнĕ Шупашкарти Сергей Орлова çирĕплетрĕç. Тĕрĕссипе, вăл, йĕплĕ пралук леш енче кирпĕч шутланăскер, пакунлă хуралçăсене курнă çеç, çар хĕсметĕнче пулман. Кунта вара саккунпа урлă пулнине пăхмаççĕ, хăвна йĕркеллĕ тытнине нимĕн те çитмест. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.

Анчах кашкăр темле тăрантарсан та вăрманалла пăхать тени тĕрĕсех. Апат пĕçерме пире какай пачĕç. Пĕр услап çапла сĕнчĕ: «Çывăхри яла кайса какая сăмакунпа улăштарар мар-и?» Эпĕ: «Кайран мĕн çисе пурăнăпăр», - тесен ку шухăша пăрахăçларĕ. Çапах хăйĕн çăткăнлăхĕпе, хыт кукарлăхĕпе палăрчĕ-палăрчех. Макаронпа кĕрпен пĕр пайне хăйĕн кутамккине тултарса килне илсе таврăннă. Çакскер кăçал та асăннă тăрăха ĕçлеме пынă. Хăй çине тăрса ыйтнипе ăна каллех хурала тăратнă. Икĕ эрнерен çакна илтрĕм: «Панулмине сăмакунпа улăштарма пикеннĕ самантра Орлова директор тытнă, çийĕнчех нарколог патне лартса кайнă».

Хальхинче пĕлтĕр айăпа кĕнĕ Я. хуралçă та пыман. Теплерен вăл çĕр айĕнчен курăнакан тутăх тимĕре асăрханă та чавса кăларма пикеннĕ. Шăп çав самантра ун умне директор пырса тухнă. «Мĕн тăватăр?» - тĕлĕнсе ыйтнă хуçа. «Такăнтарчĕ те - кăларас терĕм», - çухалса кайман хуралçă. «Ку шăвармалли пăрăх сыпăкĕ», - ăнлантарнă директор. Лешĕ ăнсăртран тупнă пурлăха тимĕр-тăмăр пухакана сутма ĕмĕтленнĕ. Паллах, эрехпе.

Шупашкар хĕрарăмĕсемпе пĕлтĕр пулса иртнĕ пĕр пăтăрмах аса килчĕ. Пыра чарайманни ытла та хакла ларать. Ун чухне вĕсем ĕçе пăрахсах çÿренĕ. Кунтах хăйсен шалăвĕн шучĕпе тухтăр-нарколог сиплерĕ. Йĕрке кăçал та çирĕп. Дагестанран килнĕ комендант пĕр шÿтлемесĕр çапла асăрхаттарчĕ: «Эрех-сăра пирки вăхăтлăха манăр, ялти лавккана ан çÿрĕр, хамăр буфетра тутлă çимĕç çыртарса илме пултаратăр».

Кÿршĕ Украинăран кăçал та пĕлтĕрхи пекех самай пысăк ушкăн килнĕ. Çак йышри пилĕк çынна ĕçлеме ирĕк памарĕç. Пĕрремĕш кунах чирлĕ, ÿсĕр сăн-питлĕ пулнă вĕсем. Наркотестпа тĕрĕслесен, «наркăмăшпа» чирленине палăртнă. Мĕскĕнсен ирĕксĕрех килĕсене таврăнма тиврĕ.

«Хура списока» лекнисен хушшинче хальлĕхе манăн ентешсем çук-ха. Сăмах май, Воронеж облаçĕнче наркопреступлени шучĕ мĕнле шайра пулни çинчен кунти «Коммуна» хаçатра тĕплĕн çырса кăтартнă. Федерацин тĕп округĕнче облаç Мускав тата Мускав облаçĕ хыççăн виççĕмĕш кăтартупа «чапа» тухнă иккен.

Çак статьяна çырнă кун Чăваш Енрен хуçалăха 17 çын килсе çитрĕ, ытларахăшĕ - хĕрарăм, арçын темиçе çеç. Иртнĕ çул эрех чирĕнчен сыватнисем курăнмарĕç.

Александр МОКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.