Комментари хушас

4 Ака, 2025

Хурал шанчăклă

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ Шӳт кунĕ тетпĕр, анчах Чăваш Енри çăлавçăсен çав кун шӳтлеме вăхăт пулмарĕ-тĕр. Шупашкарта чрезвычайлă ларутăру министрĕ Александр Куренков генерал-лейтенант пулчĕ.

Шăпах çак уйăхран пирĕн республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим ĕçлет — вăрман пушарĕсенчен сыхланмалли мероприятисем иртеççĕ. Çутçанталăк пушарĕ çитме пултаракан ялсен тавра сухаласа минерализациленĕ йĕрсем тунă. Оперативлă службăсем вутпа кĕрешме — вĕсенче 8 пин ытла çын тăрать. Тата — 520 автомобиль тата инженери техники.

Александр Куренков чи малтан Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçне çитсе курчĕ. Кунти пушар лабораторийĕн специалисчĕсем тĕпчев меслечĕсемпе, хатĕрĕсемпе паллаштарчĕç. Чаçра вара çуртсен ишĕлчĕкĕсемпе ĕçлемелли ятарлă техника, квадроциклсем, пилотсăр вĕçекен аппаратсем, ПАНРК йывăр класлă машина курма пулчĕ.

— Пирĕн чаç кирек мĕнле пушара та сӳнтерме хутшăнать. Кӳршĕ регионсенче çутçанталăк сăлтавне пула пысăк çулăм алхаснă çĕре кунти пушарнăйсене те, техникăна та пĕрре мар явăçтарнă. 2021 çулта Мордовири заповедник территорийĕнчи, 2022 çулта Чулхула облаçĕнчи вăрман пушарĕсене сӳнтерме хутшăннă. Паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн сотрудниксене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă, — терĕ МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ятарлă пушар-çăлав чаçĕн ертӳçи Алексей Перегудов.

Шалти службăн аслă сержанчĕ Эдуард Пашков пушар хуралĕнче пиллĕкмĕш çул ĕçлет. Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн водительне вырнаçсан пĕрремĕш çулхинех кӳршĕ регионта пушар сӳнтерме хутшăннă.

Чăваш Енĕн аэромобиль ушкăнĕсемпе пĕрле вăрман пушарĕпе 28 кун кĕрешнĕ. «Ку пысăк çулăма сӳнтерес, ятарлă техникăпа тата хатĕрпе усă курас енĕпе лайăх опыт пулчĕ. Çак опыт кайран Чулхула облаçĕнчи вăрман пушарĕсене сӳнтернĕ чухне те пулăшрĕ — çулăма сарăлма памарăмăр», — аса илчĕ вăл. Оперативлă службăсен ĕçĕпе çыхăннă калаçу Александр Куренков Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан малалла тăсăлчĕ. Пĕлтĕр республикăра 60 ландшафт тата 15 вăрман пушарĕ пулнă — пĕтĕмĕшле илсен 100 гектар çинче çулăм алхаснă. Çав пушарсене пĕрремĕш куннех сӳнтернĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче вара курăк çуннă 40 тĕслĕхе палăртнă, çăлавçăсем çулăма вăхăтра пӳлнĕ.

— Юлашки çула пăхсан Чăваш Енри ландшафт пушарĕсен шучĕ 2,6 хут чакнă. Çак кăтартусене кăçал та япăхлатмасăр тытса тăмалла. Хĕлле регионта юр сахал пулнă, çавăнпа уçă вырăнта пушар пулас хăрушлăх тапхăрĕ те ытти çулхинчен маларах пуçланать, — асăрхаттарчĕ министр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, юлашки çулсенче пушарпа кĕрешекен службăсене палăрмаллах вăйлатнă. Пушар чаçĕсен уйрăм 5 постне тунă, пушарпа кĕрешмелли çĕнĕ йышши 19 автомобиль туяннă. Кăçал тата 4 автоцистерна туянма палăртнă.

Çак кун Чăваш Енри пушар хуралĕн подразделенийĕсем çĕнĕ техника илчĕç: хăвăрт çӳрекен катер, тулли приводлă «УАЗ» пикап, АЛ-30 пушар автопусми... 30 метр таран хăпаракан автопусма нумай хутлă çуртсенчен çынсене эвакуацилеме тата пушар сӳнтермелли хатĕрсем илсе хăпартма май парать. Машинăна Шупашкарти 2-мĕш пушарпа çăлав чаçне пачĕç. Çĕнĕ кимĕпе вара ГИМС центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти участокĕнче усă курĕç. Катерăн сехетри хăвăртлăхĕ 75 километра çитме пултарать. Унпа специалистсем Атăл акваторине сăнаса тăрĕç. ГИМС центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи участокне пикап пачĕç — инспекторсем тĕрĕслев мероприятийĕсене тухса çӳрĕç.

«Пĕлтĕр Чăваш Енре пушарсенче çынсен пурнăçĕ татăлассине 16% чакарнă. Çакă ĕç тухăçлăхне кăтартать. Çĕнĕ техника регионти çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пулăшĕ», — иккĕленмест Александр Куренков. Вăл пушар хуралĕн ĕçченĕсене служба тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ, уйрăмах палăрнисене чысларĕ. Вĕсен йышĕнче ДНРта тата ЛНРта пурăнакансем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çитерекенсем те пулчĕç. Канашри 15-мĕш пушар чаçĕн пушар машинин аслă инструкторĕ, водителĕ Александр Грачев ку ĕçре — вун пиллĕкмĕш çул. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе Балтийск хулинче Тинĕспе çар флотĕнче пурнăçланăскер çартан таврăнсанах пушар хуралне вырнаçнă.

— 2023 çулта ертӳлĕх мана Донецк тата Луганск халăх республикисене командировкăна кайма сĕнчĕ. Çемьепе, ĕçтешсемпе канашланă хыççăн каяс терĕм. Манăн шухăшпа, кашни арçыннăн йывăрлăха лекнисене пулăшмалла. Эпир ДНРта тата ЛНРта пурăнакансене ĕçмелли шывпа, строительство материалĕсемпе тивĕçтереттĕмĕр. Çак командировкăра эпĕ пĕр уйăх пултăм, — каласа кăтартрĕ Александр Евгеньевич.

Техника пурри аван, анчах хăрушлăхран шанчăклă асăрханни – тата лайăхрах. Ку енĕпе МЧСăн Чăваш Енри управленийĕ курăмлă ĕçсем тăвать: халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттерет, çамрăк ăрăва пушар тата шыв-шур çинчи хăрушсăрлăх йĕркине аса илтерес ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевпех ятарлă кĕнекесем те кăларнă. Наци радиовĕн эфирне ачасем валли «Путешествие в страну безопасности» кăларăм тухать. ГИМС центрĕн пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекторĕн Сергей Аршиновăн çак ятпа кăларнă кĕнеки Александр Куренкова уйрăмах кăмăла кайнă. «Ку проект — пĕтĕм Раççейшĕн хăйне евĕрлĕ опыт. Суккăрсемпе япăх куракансем валли ятарласа хатĕрленĕ кĕнекесем кашни регионтах пулмалла», — терĕ министр.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.