Комментари хушас

19 Чÿк, 2014

Ырă пуçарăвăн вĕçĕ пулĕ-ши?

Мĕнле пурăнать-ха паян ял клубĕ? Кашнийĕ хăйне майлă ĕçлесе илме тăрăшать. Ара, вĕсене те план параççĕ-çке. Унта-кунта тухса çÿреме транспорт çук, ял-йыш культура çурчĕпе кăсăкланма пăрахнă - плана вара тултармалла. Мĕнле майпа?

Лайăххипе япăххи юнашар

«Çамрăксем дискотекăна çÿремеççĕ, - терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи культурăпа информаци тата туризм центрĕн пуçлăхĕ Антонина Вотякова. - Шапашран ĕçлесе килеççĕ те хулана каçхи барсене каяççĕ. Ку тĕлĕшпе халĕ кăткăс мар, кашни килте çăмăл машина пур. Барсенче вара сăра-эрех çителĕклĕ. Клуба хаяр шĕвекпе кĕме чарнă. Çитменнине эпир 23 сехетчен çеç ĕçлетпĕр. Дискотека хакне 40 тенкĕ тунă. Тÿлевлĕ мар, тÿлевсĕр те килмеççĕ ташлама».

Ял çынни концерт-спектакле те çÿремест ку тăрăхра. Шупашкартан пыракан артистсен концерчĕсене те çур зал çеç пуçтарăнать. Вырăнти концертсем пирки калама та кирлĕ мар. Унта-кунта тухса çÿреме автобус та çук. Антонина Ивановна каланă тăрăх - маларах шкул автобусĕпе усă курнă вĕсем. Анчах юлашки вăхăтра унпа çÿреме чарнă. «Уйрăм çынсене ытларах тÿлемелле. Концерт лартса пухнă укçа çул çинех тухса каять», - малалла сăмахларĕ вăл.

Паллах, япăххи çеç мар, лайăххи те пурах. Акă кăçал вĕсем «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнса 400 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Кĕçех сцена тумтирĕ, çутăпа сасă аппаратури, аудио тата видеотехника килмелле. Центрта тĕрлĕ кружокпа ансамбльсем те ĕçлеççĕ. Район, республика мероприятийĕсене хутшăнса дипломсене тивĕçеççĕ.

«Ял ватăлса пырать. Çамрăксем ют çĕре ĕçлеме çÿреççĕ. Вăй питти çынсем те хуланалла туртăнаççĕ. Каçхине, ĕç хыççăн, кружоксене, ансамбльсене çÿрес текен сахал. Ял-йыша хавхалантарас тĕлĕшпе пĕр-икĕ хутчен 80-мĕш çулсенчи ташă каçĕсене те йĕркелесе пăхрăмăр. Малтанах чылайăн пуçтарăнчĕç, каярахпа килми пулчĕç», - пăшăрханса пĕлтерчĕ директор. Республикăри хăш-пĕр культура çурчĕн ĕçченĕсем юбилейсене, туйсене çÿренине каларăм эпĕ. «Октябрьски ялĕнчи халăх хăйне чаплăрах туять çав. Тамада тытаççĕ, пур уява та кафере ирттереççĕ», - пулчĕ хурав. Малашне фитнес клуб уçма палăртнине пĕлтерчĕ. Унта çÿрес текен те пур иккен. Анчах ертÿçи хальлĕхе ерĕçмест.

Кĕтсе илĕпĕр-и?

Октярьскинчи культурăпа информаци тата туризм центрне çак тăрăхри икĕ клубпа икĕ вулавăш кĕрет. Малти Пукашри клуб кивĕ. Çавна май ял тăрăхĕ кунта ниме шучĕпе культура çурчĕ хăпартма шут тытнă. Иртнĕ çул унăн кăшкарне çĕкленĕ. Анатолий Мясников пуçлăх вырăнти спонсорсем Геннадий Андреевпа Андрей Степанов пулăшнине палăртрĕ. Пулăшас текен малтан чылайăн пулнă иккен, ĕç-пуç йĕркеленсен хăшĕн-пĕрин нухрата тÿрех кăларса парас килмен курăнать. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе хăпарнă клуб. Халĕ вара ĕç чарăнса ларнă. Струпилсене те хăпартнă пулнă. Çил-тăманпа ишĕлсе аннă вĕсем. Ял-йыш палăртнă тăрăх - халăх та пырса ĕçленĕ.

Çĕнĕ клуба курас тĕллевпе Малти Пукаша çул тытрăмăр. Малтанах клуб ертÿçипе Екатерина Кирилловăпа телефонпа çыхăнтăм. Хăй манпа курнăçма ерĕçменнине, унта рабочисем ĕçленине каларĕ. Çитрĕм те тĕлĕнтĕм: кунта ĕнер те, паян та, виçĕм кун та никам та ĕçлемен. Çулталăк хушши нимĕн те туман. Ял çынни калашле «пуçланă ĕçе вĕçне çитерĕç-ши?» «Кам валли тăваççĕ ăна. Ялта кинемейсемпе мучисем çеç юлчĕç вĕт» текен те тупăнчĕ. Мĕншĕн суйрĕ-ха мана Екатерина? Килти çÿп-çапа урама кăларас темерĕ курăнать. Мана уйăх çинчен персе аннăскер тесе шухăшларĕ-ши?

Республикăри пĕр кăларăмра кăçал Малти Пукашра клуб уçăлни çинчен материал пичетленнĕ иккен. Тăрăсăр, кантăксăр, алăксăр, урайсăр клуба пурте кĕрсе тухма пултараççĕ. Вăл, чăн та, уçă.

Çитес çулхи январь уйăхĕнчен ял клубĕсене каллех районти культура çурчĕн хÿттине параççĕ. Урăхла каласан, ĕлĕкхи лару-тăру каялла çаврăнать, хăй хальлĕн ĕçлекен пĕр организаци пулать. Çавна май Малти Пукаш клубĕн шăпи урăх алла куçать. Октябрьски ял тăрăхне ун чухне кирлĕ пулĕ-ши вăл? Нимелле пуçланă ĕç вуçех путланмĕ-ши?

Валентина МАКСИМОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.