Комментари хушас

16 Кăрлач, 2014

КУÇ ХУПĂНСАХ ЛАРАТЬ...

Ыйхă пăсăлни кашнин тĕрлĕрен палăрать: пĕрисем каçхи вуннăрах анаслама пуçлаççĕ, теприсем çывăрса каяймасăр аптраççĕ, çĕрле темиçе те вăранаççĕ, ирхине вара куçне аран уçаççĕ. Кун пек чухне хăвăрăн биологи сехетне тĕрĕслемелле.

Кая юлни

Биологи сехечĕ юлса пырсан çын çĕрле вăтамран 2 сехетре кăна çывăрса каять. Будильник лартмасан кăнтăрлачченех çывăрма пултарать. Анчах тăмаллах-çке. Çавăнпа талăкра 4-5 сехет çеç çывăрма тивет.

Çур çĕр иртсен çывăрма выртакансем хăйсене «тăманасем» теççĕ, ку вĕсен йăх тăхăмĕн палли тесе шухăшлаççĕ. Анчах тухтăрсен шухăшĕпе çак уйрăмлăх физиологи ĕçĕ пăсăлнипе çыхăннă.

Сăлтавĕ урăх

Биологи сехечĕ юлса пынине çывăрса каяс тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуррипе пăтратмалла мар. Тепĕр чухне каçхине ниепле те çывăрса каяймастăн, ирхине çапах та хăвна лайăхах каннă пек туятăн, апла тăк биологи сехечĕ те йĕркеллех. Енчен те тул çутăлнă-çутăлман вăранма пуçласан, япăх туйсан, кăмăл пусăрăнчăк пулсан сăлтавĕ депресси пулма пултарать. Çак амакран тухтăрпа канашласа сипленмелле.

Улшăнса тăни

Хăшĕ-пĕри вăхăтра çывăрса кайма тата вăхăтра вăранма пултараймасть: ялан унчченхинчен каярах выртатаь. Çакна пулах ирхине вăранасси те каярах куçать. Хăш чухне куна тĕрĕс йĕркелеме хăтлансан та ку нумайлăха пымасть, каллех малтанхи евĕр пăсăлать. Çак улшăну ялан çывăрса тăранайманни патне илсе çитерет.

Асăннă амакпа час-часах суккăр çынсем нушаланаççĕ. Çутă курманнипе вĕсен биологи сехечĕ кунпа çĕр ылмашăнăвĕпе шайлашаймасть.

Йĕрке çукки

Биологи сехечĕн вăхăчĕ пăсăлнин чи кăмăлсăр тĕслĕхĕ. Ăна тĕлли-паллисĕр ĕçлекен алă сехечĕпе танлаштарма пулать. Çывăрма выртнипе вăраннин йĕрки пачах çук, вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать. Ытларах чухне çул çитмен çамрăксем сывлăхшăн вырăнлах мар çак йĕркепе пурăнаççĕ. Унсăр пуçне биологи сехечĕ пуçа амантсан та, урăх континента вĕçсен те пăсăлма пултарать.

Васкани

Биологи сехечĕ васкани питĕ ир çывăрса кайнипе палăрать. Каçхи саккăртах çын çав тери тутлăн çывăрать, çĕнĕ кун вара уншăн ирхи 4 сехетрех пуçланать. Çак кун йĕрки япăхах мар, анчах пĕчченлĕхе палăртать, мĕншĕн тесен асăннă çынсем ыттисемпе сахал хутшăнаççĕ.

Мĕн тумалла?

Биоюхăм пăсăлни - çивĕч ыйту. Кун пек чухне çын хăйне-хăй алла илеймест, тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Мелатонин шайне йĕркене кĕртмелле, çак тĕллевпе урамра кунне пĕр сехетрен кая мар пулмалла. Хĕвеллĕ çанталăкра уçăлса çÿресен тата лайăхрах, хĕвел çути биологи сехетне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать.

Ыйхă çыншăн сывлав, апат, шыв пекех пĕлтерĕшлĕ. Тĕлли-паллисĕр, çителĕксĕр тата ытлашши çывăрни сывлăха, кăмăла япăх витĕм кÿрет. Çакна шута илсе биологи сехетне йĕркене кĕртмеллех!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.