Комментари хушас

16 Кăрлач, 2014

УЭКпа - маршрут таксийĕсенче

Чăваш Енре маршрут таксийĕсене ларнăшăн транспорт карттин, çавăн пекех УЭК пулăшăвĕпе усă курса тÿлеме пулать. Çак меслет 2013 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Укçасăр тÿлев терминалĕсене Çĕнĕ Шупашкарти 14, 20 /-лĕ маршрут таксийĕсенче тата хуласен хушшинчи 626, 265.1, 555, 112, 536 /-лĕ микроавтобуссенче çирĕплетнĕ. Çакăн пирки "Пĕрлехи транспорт картти" ОООра пĕлтереççĕ.

Çул çÿревшĕн УЭК е транспорт карттин пулăшăвĕпе тÿлес тесен ăна ятарлă терминал çумне çеç тытмалла. Çак хатĕр чек парать, унта çул çÿрев хакне, вăхăта, датăна, маршрут номерне тата харпăр счет çинче мĕн чухлĕ укçа юлнине кăтартаççĕ.

Аса илтеретпĕр: 2013 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен регионсенчен чи малтисенчен пĕри УЭКăн транспорт хушăмне ĕçе кĕртнĕ. Тĕрĕслев ăнăçлă иртни проекта палăртнă вăхăтран та маларах пурнăçламашкăн пуçлама май панă. Чăваш Енре транспортра электрон мелпе тÿлеме май пултăр тесе малтан транспорт картти - электрон енчĕк - кăларнă. Ăна УЭК валли платформа хатĕрлес тата проекта ытлашши чăрмавсемсĕр кĕрсе каяс тесе шухăшласа тупнă. Çул çÿревшĕн УЭКпа усă курса троллейбусра, автобусра тата хуласен хушшинчи рейссенче тÿлеме пулать, транспорт хушăмĕ республикăн пĕтĕм территорийĕнче ĕçлет. Общество транспортĕнче çак меле суйласа илсен - хакĕ пĕр тенкĕ йÿнĕрех. Пассажирсене, багажа автомобиль тата хула электричество транспорчĕпе турттарассин çĕнĕ тарифĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕ 2013 çул пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ.

Чăваш Енре УЭКăн федерацин икĕ - идентификаци /СНИЛС тата ОМС/ тата банк, регионăн пĕр /транспорт/ хушăмĕсем ĕçлеççĕ. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа электрон мелпе алă пуснине кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать /карт-ридер урлă/.

Чăваш Енре пурăнакансем кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне карттă илес тĕллевпе 14,3 пин заявлени çырнă, 2,8 пинĕшĕ унпа усă курать те ĕнтĕ.

Шута илме: "Электрон енчĕк" транспорт картти автобуспа, троллейбуспа, маршрут таксийĕпе çул çÿренĕшĕн тÿлеме кирлĕ. Уйăх е квартал вĕçленсен те укçа пĕтмесен вăл карттăрах сыхланса юлать, баланса кирек хăçан та пуянлатма пулать. Карттăна тÿлевсĕрех параççĕ, ăна пăхса-сăнаса тăнăшăн тата усă курнăшăн пĕр хутчен 100 тенкĕ тÿлеме тивет. Служба вăхăчĕ - пилĕк çул. "Электрон енчĕке" терминалсем урлă /республикăра пĕтĕмпе 33/ тата ятарлă вырăнсенче /47 пункт/ специалистсен пулăшăвĕпе укçа хума пулать. Приобрести для вас продвижение сайтов за полцены на нашем сайте, со скидкой.

И.БЕЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.