Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

Улмалуйра улма нумай

Мĕнле пурăнаççĕ пирĕн кÿршĕсем?      «Çул тата газ пур, апла тăк пĕтместпĕр-ха», - теççĕ Куславкка районĕнчи Çÿлти Улмалуй ялĕнче кун кунлакансем. Чăн та, «тĕнче шăтăкĕнче» ларакан тата хăйĕн йышĕпе сăнне çухатса пыракан ялсемшĕн асфальт çул тата кăвак çулăм пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах мĕншĕн пĕтсе пыраççĕ-ха Çÿлтипе Аялти Улмалуйсем? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпех икĕ кустăрмаллă тимĕр урхамахпа çула тухрăм.

Америка мурĕ çавăрса илнĕ

«Пĕр тăвансем» /икĕ яла çапларах калас килчĕ/ пирĕн ялăмран 3-4 çухрăмра кăна вырнаçнă пулин те çитсе курма май килмен. «Унта нимĕн те çук, 4-5 çын çеç пурăнать, йытă кăна улать», - тетчĕç вĕсем пирки сăмах пуçарсан иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех. Темиçе çул каялла «пĕр тăвансем» патне çитме çул та пулман. «Çул тунă хыççăн хамăра вăй илнĕ пекех туйрăмăр. Унсăрăн пачах пĕтеттĕмĕр пулĕ. Тавах пурне те пире манманшăн», - хĕпĕртеççĕ Улмалуйсем. Хам та çак çул пурришĕн савăнса Çÿлти Улмалуйне çитрĕм. Анчах та укăлчарах кашни çынна кĕтсе илекен сăнсăр ÿкерчĕк чунăма хурлантарчĕ: йывăç-тĕм айне путнă /симĕс ешĕлккесем халь-халь вĕсене пусарас пекех туйăнчĕç/, чалăшнă çуртсем тата ял пуçĕнче вырăн тупнă пĕр чÿречеллĕ клуб... «Америка мурĕ - вĕрене - яла çавăрса илчĕ, пире тĕп тăвассăн туйăнать», - терĕç каярах çак пулăм çинчен ял çыннисем.

Кунта, чăнах та, никам та пурăнмасть пулĕ!? Кăвак тÿпе евĕр аякранах курăнса ларакан çурт тĕлĕнчен йытă сассине илтсен чунра лăш! пулса кайрĕ. Эпĕ урампа малалла иртрĕм. Урама ик енне уйăракан çырма урлă каçсан тинех пĕр çынна тĕл пултăм. Ку - 76-ри Юрий Сумбаев. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла куçса килнĕ мучипе сăмах тапратрăм. Кăштахран пирĕн калаçăва илтсе мăшăрĕ Юлия Александровна тухрĕ.

«Яла мĕншĕн Улмалуй тенĕ-ха? Ĕлĕк ку тăрăхра панулми е çĕрулми нумай çитĕнтернĕ-ши?» - кăсăклантăм эпĕ. «Çапла пулĕ, ял кун-çулĕ пирки пĕлсех каймастăп. Анчах та пирĕн патăмăрта нихăш çимĕçĕ те лаптăкăн-лаптăкăн ÿснине ас тумастăп. Сăпас валли те пасартан туянаттăмăр. Тахçан уйра сад пахчи пурччĕ, сивĕ хĕлле пĕтрĕ. Халĕ вара кашни килте улма /ку тăрăхра панулмие çапла калаççĕ/ нумай. Кăçал акă питĕ ăнса пулчĕ, нимĕн тума аптăратпăр», - текелесе кинемей ман валли пĕр хутаç хĕрлĕ питлĕ çимĕç илсе тухрĕ.

 

Кивĕ клуб аса илтерет...

