Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

«Вĕренме яратпăр, ярмăрккана йыхравлатпăр...»

2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 1336 çын пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 1227/. Ĕçсĕр çыннăн официаллă статусне 238-шĕ е 17,8 проценчĕ илнĕ. Ĕç шыракан тесе регистрациленисенчен 620-шĕ /46,4 процент/ - хĕрарăмсем, 576-шĕ /43,1/ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 631-шĕ /47,2/ - 14-18 çулсенчи ÿсĕмрисем, 33-шĕ /2,5/ - тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт икĕ çул юлнисем. Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур инвалидсен тÿпи - 1 процент /13 çын/, тĕрмерен тухнисем - 0,2 /3/, вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçе тытăнманнисем - 1,9 /25/. Пулăшу кĕтекенсенчен 387-шĕ /29 процент/ - юлашки вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларнисем - 2,9 /39/.

Коллективăн кăçалхи вунă уйăхри кăтартăвĕсемпе паянхи кăларăмра центр директорĕ Геннадий АФАНАСЬЕВ паллаштарать.

- Геннадий Иванович, сирĕн хÿтлĕхе кĕтекенсем çав-çавах йышлă-и?

- Çапла. Акă, сăмахран, кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕнче 79 çынна регистрациленĕ тĕк /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 90/, çав шутра хĕрарăмсем - 70,9 процент /56-ăн/, 30 çула çитменнисем - 30,4 /24-ăн/, пенси ÿсĕмне çывхаракансем - 12,6 /10-ăн/. Вăйпитти ÿсĕмри халăх йышĕпе шайлаштарсан ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 0,4 процент чакса кăçалхи вунă уйăхра 0,43 процентпа танлашнă.

Ĕçсĕр граждансен йышĕнче хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисен хисепĕ пĕлтĕрхинчен ÿснĕ, 46,8 процента çитнĕ /2013 çулта - 45,5/, предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кайма тивнисен пĕлтĕрхи 20 процентран кăçал 16,4-а çити чакнă. Ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,9 уйăх пулнă /пĕлтĕр - 3,9/.

Кăçалхи вунă уйăхра ĕçлев службине 1275 ваканси пурри пирки пĕлтернĕ. Ĕç вăйĕ кирли пирки хыпарлани 346 ваканси пулнă /пĕлтĕр - 420/. Вĕсенчен 292-шĕ /84,4 процент/ рабочи профессийĕсемпе çыхăннă.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /пĕлтернĕ пĕр ваканси пуçне ĕçпе тивĕçтерекен службăра учетра тăракансен йышĕ/ ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,27 единицăна çитнĕ, пĕлтĕр - 0,25.

Кăçал центр специалисчĕсем пулăшнипе 1124 çынна е пулăшу кĕтекенсен 83,3 процентне вырăн тупса патăмăр. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 109,5 проценчĕпе танлашрĕ. 7-шне Раççей Федерацийĕн ытти регионĕнче ĕçлĕ тума май килчĕ /пĕлтĕр - 19-шне/.

- Яланлăх ĕç тупма çăмăл мар паллах. Кун пек чухне общество е вăхăтлăх ĕçе хутшăнтарнин витĕмĕ сисĕмлĕ пулассăн туйăнать...

- Обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене йĕркелени чăн та рынокри кăткăслăха сирме пулăшать. Çак мелпе кăçал 172 ĕçсĕр усă курчĕ, пĕлтĕр - 151. Вĕсене хутшăнакансен 72,7 проценчĕ - хĕрарăмсем /125 çын/, 17,4 - 16-29 çултисем /30/, 24,4 - служба органĕн центрĕнче учетра ултă уйăхран ытла тăракансем /42/.

Çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç тупса парас тĕллевпе районти предприяти-организаципе çирĕплетнĕ 55 килĕшÿ тăрăх 631 ачана хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илмешкĕн май туса патăмăр. Тĕпрен илсен вĕсем - сахал тупăшлă /190/, тулли мар тата йышлă çемьесенчен /30/. 16-шĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăрать.

