Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Чăваш депутачĕсем - хресченшĕн

Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Раççей правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев тата Патшалăх Думин председателĕ Сергей Нарышкин патне çырупа тухнă. Чăваш парламентарийĕсем хресченсене пулăшасшăн.

Хальхи тапхăрта Патшалăх Думинче ял хуçалăхне аталантарасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме проект хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, кредит процентне саплаштарма паракан субсиди хуçалăхăн счечĕ çине мар, банка куçĕ. Хуçалăх ертÿçи е фермер кредитăн тĕп парăмне тата процентăн юлнă суммине /ăна патшалăх саплаштармасть/ кăна тÿлĕ.

"2006 çулта сысна ферми тума çулталăкне 14 процент хушса тÿлемелли кредит илтĕмĕр. Ун чухне патшалăхăн 14 процентран 10 процентне саплаштармаллаччĕ. Эпир çав суммăна уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтеттĕмĕр", - палăртать унччен хуçалăха ертсе пынă, халĕ "Единая Россия" парти уйрăмĕн депутачĕ Александр Никаноров.

Хальхи вăхăтра кредитпа татăласси йывăр пулни хуçалăха аталанма чăрмантарать. "Малашне федераци бюджетĕнчен укçа хăçан куçассине хуçалăхсем мар, банксем кĕтчĕр", - сĕнеççĕ чăваш депутачĕсем. Саккун проектĕнче пур хресчене те тивĕçтермен пĕр шăйрăк пур. Çĕнĕ тытăм 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн кредит илекенсене кăна пырса тивет. Чăваш депутачĕсем Мускаври ĕçтешĕсене кредита хăш çул илнине шута хуртарасшăн мар. Саккунпа пурте усă курма пултарччăр теççĕ.

Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Патшалăх Думинче пирĕн республикăна хÿтĕлекен депутатсенчен кашнин патнех çакнашкал çыру яма йышăннă. Чăвашсен пуçарулăхне Мускавра йышăнĕç-и е çук-и - вăхăт кăтартĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.