Комментари хушас

Армспорт турнирĕнче Пенза облаçĕн атлечĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕленмелли çук: юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртнĕ "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕнче вышкайсăр тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл спортсменсен ăсталăхне малашне палăрмалларах ÿстерме пулăшнипе пĕрлех массăлăха тата çÿллĕрех шая çĕклеме, çапла майпа нумай çынна сывă пурнăç йĕркине кулленех тытса пыма хавхалантарчĕ. Çакна канмалли кунсенче кашни хулапа ялти стадионсемпе спорт площадкисене, культурăпа кану паркĕсене, физкультурăпа сывлăх комплексĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем тухни те çирĕплетрĕ.

Пĕтĕм тĕнчери форум программинче палăртнă Сывлăхпа спорт кунĕнче Кÿкеç поселокĕнче армспорт енĕпе республикăри уçă турнир, "Шупашкар: 500 çул" паркра велосипедистсен йăлана кĕнĕ кĕрхи ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Армспорт енĕпе Атăл тăрăхĕнчи паллă атлет тата ăста специалист, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.В.Смоленцев пĕлтернĕ тăрăх - "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче вун икĕ командăри 143 атлет вăй виçнĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче чемпионка ятне Чăваш патшалăх университечĕн студентки, пулас журналист, Пĕтĕм тĕнчери турнирсен кĕмĕл тата бронза призерĕ Олеся Игнатьева çĕнсе илнĕ. Финалти тупăшура 21 çулти пике Комсомольски районĕнчи спорт мастерне Марина Бахтеровăна парăнтарнă.

Арçынсен хушшинче вара хăнасем вăйлăрах пулнă. Чемпионăн чи сумлă парнине Пенза облаçĕнчи пăхаттир Владимир Грушин çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене çавăн пекех абсолютлă чемпионăн юлташĕсем, Алексей Рыгаловпа Сеник Погосян, Мари республикинчи Роман Романов, Вăрмар районĕнчи Владимир Мясников, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Георгий Петров, Алексей Семенов тата Дмитрий Филиппов йышăннă.

Вун сакăр çултан кĕçĕнрех атлетсен ушкăнĕсенче 1-3-мĕш вырăнсене Шупашкар, Елчĕк тата Патăрьел районĕсен командисем йышăннă.

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ велосипед спорчĕ тата маунтинбайк енĕпе Раççей спорт мастерĕ Ксения Кириллова 2011 çулта Китайра иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиадинче ылтăн медале тивĕçнĕ пĕртен-пĕр чăваш пики. 24 çулти хăюллă та вăйлă спортсменка кăçал Раççей чемпионатĕнче те лайăх ăмăртрĕ. Кăçал Ксения И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтерчĕ те тепĕр уйăхранах В.Н.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Иртнĕ шăмат кун тĕнчипе паллă велосипедистка тата çамрăк тренер маунтинбайк енĕпе иртнĕ республикăри ăмăртусенче тĕп секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ.

- Велосипед спорчĕ Чăваш Енре çур ĕмĕр каяллах лайăх аталанма пуçланă. Ĕлĕкрех республикăри тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Патăрьел, Çĕмĕрле, Вăрнар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски районĕсен велосипедисчĕсем ытларах палăрнă. Шел те, хальхи йăлана кĕнĕ кĕрхи ăмăртусене темшĕн çак районсен спортсменĕсем хутшăнмарĕç. Тĕрлĕ ушкăнра форум вĕçленнĕ кун ирттернĕ культурăпа кану паркĕн йывăр дистанцийĕсенче пуринчен те ытларах Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче, Ярды олимпиец ячĕллĕ ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекенсем Çĕнĕ Шупашкар, Вăрмар тата Муркаш районĕсен велокроссменĕсем ытларах палăрчĕç, - терĕ ăмăртусем вĕçленсен Ксения Николаевна.

Петр СИДОРОВ.

Олеся ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕ

Петр СИДОРОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.