Çÿлти Улмалуй ĕлĕкренпех пысăках мар ял шутланнă. Çапах кашни çемьере сак тулли ача-пăча пулнă. Хăй вăхăтĕнче ял канашĕ те йĕркеленнĕ, 1931 çулта ял-йыш «Авангард» колхоза пĕрлешнĕ. Тĕрлĕ вăхăтра лавкка, пуçламăш шкул, клуб, библиотека, трахома пункчĕ, ферма уçăлнă. Халĕ вĕсем хăш вырăнта пулнине йывăç-тĕмпе симĕс курăк кăна аса илтерет. Тĕрĕссипе, культура вучахĕн çурчĕ кăна пур, анчах вăл та тăлăххăн ларать. Алăкĕ те пурин валлиех уçă, унта кĕрсе курни кăмăла хуçрĕ: кашни кĕтесре - çÿп-çап купи, тасамарлăх. Хушăран ял çыннисем унта доминолла выляма кĕреççĕ, Ваттисен кунĕнче концерт иртет. Сумбаевсем каланă тăрăх - клубра Вячеслав Батманов нумай çул ĕçленĕ, вăл сарăмсăр вилсен культура çурчĕ хупăннă. Çак çуртра клуб уçиччен пуçламăш шкул пулнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче йыш сахалланнипе ăна хупнă. Çав тапхăртанпа ачасем Энтри Пасарне вĕренме çÿреççĕ. Лавкки те тахçанах çĕр çинчен «çухалнă» пулин те аптрамаççĕ-ха Улмалуйсем: кÿршĕ ялтан эрнере икĕ хут килекен пĕр усламçă тĕрлĕ таварпа, апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Медицина пулăшăвĕ кирлĕ тĕк вара темиçе çухрăм утмах тивет ватăсен.

Юлия Александровна каланă тăрăх - 1965 çулта «Шуçăм» совхоз йышне кĕрсен ял йăшма пуçланă. Çынсем цивилизацие çывăхарах пулма шухăшланă ахăртнех: пĕрисем Энтри Пасарне куçса кайнă, çамрăксем хуланалла тухса тарнă... Хуçалăх предприятийĕ салансан вара ку «ĕç» тата вăйланнă. «Ĕлĕк ялта 30 киле яхăн пулнă, халĕ - 15. Вĕсенчен 8-шĕнче кăна çын пурăнать, ыттисем дача ятне илтнĕ е пачах та хупă лараççĕ. Хĕл каçма юлаканнисем - 15 çын ытла», - паллаштарчĕç Сумбаевсем.

Чылай çул каялла ку таврара хăмла, тыр-пул ÿстернине, ĕне, сурăх, чăх, лаша фермисем пулнине ĕненес те килмест - пушанса юлнă хирте нимĕн те çук. Кĕтÿ пухмалăх выльăх пурри кăна тунсăха сирет - 5-6 ĕнепе 10-15 сурăх. Хальхи вăхăтра ялăн пĕр енчи уйĕнче хыт-хура кашлать, тепĕр енче - выльăх-чĕрлĕх усрамалăх нумай çул ÿсекен курăк, тыр-пул анисем курăнкалаççĕ. Ялта шыв ыйтăвĕ те çивĕч. Пĕр-ик килте кăна тарасаллă пусă пур. Ыттисем вара шыв ăсма çырмана утаççĕ: выльăх-чĕрлĕх валли йăтмалла-и, мунча хутмалла-и, пахча çимĕç шăвармалла-и - çырмари çăл çăлать. Шыв пăрăхĕ пирки тахçанах ĕмĕтленме пăрахнă Улмалуйсем.

 

Украина ахрăмĕ пĕчĕк яла та çитнĕ

Çÿлти Улмалуйра Украина çыннисене тĕл пулассине пачах та шухăшламанччĕ. Урамра выляса çÿрекен ачасене курсан хĕпĕртерĕм: кунта шăпăрлансем те пур иккен. «Украинăран тарса килнисем», - тĕлĕнтерчĕç мана ватăсем. Вĕсемпе çывăхрах паллашас тесе Ильинсем патне васкарăм.

Галина Баутина - ку ялта çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ. 40 çул каялла мăшăрĕпе Украинăна - Донецк облаçĕнчи Горловка хулине - пурăнма куçса кайнă. Анчах вăрçă пуçланнине пула ачисемпе тата мăнукĕсемпе тăван яла амăшĕ патне таврăннă. Ывăлĕн çемйи Шупашкара вырнаçнă: ĕçлеççĕ, ачисем садике тата шкула çÿреççĕ. Упăшкипе хĕрĕ вара Украинăрах юлнă, вĕсем шахтăра вăй хураççĕ. Галина Михайловна та унта фельдшер пулнă.

«Хула çине вут-çулăм тăкăнма пуçласанах тухса килтĕмĕр. Бомба пăрахнипе пурăнмалли çуртсем ишĕлчĕç, чиркĕве аркатрĕç. Халĕ тата хăрушăрах унта, мĕн пулса иртнине телевизорпа кăна пĕлетпĕр - çывăх çыннăмăрсемпе çыхăну çук. Ырă-сывах пуласса шанатпăр, турра кĕл тăватпăр. Хулара стерол завочĕ пур, çавă ытларах шиклентерет: ун çине бомба лексен тата хăрушăрах пулĕ», - пĕлтерчĕ вăл.

