Комментари хушас

1 Юпа, 2014

«Апат-çимĕçсĕр юлмăпăр»

Республикăра уй-хир пушанса пырать. Çавах хăш-пĕр тăрăхра ĕççи вĕрет. Çĕр ĕçченĕ кăшман, çĕр улми пуссинче тăрăшать. Хĕле хатĕрленсе ытти ĕçе пурнăçлать. Кăçалхи кăтартусем еплерех? Тухăçпа савăнма пулать-и? Апат-çимĕçпе хамăра хамăр тăрантарма пултаратпăр-и? Çакнашкал ыйтусене ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хуравлать.

– Сергей Владимирович, вырма ĕçĕсене республикăра чи малтан Елчĕк районĕ вĕçлерĕ. Ытти тăрăхра ĕç-пуç еплерех пырать-ши?

– Район администрацийĕсен кăтартăвĕ тăрăх – кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 259,6 пин гектар лаптăк çинчен тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене вырса çапнă. Çакă 99,8 процентпа танлашать. Вырма ĕçĕсене 19 районта вĕçленĕ.

Пурĕ 567,5 пин тонна тыр-пул пухса илнĕ (иртнĕ çул 406,7 пин тонна). Вăтам тухăç – гектартан 21,9 центнер (2013 çулта – 18,2 центнер). Ку тĕлĕшпе ытларах Вăрнар (гектартан 27,3 центнер), Шупашкар (26,0 центнер), Етĕрне (26,2 центнер) районĕсем палăраççĕ. Чи сахал тухăç – Улатăр (14,7 центнер), Çĕмĕрле (17,3 центнер) районĕсенче.

– Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсем çĕр улми, пахча çимĕç пуçтараççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес тата кĕрхи культурăсем акас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Палăртнă кăтартусем мĕнлерех-ши?

– Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне çĕр улмине 8,7 пин гектар лаптăк çинчен пуçтарса кĕртнĕ (2013 çулта 5,98 пин гектар çинчен). Çакă пухса илмелли лаптăкăн 99,9 проценчĕ (2013 çулта 47,8 процент). Пĕтĕмĕшле кăтарту 143,2 пин тоннăпа танлашать. Вăтам тухăç – гектартан 163,7 центнер. Пахча çимĕçе 350 гектар çинчен пухса илнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтарту – 7,9 пин тонна, тухăç – гектартан 226,9 центнер.

Хальхи вăхăтра хăш-пĕр хуçалăх силос валли куккурус вырать, сахăр кăшманĕ кăларать.

Кĕрхи культурăсене 88,8 пин гектар çине акса хăварнă (2013 çулта – 70,5 пин гектар). План тăрăх – ку ĕçе 88,9 процент (2013 çулта 70,6 процент) пурнăçланă. Кĕрхи культурăсене акас тĕлĕшпе çак районсем палăрнă: Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Елчĕк. 130,4 пин гектар (2013 çулта 88,6 пин гектар) çинче çĕртме тунă.

Республикăра çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла тăсăлать. Асăннă вăхăт тĕлне 88,9 пин тонна (планпа пăхнин 121,5 проценчĕ) утă, 693 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ, 210,4 пин тонна (136,7 процент) сенаж, 132,4 пин тонна (67,2 процент) силос хывнă. Условлă мăйракаллă шултра выльăх пуçне 24,6 центнер апат единици ( иртнĕ çул 22,7 центнер апат единици) хатĕрленĕ.

– Вырма ĕçĕсене пурнăçлама яланах çын кирлĕ. Çав вăхăтрах, паллах, вăйлă техника та. Вăл хуçалăхсенче пур-и? Машина-трактор паркне пуянлатма мехел çитет-и?

– Ял хуçалăх техникине çĕнетес юхăм хăвăртланчĕ: район администрацийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх – 2013 çулта 200 трактор, тыр-пул пухса илмелли тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 87 комбайн туяннă. Пĕтĕмĕшле хак – 898,4 млн тенкĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 93 трактор, тыр-пул пухса илмелли 43 комбайн тата выльăх апачĕ хатĕрлемеллине 15 единица 525,0 млн тенкĕлĕх илнĕ.

