Комментари хушас

25 Чÿк, 2014

Хÿтлĕхсĕр хăвармаççех

Атăл хĕрринче вырнаçнă çак çурта юлашки 20 çул ытла тапхăрта пин-пин çын пынă, унăн алăкне лайăххине, ыранхи куна, вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшасса шанса уçнă. Куславкка районĕн патшалăх учрежденийĕ - Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çинчен сăмахăм. Опытлă, анлă тавракурăмлă ертÿçĕ Любовь Степановна ОСИПОВА хăй тавра профессионалсен хастар йышне пухнă, пурте тенĕ пекех кунта нумай çул вăй хураççĕ. Центр чăннипех те тĕрлĕ енлĕ тивĕçе пурнăçлакан тытăма çаврăннă. Кулленех çынсене йышăнса психолог та, педагог та, социаллă ĕçчен те пулма тивет.

Тĕллевĕ пархатарлă - ĕçсĕррисем валли çул уçса пырасси, кунта килекенсене пĕлÿ шайне, ăсталăхне кура ĕçе вырнаçтарасси, çĕнĕ профессисене вĕренме майсем туса парасси, район экономикине кирлĕ кадрсемпе тивĕçтересси. Юлашки вăхăтра специалистсем ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ, ял тăрăхĕсене час-часах тухса çÿреççĕ. Шăпа кÿрентернисем специалистсемпе канашланисĕр пуçне информаци пÿлĕмĕнче районти, Куславкка хулинчи, ытти çĕрти вакантлă вырăнсемпе, патшалăх паракан пулăшусем çинчен пĕлтернисемпе, тĕрлĕ професси çинчен каласа кăтартнисемпе паллашма пултараççĕ. Учреждени сайтне пуянлатсах тăраççĕ, районти предприятисемпе, организацисемпе тытакан çыхăнăва аталантарса ĕçлев рынокĕнчи информацие çĕнетеççĕ, район тата республика хаçачĕсенче материалсем пичетлеççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕнчен Л.Осиповăран палăртнине мĕнлерех пурнăçласа пыни, малашлăх тĕллевсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

- Кăçалхи 10 уйăхра та малтанхи çул-йĕре тытса пытăмăр. Халăха яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçма пулăшасси, çĕнĕ профессисене вĕрентесси, çул çитмен çамрăксене пултарулăхне тĕрĕслеме майсем туса парасси, профориентаципе психологи пулăшăвĕпе тивĕçтересси, предприятисемпе, организацисемпе çыхăну йĕркелесси - çак тата ытти ыйту пирĕншĕн яланах тĕпре. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн пата ĕç шыраса 877 çын килчĕ. Вĕсен хушшинче - ялта пурăнакансем /50,2%/, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем /33,9%/, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунă 14-18 çулсенчи çамрăксем /45,6%/, социаллă хÿтлĕх кирлисем /нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, инвалидсем, ирĕклĕхсĕр хăварнă вырăнсенчен таврăннисем - 3,5%/.

Куславкка районĕнче 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 42 çынна ĕçсĕр тесе регистрациленĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 19% сахалрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 0,38%-пе танлашнă /пĕлтĕрхи 10 уйăхри кăтарту - 0,45%/. Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче «Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» патшалăх программине пурнăçласа çак тапхăрта 808 çынна /центра килнисен 92,1%-не/ ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, çав йышран 702 гражданина 10 кунрах кăмăла каякан ĕç тупса пама пултарнă.

- Украина гражданĕсене тимлессине хамăрăн тĕп тивĕç вырăнне хуратпăр. Унтан Куславкка тăрăхне килнисем 46-ăн, çав йышра вăйпитти ÿсĕмрисем - 14 çын. Паллах, вырнаçса тĕпленнисем пирĕн центра пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 11 çынна ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр, ку енĕпе малашне те тăрăшăпăр. Никам та хÿтлĕхсĕр юлмĕ, - тет Любовь Степановна.

Çулталăк пуçланнăранпа районти 188 предприятипе организаци ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарсах тăнă, 1282 ваканси çинчен пĕлтернĕ. Вакансисен 6 ярмăрккине ирттернĕ, унта 13 организаци хутшăннă.

Общество ĕçĕсен программипе килĕшÿллĕн районти ĕç паракансемпе 8 килĕшÿ тунă, вĕсем тăрăх 120 çынна общество ĕçĕсене янă. Сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи 14-18 çулсенчи 391 çамрăка кăштах та пулин ĕçлесе илме май туса панă. РФ ытти регионне 33 çынна ĕçлеме янă, çав йышра - ялта пурăнакан 16 çынна.

Куславккари Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сотрудникĕсен ырă ĕçĕсен шучĕ те çук. Ĕçсĕр юлнă 21 гражданина çĕнĕ профессие вĕренме пулăшнă, 3 çула çитиччен ачисене пăхмалли отпускри 8 хĕрарăм та çак мелпе усă курнă. Республикăн инвалидсене, инвалид ачасене пăхса ÿстерекен, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшакан тĕллевлĕ программипе кăçал 3 инвалида - «Ника» обществăна, «Автодорсервис», «Спецфургон» НПК» ОООсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне В.Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхне тата «Ника» обществăна вырнаçтарнă.

Центр сотрудникĕсем кану вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ, час-часах Куславкка хулинчи «Атăл» физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ. Çак кунсенче Ĕçпе тивĕçтерекен центр команди Куславкка районĕнчи организацисемпе предприятисен хушшинче ирттернĕ физкультурăпа спорт спартакиадинче сĕтелçи теннис енĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă, тĕп бухгалтер Елена Бессалова лайăх кăтартупа палăрнă.

Антонина СЕРГЕЕВА

хатĕрленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.