Украина хĕрарăмĕ каланă тăрăх - 300 пин çынлă Горловкăра украинсем, вырăссем, тутарсем тĕпленнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ - Халăх республикишĕн. Ахăр самана пуçланиччен юлашки çулсенче хула çыннисем ытлă-çитлĕ пурăнма тытăннă, шалу тÿленĕ, пенси илсе тăнă. Амăшĕ кунтах юлма хистет пулин те Галина Баутина хулана каялла таврăнас шухăшлă. «Чун унтах туртать. 40 çул - пĕчĕк тапхăр мар», - терĕ малашлăха шанакан ентеш. Пĕчĕк шăпăрлансем те - 4-ри Мишăпа Даша, 6 çулти Вика - килшĕн тунсăхлаççĕ. «Ялта пурăнма питĕ лайăх. Тăраниччен сĕт ĕçетпĕр, ăна туянма лавккана та чупмалла мар. Кукамай патне килсен уçăлса çÿретпĕр, кÿршĕ ачисемпе вылятпăр. Шупашкар та кăмăллă, пирĕн хулари пекех машина нумай», - чĕвĕлтетрĕç вăрçă инкекне маннă шăпăрлансем.

 

Чи ватти, чи хисепли

Те журналист килнине кура, те кулленхи пурнăç çапла - кăнтăрла тĕлнелле урамра ача-пăча сасси илтĕнме пуçларĕ, çынсем каллĕ-маллĕ çÿреме тытăнчĕç. Асламăшĕ-кукамăшĕ патне хăнана килнĕ мăнукĕсем иккен кусем. Ялта Энтри Пасар шкулне çÿрекен ача та пур - пуçламăш класра вĕренекен Юра Батманов. Ăна илмешкĕн Улмалуйне шкул автобусĕ те килет. Ашшĕ-амăшĕ кÿршĕ ялта ĕçленĕрен вĕсемпе курса калаçаймарăм, ачине те тĕл пулаймарăм. Чăннипе, вĕсем ялти пĕртен пĕр çамрăк çемье. Икĕ килте - амăшĕпе хусах ывăлĕ, Казахстанран куçса килнĕ упăшкипе арăмĕ те кун кунлаççĕ ялта, пĕччен пурăнакансем те пур. Паллах, ытларах пайĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем.

Чи ватти те чи хисепли - 91 çулти Евгения Купцова. Тăхăр теçетке çула çитнĕ тепĕр кинемей - Елена Мухина, ĕмĕрĕпе ялти фельдшер пунктĕнче акушеркăра ĕçленĕскер хальхи вăхăтра хĕрĕ патĕнче хулара пурăнать. Евкен аппа вара халĕ те сурăх тытать, пахчара кăштăртатать. Çÿлти Улмалуйне Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчертен качча килнĕскер виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. «Юрать, кĕрÿ пулăшать, унсăрăн йывăртарах килетчĕ. Юлашки вăхăтра чирлекелеме тытăнтăм, ура та утми пулчĕ, - пуçларĕ калаçăва Евгения Васильевна. - Хамăн пурнăçăмра тем те курнă, тем те тÿснĕ - 90 çула çитессе шухăшламан та. Вăрçă вăхăтĕнче кÿршĕ ялсене окоп чавма çÿреттĕмĕр, Улатăр районне тата Атăл леш енне вăрман касма илсе каятчĕç. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕ çывăхĕнчи çырмара юман касса тăпра кăларни те халĕ те асра. Аслă çул хĕрринчех çывăраттăмăр, апатланма пĕр татăк çăкăр паратчĕç». Ялта пурăннă чухне çамрăк хĕр фермăра ĕçленĕ: сурăх, сысна, чăх тата лаша пăхнă. Çÿлти Улмалуйне качча килсен хăмла ĕçĕнче вăй хунă. «30-тан иртсен качча тухрăм. Анне пĕччен тесе парса ямастчĕ. 1958 çулта Николай Прокофьевпа çемье çавăртăмăр. Вăл та çамрăках марччĕ. Микуç вăрçа хутшăннă, анчах тыткăнра пулнипе ветеран ятне тивĕçеймерĕ. Малтанлăха колхоз садне пăхрĕ, кайран хампа пĕрле хăмлаçăра тăрăшрĕ. Упăшка вилни те 20 çул ĕнтĕ», - ассăн сывларĕ кинемей. Ĕмĕрĕпех ялта пурăннипе хуланалла чун туртмасть унăн. «Кунтах лайăх: лăпкă, уçă сывлăш - ватă çынна урăх мĕн кирлĕ. Пушă вăхăтра телевизор пăхатăп, сенкер экран умĕнче ларнă май нуски-алсиш çыхатăп. Хаçат вулама юрататăп, - ĕлĕкхи пурнăçа аса илнĕ май хальхи самана çинчен калаçма васкарĕ Евкен аппа. - Килсерен 5-10-шар ачаччĕ, паян... Юрать, çуллахи вăхăтра ача-пăча сасси илтĕнет. Çакă та кăмăл-туйăма çĕклет. Тăван тăрăха каялла таврăнакансем пурри те савăнтарать. Мускавра пурăнакан хĕрĕм те пенсие тухсан кунталла килесшĕн-ха», - хĕпĕртенине пытармарĕ вăл.

