Комментари хушас

*Лимона хуппине шуратмасăрах 10 минут вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле, сивĕтмелле, хуппинчен тасатмалла, сĕткенне пусса кăлармалла. 2 апат кашăкĕ глицерин /аптекăра туянмалла/ тата лимон сĕткенĕ чухлĕ пыл хушса лайăх пăтратмалла. Кунне виçĕ хут пĕрер чей кашăкĕ ĕçтермелле. Апатланиччен пĕр сехет маларах парсан витĕмлĕрех. Шĕвек тутлă тата усăллă. #пкене лайăх тасатать.

*Пылпа олива çăвне пĕр пек илмелле. Ăшăтмалла. Чирлĕ ачана пĕрер чей кашăкĕ кунне 4-5 хутчен памалла. Хутăш коклюш чирне сиплеме те витĕмлĕ.

*Купăста сĕткенне кăлармалла, сахăр песукĕпе 1,1 виçепе хутăштармалла, чирлекене ăшăтса пĕр апат кашăкĕ памалла. Купăста сĕткенне пылпа та хутăштарса ĕçме юрать. Виçе 1,1. #слĕкрен аван пулăшать.

*Пĕр çĕр улмине, пĕр сухан пуçне, пĕр пан улмине литр шывра вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле. Шыв пăсланса çуррине çитиччен вĕресен çулăм çинчен илмелле. Çак шыва ачана пĕр чей кашăкĕ кунне 3-4 хутчен памалла.

Çак рецептсем ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те усăллă. Аслисен виçене виçĕ хут пысăклатса ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.