Кавăн
Кавăна чылайăшĕ сап-сарă ăшлăхĕшĕн юратать. Анчах унăн тĕшши те питĕ усăллă.
Кавăн тĕшши - организм çăмăллăн йышăнакан белокпа, аргининпа, фолипе глютамин кислотисемпе пуян, унта холин, лютеин, кукурбитин, ниацин, Е витамин, тимĕр, фосфор, магни, пăхăр, марганец, кальци, селен пур. Цинк ăçта нумай тетĕр? Кавăнра! Вăл вара иммунитет тытăмĕпе хырăмлăхай парĕн ĕçне йĕркелеме, вăхăтсăр ватăласран хÿтĕленме кирлĕ.
Тухтăрсем ĕнентернĕ тăрăх - кавăн тĕшши юн пусăмне йĕркелеме, юнри сахăрпа холестерин шайне чакарма, вар хытнине ирттерме, йывăр çын чухне хăстарнинчен хăтăлма тата ÿте сыватма пулăшать.
Кавăн тĕшшипе апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте те туллин усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра кавăн тĕшшине лавккара та, пасарта та туянма пулать. Анчах вĕсене ăçтан илсе килнине, мĕнле условисенче ÿстернине пире никам та каласа памĕ. Хуппинчен тасатман тĕшĕ кăна чи сипли. Ăшаласан усăллă пахалăхĕ çухалать.
Кавăн тĕшши пуç мимин ĕçне лайăхлатать, астăвăма çирĕплетет, ывăннине ирттерет. Унсăр пуçне организмран наркăмăшлă япаласене - свинец, кадми - кăларма, пĕçертсе янă ÿте хăвăртрах сиплеме пулăшать, шĕвĕрĕлчене хирĕç кĕрешет.
Арçынсемшĕн кавăн вăр-лăхĕ уйрăмах усăллă: вĕсем тестостерон кăларассине йĕркелеççĕ. Простата пуласран, ача пулманнинчен хÿтĕленме те кавăн тĕшши çиме сĕнеççĕ. Нервсене лăплантарма та аван вăл, эрех ĕçсе чуна çийиччен кавăн тĕшши тĕшĕле теççĕ.
Кавăна пулса çитнĕ хыççăн, анчах сивĕсем пуçланиччен пухса кĕртмелле. Тĕшшине вара çимĕçĕ пулса çитнĕ хыççăн 75-80 кунран кăларсан аван. Çак вăхăт тĕлне унти нÿрĕк 35-40 процентпа танлашать. Кавăн вăррине кăларсанах шывпа çуса типĕтме хумалла.
Кавăн тĕшшине пир хутаçра упрамалла.