Комментари хушас

«Оливье» салатсăр, шампань эрехĕсĕр тата, паллах, мандаринсăр Çĕнĕ çул мĕнле пултăр? Йĕпреç районĕнчи Шăрттанти Алексей Ивановичпа Евгения Михайловна Моисеевсем Лаша çулне хăйсем ÿстернĕ мандаринпа кĕтсе илĕç.

Çапла-çапла, вĕсен килĕнче халĕ - 2 тĕп мандарин йывăçĕ. Кашни тĕмре - 18-20-шер çимĕç. Вĕсем лавккарисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ. Çавнашкалах вăр çаврака, хĕрлĕрех сарă тĕслĕ. Чим-чим, пĕтĕмлетме васкатăп мар-и? Кил хуçи цитрус çимĕçне ас тивсе пăхма сĕнсен - турткалашмарăм. «Сĕтел хушшинче вăтанакан пурнăçра ырă курмасть»,- теççĕ-и-ха? Килте ÿстернĕ кăнтăр çимĕçĕн шăрши техĕмлĕрех, вăйлăрах иккен. Çав вăхăтрах вăл пылакрах та, сĕтеклĕрех те.

Сăмах май, мандарина чăн малтан авалхи Индире çитĕнтерме пуçланă. Унтан вăл Китая лекнĕ. Çак çимĕç Китайри пуян çынсемпе - мандаринсемпе - тÿрремĕнех çыхăннă. Халапа ĕненес тĕк - пылак, усăллă çак çимĕçе маларах мандаринсем кăна ас тивме пултарнă. Çавăнпа ăна мандарин ят панă. Халĕ праçнике Çĕнĕ çул шăрши кĕртекен çимĕçе кăнтăр-тухăç Азири патшалăхсенче кăна мар, Алжирта та, Бразилире те, Мароккăра та, Грецире те, Италире те, Азербайджанра та, Грузире те, Абхазире те ÿстереççĕ.

Халĕ вара Моисеевсем патнех таврăнар. Мандарин вĕсене вунă çул савăнтарать. «Шупашкарта пурăнакан юлташăм мандарин калчине парнелерĕ. Лартрăм та - аванах чĕрĕлчĕ. Чечекĕ калама çук илемлĕ унăн: черченкĕ сирень тĕслĕ. Иккĕмĕш çулнех, юпа уйăхĕ тĕлне, мандарин пиçме тытăнчĕ. Малтанах вăл симĕс тĕслĕ, кайран сарăлса пырать. Çапла вара хура кĕркуннерен пуçласа çуркуннечченех сĕтел çинче - цитрус çимĕçĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче мандарин «йывăçĕ» - капăр чăрăш вырăнне те. Ăна капăрлатма кирлĕ те мар. Ахалех илемлĕ, унсăрах ĕлккен.

Пĕрре, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне, мандарин нумай пулнăччĕ. Арăмпа хĕрĕм питĕ хĕпĕртерĕç. Мандаринпа чей ĕçсе килентĕмĕр, пÿртре тутлă шăршă сарăлчĕ», - пĕлтерет Алексей Иванович.

Моисеевсем мандарин тĕммин çĕрне кашни çуркунне улăштараççĕ. «Пахчари çĕр те юрать. Нимĕнле им-çам та кирлĕ мар. Кун сиктерсе шăваратпăр», - вăрттăнлăха уçрĕ çемье пуçĕ.

Мăшăр мандаринпа кăна киленесшĕн мар, 2014 çулта вĕсем лимон ÿстерме ĕмĕтленеççĕ. Кам пĕлет: пурăна киле, тен, апельсин патне те çитĕ-и черет?

 

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.