 

Аялти Улмалуй çĕнелет

Аякран пăхсан Аялти Улмалуй ялне шыраса та тупаймăн. Чăтлăхра лараканскере кунта ял вырнаçнă тесе калаймăн. Йывăç айне путнăскер çуллахи вăхăтра вăрманлăха аса илтерет. Пĕчĕк пулин те ялта 4 урам: Çÿлти, Аялти, Малтикас тата Кайрикас. Пĕр çынна та пулин курасчĕ текен шухăшпа Малтикаспа утрăм. Телее, пахчара тăрăшакан Алевтина Максимовăна тĕл пултăм. «Атте-анне килне пăрахас килмест, унран лайăххи нимĕн те çук. Кашни çулла яла килетпĕр, пахча çимĕç ÿстеретпĕр», - терĕ кунта çуралса ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакан Алевтина Георгиевна. Юлашки çулсенче ял çĕнелме тытăннине палăртрĕ вăл: пÿртсене юсаççĕ, киввисем вăрăнне дачăсем çĕклеççĕ. Чăн та, хальхи йышши хатĕрсемпе илемлетнĕ çурт сахал мар унта. Çакна ĕнентерсех мăлатук сасси ял тăрăх саланчĕ. Акă пирĕн умах строительство материалĕсем тиенĕ машина килсе ларчĕ, арçынсем ăна йăпăр-япăр пушатма тытăнчĕç. «Кусем те юсав ĕçĕсем пуçласшăн», - пĕлтерчĕ хĕрарăм.

Ĕмĕрне тăван ялтах пĕччен ирттерекен 75 çулти Андрей Турганов та ашшĕн çуртне пăхсах тăрать, юхăнма памасть. «Пурăнатпăр майĕпен кăштăртатса, малаллах пăхатпăр. Акă юсав ĕçĕсем пуçларăм, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Пÿрте шыв кĕрет, пусă алтнă, ăшши те пур. Чăх-чĕп, сурăх усратăп. Арăм вилни 14 çул çитрĕ, унпа 5 ача çуратса ÿстертĕмĕр. Пĕр хĕрĕм ялтах пурăнать, ывăл Украинăра тĕпленнĕ, офицер. 40 çул ытла совхозра трактористра ĕçлерĕм», - хăйĕнпе паллаштарчĕ Андрей Андреевич. Вăл каланă тăрăх - Аялти Улмалуйра 10 çын пурăнать, 7-шĕ хĕл каçать. Ыттисем - дачниксем. «Ялта çынсемпе кил-çуртсăр пуçне урăх нимĕн те çук», - тĕлĕнтĕм эпĕ. «Çапла. Унччен те пулман. Лавкка пурччĕ, уйрăм колхоз пулнă, ял çумĕнче ферма кĕрленĕ. Кашни килте 5-7-шар ачаччĕ», - хурланса пĕлтерчĕ арçын. Мĕншĕн апла-ха? «Шуçăм» совхоз йĕркеленнĕ хыççăн пĕтме пуçланине палăртрĕ вăл та.

 

Пĕр-пĕрне пулăшаççĕ

Чăннипе, йăмра туратти пек хуçăлса ÿкме шухăшламаççĕ-ха Аялти Улмалуйсем, ытти ялти пекех пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ, ÿркенмесĕр ĕçлеççĕ. Унта наянланса ларакан та, ĕçсĕр аптракан та çук. Пахча сухаламалла е мĕн те пулин турттарса килмелле - Çÿлти Улмалуйри Валерий Ильин тракторпа пулăшать. Кил-çурта юсамалла е çĕннине çĕклемелле - ялти ăста платник Валерий Карташов яланах ĕçе хатĕр. Мăшăрĕпе Людмилăпа тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан куçса килнĕ. Юнашар яла çитсе килмелле пулсан та вĕсенчен пулăшу ыйтма васкаççĕ - килте мотоцикл пур. Тăван яла таврăннăшăн пĕрре те ÿкĕнмест çемье, кунта та пурăнма май пуррине палăртаççĕ вĕсем.

