Комментари хушас

2 Раштав, 2014

Вĕренÿ центрĕ уçăлнă

Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче «ТехноНИКОЛЬ: Строительство Академийĕ» вĕренÿ центрне уçма хутшăннă.

Пухăннисене çак ятпа саламланă май Михаил Васильевич академи Европăри ăшă тата гидроизоляци производствинчи лидер шутланакан ТехноНИКОЛЬ корпораципе алла-аллăн ĕçленин çимĕçĕ пулнине палăртнă. Çавна май вăл компани ертÿçисене ăста специалистсем хатĕрлес ĕçе инвестици хывнăшăн тав тунă. Çавăн пекех техникумра паян кăнтăрлахи уйрăмăн студенчĕсен 62% бюджет никĕсĕ çинче вĕренни пирки каланă, çак квотăна упраса хăварма шантарнă.

Чăваш Енре вĕренÿ центрĕ икĕ площадкăра ĕçлĕ - строительство техникумĕнче тата Стройминăн вĕренÿпе производство комбинатĕнче. Пĕринче çамрăксем вĕренĕç, тепринче строительсем ăсталăхпа пĕлĕве ÿстерĕç.

Н.АНДРЕЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.