Ĕç тупма кансĕр граждансем тĕлĕшпе те вăхăтлăх ĕç йĕркелессине тĕпе хуратпăр: кăçалхи вунă уйăхра районти предприяти-организаципе тунă 7 килĕшÿ тăрăх 9 çынна вырнаçтартăмăр /пĕлтĕр - 9/. Асăннă мероприятисене сусăрсем /4-ăн/, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ /2-ĕн/, пенси ÿсĕмне çывхаракансем /3-ĕн/ хутшăнчĕç.

- Ĕçсĕрлĕх пособине тивĕçни лайăх-ха, çапах ĕçлĕ пулни шанчăклăрах, уйрăмах харпăр хăй ĕçне йĕркелесен. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Ĕçсĕр çыннăн статусне предпринимателĕннипе улăштарас кăмăллисем Патăрьел тăрăхĕнче сахал мар. Чылайăшĕ ку енĕпе ăнăçтарать те.

Пĕчĕк бизнес уçас шухăшлисене пирĕн специалистсем пулăшмашкăн яланах хатĕр.

Вĕсене бизнес-план йĕркелес тĕлĕшпе усăллă консультаци параççĕ, ку енĕпе ыттисем пухнă паха опытпа паллаштараççĕ, финанс тĕлĕшĕнчен тĕреклетеççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, 1 гражданина хăйĕн бизнесне регистрацилемешкĕн - 850, 3 çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн 58800-шар тенкĕ уйăрса патăмăр.

- Професси вĕренĕвне ярас тĕлĕшпе лару-тăру еплерех?

- Ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене /тракторист, уйрăм хуралçă, котельнăй операторĕ, электрогазосварщик/ вĕренмешкĕн кăçал 48 çынна ятăмăр. Унсăр пуçне ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсене тата ачисемпе 3 çулччен ларакан, ĕç хутшăнăвĕнче тăман амăшĕсене çав вăхăтра професси енĕпе хатĕрлес, тепĕр ăсталăха алла илес, квалификацие ÿстерес енĕпе пулăшатпăр. Вĕсенчен 13-шĕ «ПЭВМ операторĕ», «1С: Предприяти» специальноçсемпе професси вĕренĕвне кайрĕ.

- Çын пултарулăхне, хăй мĕне юрăхлине, чун туртăмне тата ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçа алла илнине кура чылай йывăрлăхран хăтăлма пулать. Çакна сирĕн специалистсем, паллах, тĕпе хураççех...

- Унсăрăн епле-ха? Професси ориентацийĕ енĕпе 903 çынна патшалăх пулăшăвĕ патăмăр. Социаллă адаптаци мероприятийĕсене хутшăннă 60 çынран 10-шĕ вырăн тупрĕ, 19-шĕ профессие вĕренме тытăнчĕ.

Çавăнпа пĕрлех 40-ĕн психологи хÿтлĕхĕ илчĕç, çавсенчен 14-шĕ ĕçлĕ пулчĕ, 5-шĕ кăмăла каякан специальноçа хăнăхма пикенчĕ.

2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче йĕркеленĕ вакансин 4 ярмăрккине 48 çын пухăнчĕ, вĕсенче сĕннĕ 44 вакансипе тĕплĕн паллашрĕ, хăшĕ-пĕри хăйне юрăхлине суйласа илчĕ.

Кăçалхи тĕллевсем коллективăн пĕчĕк мар. Малашне те çапла кал-кал, ăнăçуллă ĕçлесен эпир вĕсене çĕнсе илме пултармаллах. Çакна тумашкăн майсем çителĕклех: специалистсем ăста та пултаруллă, партнерсем шанчăклă, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ куллен пулăшса-хавхалантарса тăрать.

В.СМИРНОВА хатĕрленĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.