Юр-вар таврашне юратаканнисем Смирновсем патне утаççĕ: амăшĕпе хĕрĕ икĕ ĕне тытаççĕ. Сĕт пухма машина та килет иккен яла. «Ĕне усрама йывăрланса пырать пире, ватăсене. Утă-улăм хатĕрлеме çăмăл мар, пĕтĕмпех алăпа çулмалла. Кутамккапа йăтма тивет. Юрать, хĕрĕм Валентина Шупашкартан куçса килчĕ», - калаçăва пуçларĕ 87-ри Зинаида Сергеевна. Ку яла Канаш районĕнчи Вырăскас Пикшихрен 1953 çулта качча килнĕскер ĕмĕрĕпе хăмлаçăра вăй хунă. «Ĕлĕк пысăк тухăç паратчĕ, татса пĕтерме май çукчĕ. Çапах питĕ вăйлă ĕçлеттĕмĕр. Халĕ те нимĕнле ĕçрен ютшăнмастăп, кил хушшинче кăштăртатсах кун иртет, - чăпар чăххисене апат панă май сăмахларĕ кинемей. - Вăрçă вăхăтĕнче вăрман касма илсе каятчĕç, лашапа тавар турттараттăмăр. Упăшкапа механизаторсен шкулĕнче паллашрăм, юнашар лараттăмăр. Вăл колхозра çак енĕпех тăрăшрĕ. Икĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр». Ял Энĕш хĕрринче вырнаçнăран кашни çуркунне шыв илет иккен, çулла вĕрене ашкăрса ÿсни те кулянтарать ватă çынна. Смирновсенчен аякрах мар пурăнакан тепĕр кинемей - Любовь Галкина. Пĕччен пурăнаканскер пахчи-пахчипе сухан лартса ÿстерет. Унăн канма та вăхăт çук ахăртнех - тĕл пулаймарăм. «Тепĕр урама сухан тирпейлеме кайнă», - пĕлтерчĕç кÿршĕсем. Ялти çынсене шутламалăх алăри пÿрнесем те çитеççĕ пулин те кашнинпех курса калаçаймарăм. Кĕрĕн кĕске кунĕсенче пур ĕçе те хăвăртрах вĕçлемелле-çке.

 

Çухалнă сала

17-мĕш ĕмĕрте Чăваш хутлăхĕнче Исенево /унăн чăвашла ятне никам та пĕлмест, тĕне кĕмен арçын ятĕнчен пулса кайнă ахăртнех: Исен е Исентей/ ятлă ял пĕрре кăна пулнă. Сĕве хулин 1647-1651 çулсенче çырса пынă кĕнекинче ăна Кармал шывĕ хĕрринче ларакан Андреевка тесе палăртнă. 18-мĕш ĕмĕрте çак ял çĕрĕсене Апехтин помещик çавăрса илнĕ, унта вырăссем куçса килме пуçланă. Çак сăлтава пула чăваш хресченĕсем тухса кайма тытăннă, темиçе çухрăмра вырнаçнă Аялти Улмалуй /Нижнее Исенево/, Çÿлти Улмалуй /Верхнее Исенево/ тата Пишенкасси /Исенево/ ялĕсене пуçарса янă. Анчах та помещик килсе кĕнĕ ял - Вырăс Сали /Русское Исенево/ - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтнĕ. Ĕлĕк унта шкул та ĕçленĕ, ял çумĕнче пысăк ферма та пулнă. Кармалпа Çÿлти Улмалуй хушшинче ларнă ял вырăнĕнче халĕ йывăçсем кăна ÿсеççĕ. Çапах та унта пурăннă вырăссене çынсем халĕ те манман: «Вĕсем лашасемпе кĕрлеттерсе çÿретчĕç, тăрантас хыçĕнчен тусан кăна мăкăрланса юлатчĕ», - теççĕ ватăсем. Аса илтермелле: Вырăс Салинчи çĕрсене паллă çыравçăн тата этнографăн Александра Фуксăн аслашшĕ, кайран ашшĕ Андрей Апехтин тытса тăнă. Çак ялтах унăн шăллĕ Николай çуралнă тесе çирĕплетеççĕ тĕпчевçĕсем.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.