Комментари хушас

28 Юпа, 2014

Документсене «тасатасшăн» пулнă-тăр...

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртни çинчен эпир шăмат кунхи номерте пĕлтернĕччĕ. Унта граждансене юхăннă çуртсенчен куçарнă чухне саккуна пăхăннине тишкерни пирки хыпарланăччĕ. Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă саккунлăх лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман лаптăкĕсене тара илнисем аренда тÿлевĕ енĕпе федераци бюджечĕ умĕнче 15,7 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ, республика бюджетне 30,8 млн тенкĕ тÿлесе татман. ФНС управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина палăртнă тăрăх - «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУПăн бюджет умĕнчи парăмĕ 44 млн тенкĕрен иртнĕ.

Республика Пуçлăхĕ налук службине принциплă позици йышăнма, бюджета сиенлекенсем тĕлĕшпе çирĕп пулма сĕннĕ. «Чăваш вăрман хуçалăхĕ Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тытăмĕнчеччĕ. Ас тунă тăрăх - унта Дейнекин ĕçленĕ. Кайран пушар пулнă, специалистсем палăртнă тăрăх - документсене «тасатасшăн» пулнă. Çут çанталăк пуянлăхĕн, Шупашкар юхан шыв порчĕн лицензийĕсен темипе сăмах вакларĕç. Танлаштаруллă таблица, хăйăр, туртса илнĕ хайхи лицензисем тĕлĕшпе справкăсем пур. Республика прокуратурине, Монополипе кĕрешекен комитета тав тăватăп - принциплă пулчĕç, ыйтăва татса пачĕç. Республикăн çул-йĕр тумалли программине пурнăçланă чухне çав лицензиатсем хăйăра 3 хут хаклăрах сутнă. Çийĕнчен - транспорт тăкакĕсем. Уйрăм çынсен организацийĕсем питĕ лайăх укçа тунă. Хăйăра 5 хут хаклатни те пулнă. Справкăсене тĕпе хурса çапла калатăп. Ку тÿрĕ кăмăллăха, кăмăл-сипете, этикăна пырса тивет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл Финмина Çут çанталăк ресурсĕсен министерствипе, налук службипе, суд приставĕсемпе бюджета пуянлатас, вăрман фондне упраса хăварас енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕннĕ.

 

Н.АНДРЕЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.