Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

КУН КĔСКЕЛЕТ, ÇЫВĂРАС КИЛЕТ

Кун кĕскелсе пынă тапхăрта организм кахалланма тытăнать, вĕçĕмсĕр ыйхăлаттарать. Ку çутă çитменнипе çыхăннă. Мĕн тумалла-ха?

Пÿртре çутă ытларах пулсан лайăх. Уçă сывлăшра хускану ытларах тумалла, чупмалла, çуран нумай çÿремелле. Ирхи зарядка пирки те ан манăр. Организма витаминсем кирлĕ, хамăр тăрăхра çитĕнекен пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле.

Тонуса çĕклеме пахча çимĕç шĕвекĕ пулăшать. Пĕчĕк çыхă петрушкăна, пĕр шăл ыхрана, вăтам виçĕ-тăватă кишĕре, икĕ турат сельдерее вĕтетсе хутăштармалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла. Çак хутăша кашни кун ĕçсен организм тонусне чылай хăпартма пулать.

Рационра чĕрĕ кавăн, кишĕр, панулми сĕткенĕсем пулсан аван.

Чи лайăх эмел - çывăрса тăранни. Çавăнпа организм çывăрас килсен ан хирĕçлĕр - сакăр сехет çывăрни часах йĕркене кĕме пулăшĕ.

Ыйхăлаттарнинчен шăлан çырли аван. 1 стакан типĕ çырлана 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Варени е пыл хушма юрать. Чей е компот вырăнне ĕçмелле. Шута илĕр: шăлан çырли çемçен шăк хăвалакан витĕмлĕ. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.

Сар çип ути /зверобой/ - вăйлă антидепрессант. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - 1-2 уйăх.

Хура пилеш - кĕркунне уйрăмах кирлĕ витаминсен çăлкуçĕ. 2-3 апат кашăкĕ типĕ çырлана тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Пĕр уйăх чей вырăнне ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.