Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Центрта ырă сунса кĕтсе илеççĕ

Кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр Кÿкеçри Шуршăл урамĕнчи 4-мĕш А çуртра вырнаçнă. Çул хĕрринчен курăнсах ларать. Авточарăнуран 30 метрта çеç. Алăкĕнчен çын вĕçĕмсĕр кĕрет-тухать.

Кăçалхи 9 уйăхра учрежденире ĕç тупса пама ыйтнă 1926 çынна /пĕлтĕрхи çав хушăра - 1994/ йышăннă. Кунта килнисен 76,8% - ялсенче пурăнакансем. Пĕлтĕр 16-29 çултисен йышĕ центра пынă мĕн пур çыннăн - 45,9%, кăçалхи 9 уйăхра 41,6% танлашнă. Çак кăтарту çамрăксен пĕр пайĕ пирĕн служба тĕрев памасăрах пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнине пĕлтерет. Учрежденире йышăннисен 38,5% хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайнă, 2,4% унтан кăларса янă.

«Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕçсĕр юлнă 208 çын шутра тăчĕ /2013 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче - 240/, - тет Олег Иванович Александров директор. - Ку йышра 88 арçын /учрежденире шутра тăракансен 42,3%/, 120 хĕрарăм /57,7%/. 30,3% - Кÿкеç поселокĕнчен, 69,7% - ялсенчен. 16-29 çултисем - 31,7%, пенси çулне çитичченхисем - 10,6%, ытти çулти - 57,7%. Пĕтĕм ушкăнăн 68,8% хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен тухнă. Организацие пĕтернĕрен е унăн штатне пĕчĕклетнĕрен 6,3% унтан пăрахса кайма тивнĕ. 2,9% вăтам, професси пĕлĕвĕ паракан шкулсенчен вĕренсе тухнă. 16,8% - производствăна хăйĕн тÿпине хывма пултаракан инвалид. Ĕçлеттерсе юсанмалли учрежденирен ирĕке тухсан пĕр çынна шута илтĕмĕр. Пирĕн пата çÿрекенсенчен 13,9% центрта сакăр уйăх е ытларах ĕç кĕтрĕ, кашни вăтамран 3,9 уйăх шутра тăчĕ».

Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне кунта пуçтарăннă йыш районти ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсен 0,53% чухлĕ çеç пулнă.

Ĕç вырăнĕ туса паракансем учреждение 5246 ваканси пуррине, вăл шутран 86,4% рабочи специальноçĕпе çыхăннине пĕлтернĕ. Вакансисен банкĕнче 1262 рабочи вырăнĕпе паллашма пулать. Иртнĕ уйăх вĕçĕ тĕлне кашни ĕçсĕр çын пуçне 6,1 ваканси сĕннĕ.

«Центр 1660-шне, çав шутран çул çитмен 752 ачана вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникулта, ĕçе вырнаçма пулăшрĕ, - терĕ директор çумĕ Вячеслав Егоров. - 49,9% - хĕрарăм, 37,8% - 16-29 çултисем, 78,3% ялсенче пурăнать, 68 инвалид, 32-шĕ тĕрлĕ заведенирен вĕренсе тухнă».

Учрежденире шута илнисене общество ĕçне явăçтарма 36 килĕшÿ çирĕплетнĕ. 3-шне М.В.Ибрагимовăн уйрăм предприятине - тирпейлÿçе, 4-шне «Акашевская» кайăк-кĕшĕк фабрикине - рабочипе чăх пăхакана, 10-шне «ТАА-Сервис» обществăна рабочие ĕçе илнĕ. Пĕрне «Чăваш бройлерĕ» обществăна - аш тиекене, 8-шне «Чăваш Ен-Мед» страхлакан компание - документ çыруçине, 20-шне «Техпортал-С» обществăна рабочие йышăннă. 32-шне «Зеленстрой» обществăна - çул-йĕр рабочине, чечеклентерекене, ешĕллентерекене, 5-шне «Юрма» агрохолдинга - рабочие, 4-шне «Ривьера» обществăна çĕвĕçе вырнаçтарнă.

