Комментари хушас

Авто-флешмоба Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки "Ĕç-хĕл вырăнĕ - "Аттепе пĕрле вулатпăр!" проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Проект культурăпа искусство тытăмĕнче ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Унăн тĕллевĕ - ашшĕсене воспитани ĕçне явăçтарасси, ачисемпе пĕрле ашшĕсене те вулама хавхалантарасси, библиотекăсене çÿреттересси, пĕрлехи канăва йĕркелеме пулăшасси.

Пултарулăх ушкăнне Валерий Кошкин поэт, Эльвира Соловьева бард ертсе пычĕç. Авто-флешмоба культурăпа кану центрĕнче кĕнекепе туслă ашшĕсемпе ачисем, асламăшĕ-кукамăшĕ, вулавăш ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Уява тĕп библиотека ертÿçи Надежда Исаева уçрĕ. Патăрьел районĕнчи ашшĕсен канашĕн председателĕ Петр Перепелкин воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче ашшĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.

Ачасем юратнă ашшĕсем çинчен сăвăсем вуларĕç. Унтан çитĕннисемпе пĕчĕккисем тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. Юлашкинчен пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

И.СЕРГЕЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.