Комментари хушас

2 Юпа, 2014

Йÿнĕ кредит параççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа курнăçнă.

Тĕл пулура палăртнă тăрăх - Чăваш Республики Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур индикатора пурнăçлать. Федераци бюджетĕнчен пулăшнине тата республика тухăçлă мерăсем йышăннине кура социаллă пĕлтерĕшлĕ тата васкавлă тăкаксем валли, Чăваш Енĕн парăм обязательствисене пурнăçлама укçа уйăрассине тивĕçтереççĕ.

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2014 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ 3,6% пысăкланнă. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республика бюджетне кĕнĕ налук тупăшĕн калăпăшĕ 4,3% ÿснĕ. Çапла тумашкăн тухăçсăр тăкаксене чакарнă, патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн механизмĕсене ĕçе кĕртнĕ. Çавна май 2014 çулта Чăваш Ен патшалăх парăмне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕн 48,2% /2012 çулта - 54,7%/ чакарма пултарнă.

Çавăн пекех Чăваш Енĕн 2012-2013 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕнчен ача сачĕсен строительствипе реконструкцийĕ валли тата кĕске вăхăтлăх илнĕ, пĕтĕмĕшле виçи 3 млрд тенкĕпе танлашакан кредитсемпе çыхăннă парăм обязательствисене виçеллĕ тăвас ыйтусене сÿтсе явнă.

«Раççей Финанс министерствипе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркеленчĕç, кирлĕ пулăшăва яланах илетпĕр. Паянхи тĕл пулура Антон Германович Силуановпа малашне çыхăну тытса ĕçлессине, çав шутра хушма пулăшу илессине пăхса тухрăмăр. Калăпăр, эпир кĕске вăхăтлăх кредитсем илнĕччĕ, халĕ вара банксен кредит ресурсĕсем çулталăкри 12,5% таран хакланчĕç. Республика бюджечĕ шайлашуллă, патшалăх парăмĕ хамăрăн тупăшсен 50% пĕчĕкрех, çавна май кăçал Чăваш Ене çулталăкри 0,1% виçепе бюджет кредичĕ пама йышăннă, ку республикăна кулленхи тÿлевсене 5 çуллăха реструктуризацилеме май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев тĕл пулу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.