Комментари хушас

10 Юпа, 2014

Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Раççей тĕп хулинчи Национальноçсен çурчĕ унта пурăнакан ентешсемшĕн тăван кил пекех. Вырăнти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисен пуçарăвĕпе унта чăваш культуришĕн пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртет. Сăмахран, "Ылтăн Пăлхар патшалăхĕн еткерлĕхçисем", "Чăваш чĕлхи тата чăвашсем пуçланса кайни" "çавра сĕтелсене", Алексей Талвир çыравçăн асăну каçне тата ыттине асăнмалла. Юпа уйăхĕнче кунтах Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕç.

Çак кунсенче Национальнăçсен çуртне Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, культура программисен республика дирекцийĕн ертÿçи Максим Матросов çитсе курнă. Ентешсем çуртăн директорĕпе Николай Комаровпа тата унăн çумĕпе Александр Пономарьпа тĕл пулнă. Калаçу малашнехи çыхăнусем, тĕллевсем пирки пынă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.