Комментари хушас

31 Юпа, 2014

Çут çанталaк пани аванрах

Туяннă чухне япала ярлăкĕ çинче кăтартнă сăмахсене хăш-пĕр чухне ăнланмастăп. Çут çанталăк ÿстернĕ материалтан хатĕрленĕ япала туянас килет.

П.ШВЕДОВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Синтетика материалтан çĕ­­­ленĕ тумтир çеç кĕлеткешĕн усăллах мар, вăл этемĕн çут çанталăкпа хутшăнас çыхăнăвне йĕркелеймест. Этем авалтанпа усă куракан ÿсен-тăранран е чĕр чун çăмĕнчен, тĕк-мамăкĕнчен хатĕрленĕ тумтир вара тепĕр чухне сипленмелли хатĕрсемпе те танлашма пултарать. Авалхи тăхăмăрсем тĕрлĕ япаларан хатĕрленĕ тумтир хăш-хăш чиртен сывалма пулăшнине пĕлнĕ, пурнăçра усă курнă.

Çут çанталăк материалĕсем шутне çăм, йĕтĕн, çĕр мамăкĕ, тир-сăран, мамăк т.ыт. те кĕреççĕ. Япала туяннă чухне этикеткăна пăхма ан манăр. Унта япалана мĕнрен тунине процентпа кăтартаççĕ. Ярлăк çинче вырăсла çырни çук чухне мĕн тумалла-ха. Сутуçăран ыйтма ан именĕр, вăл ăнлантарса пама тивĕç.

Ярлăксенче тĕл пулакан хăш-пĕр ют сăмах пĕлтерĕшĕсем

Cotone /CottonŸ Baumwolle/ - хлопок. Çĕр мамăкĕнчен тунă материал. Пирĕн чăваш чĕлхинче те сoto: - мамăк - тĕл пулать. Катан пир туянатчĕ ĕлĕкрех атте-анне. Çитсă /ситец/ сăмах каярах хĕссе кăларчĕ пулĕ ăна. Катан пир çемçе те çăмăл. Унран çĕленĕ япалапа кĕлеткене яланах хăтлă та меллĕ. Вăл хĕлле те, çулла та лайăх сывлать. Сивĕре ăшă тытма пулăшать, шăрăхра пĕçертмест. Ăна патша та тиркемĕ. Вăл электричествăланмасть /статистика токĕ ермест/, ăна тĕрлĕ тĕспе илемлетеççĕ. «Тĕлĕкре çĕр мамăкне курни лайăх» теççĕ халăхра.

Lino/Linen-Flax/Flachs/Lin - лен - йĕтĕн.

Несĕлĕмĕрсем йĕтĕнтен тунă çи-пуçа хакланă, ăна тĕрлĕ йăла-йĕркепе çыхăнтарнă. Иисус Христос ÿтне чĕркенĕ плащаница йĕтĕнрен тунăскер пулнипе çыхăннă-ши çакă.

Йĕтĕн пир çирĕп, питĕ, тата тÿсĕмлĕ. Ăна çума ансат. Çуллахи шăрăхра йĕтĕн пусма ÿт-тире сывлаттарать. "Йĕтĕн кĕпе тăхăнсан вăй кĕрет” теççĕ халăхра.

Rami - вĕлтрентен тунă пусма - рами. Çак ÿсен-тăранран çынсем сĕм авалтан пусма тĕртсе çи-пуç çĕленĕ. Вăл питĕ çирĕп, антистатик /электричествăланса çыпăçмасть/ тата микробсенчен хÿтĕлет. Вĕлтрен пусма йĕтĕн пекрех, йăлтăртатса тăнипе çеç уйрăлать. Çак материалтан тунă япаласем çирĕплĕхĕпе, сывлăш çаврăнăшне лайăх йĕркеленипе палăрса тăраççĕ.

Seta/silk/Seide/Soie -шелк - пурçăн. Чăн-чăн пурçăн - хаклă та чыслă материалсенчен пĕри. Ăна тут шолкопрячĕ текен хуртсен чĕркенÿ çиппинчен /коконран/ тăваççĕ. Пурçăн хитре, йăпăрка, çÿхе пусма. Пурçăнран çĕленĕ çи-пуç лайăх сывлать, çын ÿт-пĕвĕн температурипе шайлашăнса тăрать. Ăна çунă, типĕтнĕ чухне асăрхануллă пулмалла.

Kashmir/Cashemire/cash­mere/Kaschmir - кашемир. Кашемир - паха, хаклă çăмран тунă материал. Кашемиртан тунă çи-пуç ăшă, çемçе, илемлĕ. Кашемир çăмĕн хулăнăшĕ пурĕ те 13-19 микрометр çеç. Çăмран çыхнă япаласем кашнинех пур. Хĕллехи вăхăтшăн ăшă тытакан чи паха тумтир, паллах, çăмран туни.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.