Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

ЧӲК УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Чӳк уйăхĕнче уйăх циклĕн пуçламăшĕ ӳсекен Уăйхăн иккĕмĕш тăхрине лекет. Сирĕн ку тапхăра пĕлӳ те, вăй-хал та çителĕклех пухăннă темелле. Çапах та Уйăх тулнă кун - чӳкĕн 7-мĕшĕнче - асăрхануллăрах пулăр. Çак вăхăтра васканипе тата тимсĕрлĕхе пула аманасси те, пăсăлнă апатпа наркăмăшланасси те часах, сывлăх япăхланма пултарать.

Малалла Уйăхăн çутă пайĕ пĕчĕкленсех пырать. Вăрах чирсенчен сипленме, тасатакан прцедурăсем ирттерме вăхăт. Çĕнĕ Уйăх çуралнă кун - чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче - лăпкă лару-тăрура, нимшĕн те пăлханмасăр пурăнма тăрăшмалла. Ку сире ӳсекен Уйăх тапхăрĕнче энерги нумай пухма пулăшĕ.

 

Сурăх

Лăпкăлăх, шайлашулăх Сурăхсене организмăн хӳтлĕх вăйĕсене ӳстерме пулăшĕç. Анчах сăмса-пыр тытăмĕн шыçă чирĕсем, пӳрепе пыршăлăх ĕçĕ пăсăлни, ытлашши пăлхансан пуç ыратни аптратма пултараççĕ. Уйăх вĕçнелле вĕсемшĕн çак йывăрлăхсене чăтса ирттересси, лару-тăрăва алăра тытса тăрасси чылай çăмăлланать.

 

Вăкăр

Чӳк уйăхĕнче Вăкăрсен пӳрепе шăк хăмпин ĕçне йĕркере тытса тăма тăрăшмалла. Юн çаврăнăшне лайăхлатма урасене кашни кун массаж тумалла. Организма йĕркеллĕ ĕçлеттерме çуран нумай уçăлса çӳремелле, спорт залĕнче хусканусем тумалла. Вăкăрсем кахаллансан вĕсене уйăх вĕçнелле сывлăх канăçсăрлантарма пултарать.

 

Йĕкĕреш

Чӳк уйăхĕнче Йĕкĕрешсен канма вăхăт çук, ĕçре, килти хуçалăхра тем те тумалла. Çавăнпа кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, ĕçе канупа черетлемелле, тăвас килмен ĕçе тумалла мар. Унсăрăн вĕсен кăмăл пусăрăнма, пурнăçпа туллин савăнас туйăм сӳнме пултарать.

 

Рак

Чӳк уйăхĕнче Раксем чăтăмлă та хастар, уйрăмах вак-тĕвек кăлтăксене чĕре патне илмесен. Кăмăлсăр туйăмсемпе шухăшсенчен уçă сывлăшра çӳрени хăтăлма пулăшĕ. Вăй-хал ĕçĕнчен асăрханмалла, йывăр тивсен çурăм ыратма пултарать.

 

Арăслан

Çурла уйăхĕнче çуралнă Арăслансемшĕн килти диета апачĕпе пурăнни пĕлтерĕшлĕ. Типĕлле, сивĕлле, техĕмлĕхсем хушса çимелле мар. Чӳк уйăхĕнче вĕсен лăпкăрах лару-тăрура, йывăр вăй-хал ĕçĕсĕр пурăнма тăрăшмалла, чĕре чирĕсенчен хӳтĕленмелле.

 

Хĕр

Уйăх пуçламăшĕнче сывлăх тĕлĕшпе кăлтăксем пулмаççĕ, Хĕрсем активлă та хастар. Анчах хăйсем çинче сиплевĕн çĕнĕ меслечĕсене /хăш чухне чирлĕ мар чухне те/, çĕнĕ диетăсене тĕрĕслесе пăхма юртаканскерсем наркăмăшланма, сывлăхне сиен кӳме пултараççĕ. Хăвăр çинче экспериментсем ан ирттерĕр!

 

Тараса

Тараса хĕвел паллинче çуралнă çынсем вăй-хал ĕçне килĕштерсех каймаççĕ. Çапах та сывлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăма вĕсен ăс-тăн ĕçне уçă сывлăшра ĕçленипе черетлемелле. Унсăрăн усал тĕлĕксем е ыйхă вĕçни аптратасси те часах. Тарасасен хăшĕ-пĕрин вар хытать, тасатакан процедурăсем кирлĕ.

 

Скорпион

Чӳк уйăхĕнче Скорпионсенчен чылайăшне вăй-халĕ, энергийĕ иксĕлми пек туйăнать. Анчах вĕсен хăйсене лайăх туйма тĕрĕс апатланмалли, вăхăтра канмалли тата вăй-хал ĕçне чикĕлемелли çинчен манмалла мар. Вăхăтра мар тата пĕр енлĕ, витаминсемпе микроэлементсенчен чухăн апат çини шăк-ар тытăмне сиенлеме, чирлеттерме пултарать.

 

Ухăçă

Чӳк уйăхĕ Ухăçăсене сиксе тухнă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пуçарулăх çуккипе асра юлĕ. Ку пĕтĕмпех организм вăй-халпа энерги çителĕксĕррине туйнипе çыхăннă. Вĕсем çак тапхăрта хăйсен сывлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн те пулин тума кахалланаççĕ. Çуралнă уйăхра вара сывлăхĕ хавшакрах пулнине палăртмалла. Ятарлă сĕнӳсем: чӳк уйăхĕнче медитаци, шайлашуллă хусканусем, тулли апатлану усăллă.

 

Ту качаки

Ту качакисен чӳк уйăхĕнче вăй-халпа пуçарулăх тапса тăраççĕ. Чи кирли - вĕсем канни, тĕрĕс апатланни пĕлтерĕшлине ăнланни. Аппетит ытлашши вăйлă пулни кĕлетке виçине ӳстерме /ку эндокрин парĕсене япăх витĕм кӳрет/ пултарать.

 

Шыв тăкан

Чӳк уйăхĕнче Шыв тăкансем хăйсене ытлашшипех шанаççĕ, вĕсене туйăмĕсене йĕркере тытса тăма йывăр. Ытлашши туйăмлă пулни нервсене пăлхатма, картаран кăларма пултарать. Вĕсемшĕн чи лайăх эмел - малтан шухăшлани, унтан тин калани. Вăй-хал ĕçĕ, контраст душĕ, мунча усăллă.

 

Пулă

Пулăсемшĕн чӳк уйăхĕ - вăраха кайнă чирсенчен сипленмелли тата хăтăлмалли чи лайăх вăхăт. Больницăна выртмалла е санаторие каймалла. Енчен те вăрах чирсем çук пулсан лимфа тытăмĕн тата эндокрин парĕсен ĕçĕпе тимлĕ пулмалла. Рационра хура тул, янкăр тĕслĕ пахча çимĕпе улма-çырла /пан улми, кăшман, кишĕр, ытти/ пулмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.