Комментари хушас

5 Раштав, 2014

Килти аптечка

Кашни килтех аптечка пулмалла. Унта этеме кирек хăш вăхăтра та кирлĕ пулма пултаракан эмелсем упранмалла. Вĕсен шутне антисептиксем, антибиотиксем, ыратнине ирттерекен, пысăк температурăна чакарма пулăшакан эмелсем пулмалла. Аллергирен, вар виттириен, хырăм ыратнинчен те эмелсем яланах саппасра пулмалла.

Антисептикпа ÿт-пĕве ăнсăртран суранлансан усă кураççĕ. Çак шута этил спирчĕ, йод, кали перманганат /марганцовка/, зеленка кĕрет.

Антибиотиксенчен тетрациклин, эритромицин, левомицетин, норсульфазол, бисептол пулмалла. Вĕсем пневмони, ангина, дизентерия, менингит тата ытти чиртен хăвăрт сипленме май параççĕ.

Ыратнине ирттерекен, температурăна чакаракан эмелсене тĕрлĕ чухне усă кураççĕ. Çаксен йышне цитрамон, аскофен, анальгин, бутадион кĕреççĕ. Гидрокортизон, пропоцедум маçсем.

Аллергирен супрастин ал айĕнче пулсан аван.

Вар-хырăм пăсăлсан ĕçмешкĕн активлă кăмрăк /активированный уголь/, алмагель, смекта, фестал е мезим-форте яланах аптечкăра пулмалла.

Паллах, маларах асăннă эмелсем пурте аптечкăра пулаймĕç. Анчах пурнăçра тĕп пулакан пăтăрмахсене хирĕç тăма хатĕрлени пăсмасть. Ас тăвăр, усă куриччен эмел инструкцийĕпе тĕплĕн паллашăр. Аптекăна хатĕрленĕ чухне хăвăрăн участок тухтăрĕпе канашламалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.