«15-шĕ халĕ - Раççей Ăслăлăх Академийĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕн сад рабочийĕ, 4-шĕ - «Бэби Дрим» тата «Колос» обществăсен тĕркемçи, 3-шĕ - «Укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин тата производство йĕркелессин тата информатизаци центрĕ» муниципалитет учрежденийĕн юсав рабочийĕ, - паллаштарчĕ Наталия Семенова ертсе пыракан инспектор. - 143-шĕ - ял администрацийĕсен çын çÿрекен общество вырăнне хăтлăлатас тĕлĕшпе тăрăшакан рабочи тата документ çыруçи. 3-шĕ «Автосервис» обществăра производство-служба пÿлĕмĕсене тасатаканра, 8-шĕ «ЧВФ» общество рабочийĕнче, 6-шĕ - Ленин ячĕллĕ, 11-шĕ Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхсенче вăй хурать. 4-шĕ - Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн, 9-шĕ - «Приволжское» АУО рабочийĕ. Общество ĕçне 293 çынна ятăмăр. Вĕсене ĕç укçи тÿлеме республика хыснинчен 284 пин тенкĕ уйăрнă».

Асăннă тапхăрта центрта 1324 çынпа, çав шутра 66 ĕçсĕрпе, 736 хĕрарăмпа, 14-29 çултисенчи 830 тата çартан таврăннă 15 çамрăкпа професси суйласа илес ыйтупа калаçнă. 160 çынна, вăл шутра 16-29 çултисенчи 79 çамрăка, 77 хĕрарăма çĕнĕ профессие вĕренме янă.

Ĕçсĕрлĕхе пĕтерме, ĕç тупас тĕллевпе шырав меслетне алла илмешкĕн пулăшма учрежденире «Ĕç шыракансен клубĕ», «Çĕнĕ старт», «Ĕçе вырнаçмалли технологи» программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Социаллă адаптаци мероприятине 130-ăн хутшăннă.

Регионсене ĕç вăйĕпе тивĕçтерме çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа районтан 37 çынна, çав шутра 2 ĕçсĕре Мускавпа Тула облаçĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма янă.

«Центр çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма 30 килĕшÿ çирĕплетрĕ, - терĕ Рената Чайкова ертсе пыракан инспектор. - 752-шĕн - ашшĕ-амăш хÿттисĕр тата тăлăха юлнă - 12, нумай ачаллă çемьери тата ашшĕне е амăшне çухатнă - 97, тупăш сахал илекен çемьесенче çитĕнекен - 616, çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăракан 5 ачан - ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Çĕньялсен - 85, Толик Хураски шкулĕн - 42, Ишлей ял тăрăхĕнчи - 52, Тутаркассисен - 31, Вăрман Çĕктер шкулĕн - 29, Тренккассисен 37 ачи вĕренÿрен пушă вăхăтра тата çуллахи каникулта шкул таврашне, ял тăрăхне хăтлăлатма хутшăнчĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене килти хуçалăхра пулăшрĕ, районти организацисенче вăй хучĕ. Çак ĕçе Атайкассисен - 33, Çĕньял Покровски шкулĕн - 51, Апашсен - 29, Анат Кинер шкулĕн - 36, Кăшавăшсен - 25, Кÿкеç лицейĕпе шкулĕн 79 ачине явăçтартăмăр. Унта Çатра Хочехмат тата Чăрăшкасси шкулĕсенчен - 29 тата 12, Мăналран - 36, Ишекрен 19 ачи хаваспах çÿрерĕ. Çĕньял тăрăхĕн администрацийĕ - 14, «Зеленстройпа» «Приволжское» обществăсем - 24 тата 35, «Шупашкар МТСĕ» тата «ТАА-Сервис» обществăсем - 4-шар, «ИЗВА» ООО - 10, «Тĕркем центрĕ» тата «Электрощит» обществăсем - пĕрер, «ЧВФ» - 15, Ленин ячĕллĕ тата Куйбышев ячĕллĕ ЯХПКсем 14 тата 5 çынна общество вырăнне тирпей-илем кĕртме явăçтарчĕç».

Вăхăтлăх ĕçре тăрăшнăшăн çул çитмен ачасене ĕç укçи тÿлеме республика хыснинчен 489996 тенкĕ уйăрнă.

Учреждени вакансисен 8 ярмăрккине ирттернĕ. Унта «Медиятехнологи», «Чăваш бройлерĕ», «Юрма» агрохолдинг», «Ăшă энергосечĕсем», «ЧВФ», «Ивушка» обществăсем, «Атлашевский» ЯХК, «Чăвашавтоçул» АУО филиалĕ хутшăннă. Ĕçлеттерсе юсанмалли учрежденисенчен ирĕке кăларнисенчен вакансисен ятарлă ярмăрккине йĕркеленĕ. Унта 229-ăн пынă, 53-шĕ ĕç тупнă.

Центр ĕçе илекенсене, ăна шыракансене информаци вăхăтра пĕлтерсе тăма тăрăшать. Ку енĕпе пичетпе, радиопа, телекурав, сайтпа усă курать. Çак уйăхăн 1-мĕшĕ тĕлне учреждени сайтне 332 хыпар вырнаçтарнă, пичетре 11 информаци кун çути курнă.

