Комментари хушас

4 Юпа, 2024

Кунта укçана çилпе вĕçтермеççĕ

«Банк» тата «укçа» ăнлавсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине кашниех мĕн ачаран пĕлет-тĕр. Анчах та мĕн ĕçлет-ха банк? Унта куллен мĕн тăваççĕ? Кун çинчен вара шухăшласах каймастпăр. Тата укçа пирки те эпир пĕлменни чылай-çке. Авăн уйăхĕн юлашки шăматкунĕнче банксенче çĕршывĕпех иртнĕ Уçă алăксен кунĕ шăпах çак ыйтусене уçăмлатма пулăшрĕ те. Пирĕн те, журналистсен, Раççей Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче экскурсие хутшăнма май килчĕ.

Кунта çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ. Экскурсие килнисене шала кĕртиччен темиçе тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Вара тинех «укçа патшалăхĕпе» паллашма тытăнмашкăн юрать. Çакна та палăртмалла: Уçă алăксен кунне килсе курас текенсен маларах çырăнмалла пулнă. Ачасем кунта çӳреме уйрăмах юратаççĕмĕн. Вĕсем валли çулталăк тăршшĕпех экскурси йĕркелеççĕ. Анчах та кунĕсене чылай маларах йышăнса хураççĕ иккен, çавăнпа черет часах çитмĕ.

Çак кун ачасемпе студентсем, аслисем банкра тĕрлĕ лекцие, ăсталăх класĕсене, киберхăрушсăрлăх квесчĕсене хутшăнчĕç. Çĕнĕ пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вара ыйтусене хуравларĕç, чи маттуррисем парнеллĕ пулчĕç.

Раççей Банкĕн музейĕнче касса техники мĕнле ĕçленине курма та кăсăклă пулчĕ. Юрăхсăра тухнă укçана вара çын аллине текех ан лектĕр тесе ятарлă пайра тĕп тăваççĕ, унтан пресласа хытараççĕ те сувенир пек «кирпĕчсем» хатĕрлеççĕ. «Уявсенче салатса илемлĕн вĕçтерме питĕ аван пулĕччĕ», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах апла мар. Вакланă укçан вĕтĕ-вĕтĕ пайĕсем сапалансан, унта-кунта çыпçăнса тулсан унран тасалса пĕтме те хĕн. Тĕплĕн упрани çавăнпа çыхăннă та.

— Çынсене финанс ыйтăвĕ ытларах кăсăклантарма тытăнни савăнтарать. Çакă çемье шайĕнче пулса иртни курăнать. Акă паян та, канмалли кун, вăхăта пĕрле ирттерме çемьесем пирĕн пата килес тенĕ. Паллă ĕнтĕ, пирĕн ĕç-хĕл кăткăслăхне кура организаци хупă, анчах экскурси вăхăтĕнче кунта килекенсем банк ĕçĕ мĕнле йĕркеленнине сăнама, çав вăхăтрах укçа тĕлĕшпе усăллă информаци илме пултараççĕ. Пирĕн ĕçтешсем паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатаççĕ: финанс пĕлĕвĕ, финанс хăрушсăрлăхĕ… Иртнĕ эрнере çемьесен финанс фестивальне кайсан та ачасем питĕ хастар хутшăннине асăрхарăмăр. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен «укçа», «финанс культури» ăнлавсене пĕлме тытăнни, укçапа усă курмалли мелсене тишкерни, ăна перекетлĕ тытмаллине, ĕçлесе илнĕ укçана тĕплĕн шухăшласа тăкакламаллине ăнланни питĕ аван. Паян, информаци технологийĕсем вăйлă аталаннă вăхăтра, уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çавăнпа та хамăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе вара цифра финанс гигиенине пăхăнмалла, — терĕ журналистсемпе тĕл пулнă май Раççей Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Максим Фролов.

Паянхи кун интернет-ултавçăсем уйрăмах «хастар». Юрать-ха, банк ĕçченĕсем тĕлĕрмеççĕ. Çынсем питĕ пăлхануллă пулнине, укçана хăйсен ирĕкĕпе илменнине вĕсем тӳрех туяççĕ, йăнăш утăм тăвасран асăрхаттараççĕ, полици ĕçченĕсене чĕнсе илеççĕ. Вĕсем çынсене пысăк çухатуран упраса хăварнă тĕслĕх республикăра та чылай.

Цифра технологийĕсем вăйлă аталанаççĕ пулсан та хут укçапа усă куракан сахал мар-ха. Банк ĕçченĕсем суя банкнотсем те тĕл пулма пăрахманнине палăртаççĕ. Иккĕленӳ çуратакан купюра пулсанах ăна кунта ятарлă мелпе тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, ахаль хут укçа çинче çавăн чухлĕ ӳкерчĕк пуласса эпĕ шухăшлама та пултарайман. Акă, сăмахран, банкнота Екатеринбурга халалласа кăларнă пултăр. Ăна пысăклатса пăхсан вара Екатеринбургăн пĕтĕм историйĕ курăнать тейĕн: корона та, Урал тăрăхĕнче час-часах тĕл пулакан калта та, ытти те… Çавăнпа суя укçана кунта çийĕнчех палăртаççĕ.

Укçа тенĕрен, пирĕн çĕршывра вăл мĕнле аталанса пынине республикăри чи пысăк коллекци тăрăх сăнама кăсăклă пулчĕ. Ăна пухаканĕ Сергей Савченко историпе те паллаштарчĕ. Эпир пĕлекен тенкĕсем тутар-монголсенчен пуçланса кайни кăсăклă пулчĕ, шăнкăртатакан укçана ун чухне данг тенĕ иккен. Коллекцирен инçех те мар чăваш тумне курма май пулчĕ, ăна шăпах тенкĕсемпе илемлетнĕ. «Ку – пирĕн тĕп экспонат», — теççĕ музей ĕçченĕсем.

Чăнах та, кăсăкли тем чухлех кунта. Укçан шăрши çук теççĕ. Çапах ку ыйту та тавлашу çуратма пултарать иккен, мĕншĕн тесен тĕрлĕ техника витĕр тухнă чухне ăна та шăршă ерет-мĕн.

Çавăн пекех банк ĕçченĕсем кăсăклă акци çывхарнине пĕлтерчĕç. Килте вак укçа нумайланчĕ-и? Ахаль ан вырттарăр — банк уйрăмне илсе пырăр. Юпа уйăхĕн 7-20-мĕшĕсенче çĕршывĕпех Пĕтĕм Раççейри «Вак укçа эрни» акци иртет. Тенкĕсене е хут укçапа улăштарса парĕç, е сирĕн шут çине куçарĕç. Парнеллĕ пулас шанăç та пур.

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.