Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

ЫРАТСАН - ĂШĂТАКАН КОМПРЕСС

* Шыв мунчинче 1 стакан çăка пылне ирĕлтермелле, 1 апат кашăкĕ тин юхтарнă хура йÿç кăшман /черная редька/ сĕткенĕ, 4 апат кашăкĕ шурă эрех, 1 апат кашăкĕ вĕтĕ тинĕс тăварĕ хушмалла, лайăх ирĕличчен пăтратмалла. Сивĕтмĕшре тачă хупнă савăтпа упрамалла.

Усă курас умĕн кирлĕ виçе маçа шыв мунчине лартса кăштах ăшăтмалла. Унтан çурăма сĕрсе темиçе минут сăтăрмалла. Сăрхăнса кĕмесĕр юлнă маçа вĕри шывра йĕпетнĕ мамăк тампонпа тасатмалла. Çурăма ăшă чĕркесе 2 сехет выртмалла.

Процедура хыççăн шăнасран, йывăр ĕçлесрен асăрханмалла.

Є Çулçипе тымарне касса пăрахнă редиса çумалла та блендерта вĕтетмелле е вĕтĕ теркăпа хырмалла. Пулнă пăтта пĕр виçепе 6 процентлă уксуспа тата шыв мунчинче ирĕлтернĕ пылпа хутăштармалла. Ăшăскерпе çурăма сăтăрмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

* Хура йÿç кăшманăн 1 апат кашăкĕ сĕткенне тата 1 чей кашăкĕ тасатнă краççина хутăштармалла. Çак хутăшра темиçе сий марльăна йĕпетсе ыратакан тĕле ăшăтакан компресс хумалла. Хытă пĕçертме пуçличченех тытмалла, илсен çăм япалапа чĕркенмелле.

* 1-ер апат кашăкĕ илепере /донник/, эмел курăкĕпе /ромашка/ упа çырлин /бузина черная/ чечекне, хăмла пучахне хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, пăтратмалла та шыв мунчине лартса вĕреме кĕртмелле.

Çулăм çинчен илмелле, вĕрийĕ 40-45 градус таран чаксан шĕвекне тăкмалла, тĕпĕнчине кăштах пăчăртаса илмелле те йĕтĕн е пир хутаçа тултарса ыратакан тĕле хумалла. Çăм япалапа витсе сивĕничченех тытмалла.

* Шурă акацин 1 апат кашăкĕ чĕрĕ е типĕтнĕ чечекне 2 стакан шурă эрехе ямалла, çăтă хупмалла, ăшă вырăнта 8-10 кун лартмалла.

Сăрăхтармалла та настойкăпа ыратакан çурăма, чирлĕ сыпăсене сăтăрма, примочка, компресс хума усă курмалла.

Çакăнта çырса кăтартнă рецептсемпе пуринпе те ыратни иртичченех сипленмелле.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.