Ĕçе вырнаçтарасси пирки çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа хăйсен вырăнне чылай хушă тупайман 16 çын, çав шутра 7 инвалид, ĕçлеттерсе юсамалли колонирен ирĕке кăларнă пĕр çын, нумай ачаллă çемьере тата ашшĕне е амăшне çухатнă 6 çамрăк, пенси çулне çитсе пыракан 2 çын ыйтăвне татса пама пулăшнă. Çак ушкăна ĕç укçи тÿлеме ЧР бюджетĕнчен 38483 тенкĕ куçарнă.

«Профессин вăтам пĕлĕвне илнĕ, ĕçе вырнаçма пуçласа тĕллев лартнă 18-20 çултисенчи специалистсенчен 7-шĕ «Ленкост 21», «Колос», «Жилкомцентр», «Сире валли», «Микрон» обществăсенче, А.Н.Тихоновăн уйрăм предприятийĕнче вăхăтлăха вăй хучĕç, - терĕ Оксана Хозилова ертсе пыракан инспектор. - Патшалăх центра ку категорие хавхалантарма та укçа /3963 тенкĕ/ çитерчĕ. Информацин «Шухăшла та пуй» пĕрлехи кунĕнче бизнес пуçарас текенсемпе «Харпăр хăй ĕçне мĕнле йĕркелемелле?» тренинга 3 хутчен ирттертĕмĕр. Унта ĕçсĕр çÿрекен 35 çын хутшăнчĕ. 4-шне хăйĕн ĕçне пуçарма Чăваш Ен хыснинчен субсиди 58800-шер тенкĕ патăмăр. Вĕсем çÿç касаççĕ, тумтир çĕлеççĕ, транспорт юсаççĕ. Пĕри уйрăм предпринимателе патшалăх органĕнче шута илме тăратмалли, патшалăх пошлини тÿлемелли документсем çырса хатĕрленĕшĕн, бланксем туяннăшăн республика бюджетĕнчен 850 тенкĕ илчĕ.

Виçĕ çула çитичченхи ачапа килте ларакан 25 амăшне çĕнĕ специальноçа вĕренме ятăмăр. Çав йышран 10-шĕ «1-С: предприяти» тата «1-С: суту-илĕве йĕркелесси», 2-шĕ «Пулăшу ĕçĕ» тата «Персонал менеджерĕ» специальноçсем, 4-шĕ маникюрпа парикмахер, 8-шĕ водительсен «В» категорийĕ енĕпе квалификацие ÿстерчĕ».

Пенсие тухмалли вăхăт çитнĕрен тивĕçлĕ канăва кайнă 3 çынна çулталăк вĕçлениччен професси пĕлĕвĕ пама палăртнă. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсенчен 2-шĕ компьютер операторĕ пулма хатĕрленнĕ.

«Центрăн кăçал республикăн ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатмалли программипе килĕшÿллĕн ĕçсĕр 5 инвалида ĕçе вырнаçтармалла, - пĕлтерчĕ Лиана Порфирьева ертсе пыракан инспектор. - Тĕллеве пурнăçлама, уйрăммăн илсен вĕсем валли ĕç хатĕрĕ туянма килĕшÿ çирĕплетнĕ. Халĕ «Зодчий-Универсал», «Батыр», «Фалинда», «АТЦ-2» обществăсенче, Е.И.Шурнов предприятийĕн тирпейлÿçинче, повар пулăшуçинче, çĕвĕ мастерĕнче, автобус тасатуçинче, сутă ăстинче вăй хураççĕ. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарма ĕç вырăнĕсем тума субсиди уйăрмалли программăпа килĕшÿллĕн «Чăваш бройлерĕ» обществăна аш ваклакана, Шурновăн уйрăм предприятине сутуçа илнĕ».

Ӳкерчĕкре: Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕ. Пĕрремĕш ретре, сулахайран сылтăмалла: А.С.Кулакова инспектор, А.Н.Васильев водитель, О.И.Александров директор, унăн çумĕ В.А.Егоров, П.Г.Федоров водитель, Т.В.Мухаметшина инспектор. Иккĕмĕш ретре, сулахайран сылтăмалла: В.П.Ильина, Л.Г.Порфирьева инспекторсем, Л.П.Григорьева тĕп бухгалтер, Р.И.Миронова, Р.К.Чайкова, О.Н.Хозилова, Н.Н.Семенова инспекторсем.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.