Комментари хушас

9 Юпа, 2014

Ентеш парни - чи пахи

Республикăра сумлă спортсменсен наградисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ

Чăваш Енре Владимир Андреева, Александра Деверинскаяна тата Вячеслав Краснова пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсен парнисене тивĕçессишĕн йĕркелекен турнирсем йăлана кĕчĕç.

Олимп вăййисен бронза призерĕн Владимир Андреевăн тăван ялĕнче - Лаш Таяпара - хăвăрт утакансем тупăшнă. Кăçал унта Канаш, Елчĕк районĕсен çамрăк спортсменĕсем тата Мордва каччисемпе хĕрĕсем хутшăннă. Вĕсем 1-3 километрлă дистанцисенче тăватă ушкăнра мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Турнирта Мордва спортсменĕсем пуринчен пултаруллăрах пулнă. Пирĕн ентешсенчен вара пысăк парнесене Елчĕкри Нина Романовăпа Владимир Кузьмин, Канаш тăрăхĕнчи Дарья Григорьевăпа Александр Васильев тивĕçнĕ.

Кроссменсем Европа тата тĕнче рекордсменкин Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçне пухăннă. 200 ытла спортсмен - шкул ачисем, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, ветерансем - ăмăртнă. Тĕрлĕ стартра Аслă Арапуç шкулĕнчи Вероника Иванова, Наталья Никитина, Александр Ермошкин, Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕ Евгений Плотников, Нăрваш Шăхальти Геннадий Федоров, Маргарита Николаева, Полина Леонтьева тата ыттисем малти вырăнсене йышăннă.

СССР спорт мастерĕн, РФ физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, 1994-2006 çулсенче ЧР спорт министрĕ пулнă Вячеслав Красновăн парнисене тивĕçессишĕн Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче хăвăрт утас енĕпе иртнĕ турнирта спортсменсем республикăри 5 район, Шупашкар тата Мордови чысне хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ ушкăнра Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕнче тата Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптакан яшсемпе хĕрсем уйрăмах палăрнă.

Егор АНДРЕЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.