Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

Викăпа Валерия шкула кайма хатĕрленеççĕ

Виктория тата Валерия Митрофановăсем - çав тери туслăскерсем. Килес çул шкула кайма хатĕрленекен хĕрачасем сас паллисене пĕлеççĕ, çырма та тĕшмĕртеççĕ. Тепĕр чухне алла шурă хутпа ручка илсе хăйсен ячĕсене тăрмашса чĕркелеççĕ.

- Пирĕн иксĕмĕрĕн çав тери хитре ятсем, уншăн аттене тав тумалла. Эпир çуралсанах канăçлăхне çухатнă вăл. Пире валли тăрăшсах ят шыранă. Кайран тупнă. Паллах ăна анне те пулăшнă, - терĕç хĕр ачасем хавхаланса.

Пĕчĕкскерсем хатĕрленÿ класне çÿ-реççĕ.

- Унта пире анне вĕрентет. Шел, вăл вăхăтра хамăра килти пек ирĕклĕ тытаймастпăр. Тунсăхланă вăхăтра чупса пырса ăна ыталаса илейместпĕр. Ирĕк памасть. «Шкулта эпĕ сирĕншĕн Алина Витальевна, килте - анне, çакна нихăçан та ан манăр», - терĕ. Пĕчĕккĕн хăнăхса пыратпăр-ха, - мăнаçланчĕ Валерия пĕр вырăнта сиккелесе.

Пушă вăхăтра урамра уçăлса çÿреме юратаççĕ йĕкĕрешсем. Акă унччен сарă- хĕрлĕ çулçăсем чылай пуçтарнăччĕ вĕсем. Çĕр çинче çÿрекен хурт-кăпшанкăпа кăсăкланатчĕç. Алла патак илсе пĕшкĕнсе ларатчĕç те типнĕ курăка сирсе унта мĕн пуррине тинкеретчĕç.

- Халĕ çĕр шăнчĕ. Урамра та сивĕрех. Юр тата ытларах ÿксен йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма васкăпăр. Тепĕр чухне пичче çумне çулăхăпăр. Ан тив, вăл çунашкапа иртнĕ çулхи пекех туртса çÿретĕр. Пире иксĕмĕре ярăнтарма йывăртарах-ха ăна. Пултăрах, вăл пирĕн пичче вĕт! - çатăлтатрĕç пĕчĕкскерсем пĕр-пĕрне пÿлсех.

Пĕр тăвансен савăнăçĕ виçесĕр. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕпе пиччĕшĕ пуртан çав тери телейлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.