Комментари хушас

5 Раштав, 2014

Лайăх вăрлăх

  • Пахчара хам лартмасăрах шăтнă кăшман вăрăна кайрĕ, вăррисене пухса илтĕм те çуркунне акрăм. Шăтса тухнă калчаран кăшман лайăх çитĕнеймерĕ, каллех йăлтах тунана кайрĕç, вăрă турĕç. Çак вăрлăха акма юрать-ши?
  • Стеви курăкĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Ăна мĕнле пăхмалла?

Александр АКИМОВ.

Тутар Республики,

Пăва районĕ.

Кăшман /выльăх чĕкĕнтĕрĕ/ - икĕ çул хушшинче вăрлăх паракан ÿсен-тăран. Пĕрремĕш çул кăшман вăрри аксассăн тымар çимĕçĕ аталанать, çулçă çеç ешерет. Тепĕр çул вăрă тăвас тесен хĕл каçнă кăшмана çуркунне лартмалла, вăл тунана каять, туратланать. Турачĕсем çинче вăрăсем йышлă çыпăçса тăраççĕ. Çак вăрăсене сăтăрса пуçтармалла та тепĕр çул акмалла.

Эсир çырнă пĕр çул хушшинчех тунана кайса вăрăланнă кăшман тĕрĕс мар аталаннăскер. Çуркунне сивĕ килсен çакнашкал пулма пултарать. Сирĕн вăрлăх - тĕрĕс мар аталаннă кăшманран пулсан тепĕр çул та çавнашкалах пулма пултарать. Çавăнпа ку вăрлăха акма сĕнместпĕр. Лавккаран паха вăрлăх туянăр. Тепĕр çултан ун кăшманĕнчен килти хуçалăхра лайăх вăрлăх илме май пур.

Стеви - усaллa курaк

Стевия - пылак çулçăллă нумай çул ÿсекен курăк /астрăсен йышĕнчен/. Стевин 150 тĕсне палăртаççĕ ботаниксем. Стеви курăк çеç мар, тĕмĕлли те пур. Вăл ирĕкре типĕрех çĕрсенче ÿсет, туллă-сăртлă вырăнсене, çеçенхирсене кăмăллать. Унăн тăван çĕршывĕ - Америка.

Раççее ăна 1934 çулта Н.И.Ва­вилов ăсчах Латин Америкинчен илсе килнĕ.

1931-мĕш çулта Франци химикĕсем стеви çулçисенчен экстракт хатĕрленĕ. Вăл сахăртан 300 хут /!/ пылакрах пулнă. Çак экстракта стевизод ят панă.

Халĕ стевие нумай çĕршывра ÿстереççĕ. Унăн экстракчĕпе апат-çимĕç промышленноçĕнче анлă усă кураççĕ. Канфет, леденец, пылак чăмлак, тĕрлĕ напитоксем, йогурт, мороженнăй тата ытти пылак çимĕçе стеви экстрактне хушаççĕ.

Çак пыл курăкĕн /ăна çапла та калаççĕ/ пахалăхне кура тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме усă кураççĕ. Вăл чир-чĕр микробĕсене пĕтерет, ыратнине ирттерет, иммунитета çирĕплетет. Шăнса пăсăласран стеви чейĕ лайăх хÿтĕлет, пылак пулсассăн та вăл юнри сахăр шайне ÿстермест. Çавăнпа ăна диабетиксене тĕрлĕ çимене пылаклатмашкăн хушма сĕнеççĕ.

Вăл «сиенлĕ» холестерина кăларать, юна шĕветет. Чĕре чирĕсемпе аптракансемшĕн аван. Стоматологире, косметологире те стевипе усă кураççĕ, çулçă чейĕпе питри шатрасене сĕреççĕ.

Стевипе усă курма пуçланă май ăна организм мĕнле йышăннине сăнăр. Ăна вĕретмен сĕтпе ĕçме юрамасть. Апатра виçеллĕ çеç пулмалла.

Чей хатĕрленĕ чухне стеви çулçине ахаль хура е симĕс чейпе /1,1 виçепе/ хутăштарсан аван. Чее кунне 1-2 хут ĕçни тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшать.

Стеви курăкне килте ÿстерме пулать. Çак курăк пирĕн тăрăхра ирĕкре хĕл каçаймасть. Çавăнпа ăна куршакра çитĕнтермелле. Тăпра çапларах пулсан лайăх, хăйăр 1 пай, 1 пай хура тăпра, 1 пай лайăх çĕрнĕ тислĕк. Акиччен тăпрана вĕретнĕ ăшă шывпа пĕрĕхмелле, унтан вăрăсене сапмалла та 2 мм хулăнăш тăпрапа витмелле /хулăн витсессĕн вĕтĕ вăрăсем шăтса тухаймаççĕ/. Тепĕр хут шăвармалла, куршака кĕленче калпакпа хупламалла. Çĕре нÿретсех тăмалла. Çак ĕçе пуш уйăхĕнче /март/ пурнăçламалла. Калча шăтсан икĕ лайăх çулçă тухиччен калпак айĕнчех тытмалла. Унтан калчана пысăкрах чÿлмексем çине куçарса лартмалла. Савăт 2 литртан пĕчĕкрех ан пултăр. Мĕншĕн тесен стеви ÿснĕçемĕн вырăн пысăкрах кирлĕ. Курăк ÿсекен чÿлмеке ăшă тата çутă çĕре лартмалла. Çутă çителĕклĕ пулсан çеç стеви çулçисем пылак пулаççĕ. Çулла ÿсен-тăрана 22-25 градус ăшă кирлĕ, хĕллехи температура Ç15 градус. Стевие ÿснĕ чухне уйăхне икĕ хутчен минераллă удобренипе шăвармалла. Çулла чÿлмеке ирĕке кăларса лартма юрать, анчах вăйлă çумăртан, пăртан сыхланмалли карă тăвăр. Стеви туратран та лайăх ĕрчет.

Унăн курăкне апатра усă курма хатĕрлес тесен ăна çеçке çурас умĕн пуçтармалла, турачĕсем 15-20 см пулмалла. Сивĕтес умĕн курăк тунине касмалла, тымарне хĕлле тĕттĕм те сулхăн /Ç4 - Ç8 градус/ çĕрте тытмалла. Çамрăк курăка чÿрече умĕнче те хĕл каçарма юрать. Çак тапхăрта вăл ÿсмест, ăна сахалрах шăвармалла, икĕ уйăхра пĕрре минераллă шывпа апатлантармалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.