– Çулсеренех Чăваш Енри пысăк хуласенче «Кĕр парни» уйăхлăх иртет. Паллах, хула çыннишĕн çав тери меллĕ вăл. Ентешсем хĕле валли çĕр улми, пахча çимĕç туянаççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекен те çак тапхăрта апат-çимĕç сутса тупăш курать.

– Чăваш Енре ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçе сутма майсем туса парас тĕллевпе кăçалхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарта, Улатăрта, Канашпа Çĕмĕрлере, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парни» уйăхлăх пуçланнă. Ярмăрккă юпа уйăхĕн 26-мĕшччен тăсăлать. Суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Ку вăхăтра ял хуçалăх таварĕсен хакĕ йÿнĕрех.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен 914 тонна çĕр улмипе пахча çимĕç 10930 пин тенкĕлĕх сутма пултарнă, çав шутра 723 тонна çĕр улми (7418,9 пин тенкĕлĕх) тата 158,0 тонна пахча çимĕç (2141,6 пин тенкĕлĕх) тата 1370,0 пин тенкĕлĕх ытти апат-çимĕç.

Пахча çимĕçсĕр пуçне ярмăрккăра консервланă çимĕç, пыл, ешĕл çимĕç, тĕш тырă, курăк тата ыт. те пур.

Уйăхлăха Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи организацисем, фермер хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхсем те хастар хутшăнаççĕ.

Туяннă тавара пенсионерсемпе ветерансене тата инвалидсене килĕсене тÿлевсĕрех çитерсе параççĕ.

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен Мускаври Семеновская площадĕнче ярмăрккă иртнĕ. Унта Етĕрне тата Муркаш районĕсенчи 20 хресчен (фермер) тата килти хушма хуçалăхсем хутшăннă.

– Кăçал пан улми ăнса пулчĕ. Ял çынни ăна ниçта хума аптăрать. Сутас тесен те туянакан çук. Çав вăхăтрах лавккасен сентрисем ют çĕр-шывран илсе килнĕ çимĕçпе тулнă. Хамăр республикăрах пан улми, улма-çырла, пахча çимĕç тирпейлекен предприятисем йĕркелеме май çук-ши?

– Республикăра çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла тирпейлекен 7 предприяти ĕçлет. Чăн та, кăçал пан улми тухăçĕ пысăк. Предприятисем производство валли мĕн чухлĕ çимĕç кирлĕ – çавăн чухлĕ йышăнаççĕ. Чăваш Енре сад ĕçне унпа кăсăкланакансем туса пыраççĕ, ăна промышленноç тĕлĕшпе аталантарайман. Тухăç кашни çулах пулмасть. Çавăнпа та предприяти йĕркелеме тăкаклă. Кÿршĕ регионсенче – Чул хула облаçĕнче (Лысково), Самар облаçĕнче (Сызрань) – улма-çырла тирпейлекен предприятисем пур. Вĕсем çимĕçе халăхран туянаççĕ. Кăçал Чăвашпотребсоюз организацийĕсем тата Етĕрне райповĕ те малашне сутса тупăш тăвас тĕллевпе ял çыннирен пан улми туянать.

– Анăç пире хирĕçле чарусем йышăнни Чăваш Енре палăрчĕ-и? Раççей хăйне хăй çĕр улмипе, тĕш тырăпа тăрантарма пултарĕ-ши? Аш-какай, сĕт юр-варĕ тата улма-çырла тĕлĕшпе еплерех? Ытти регионсем пирĕн аш-какая пĕтĕмпех туянасран, вăл хамăр халăх валли юлмасран шикленместĕр-и?

– Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх таварĕ, ытти апат-çимĕç илсе килменни пирĕн лару-тăрăва лайăхлатать. Пĕрремĕшĕнчен, тавар туса илекенсемшĕн çул уçăлать. Паянхи кунччен суту-илÿ тытăмĕнче вырăнти апат-çимĕç çителĕксĕр пулнă. Йышăннă мерăсем вара лавкка сентрисене ют тавартан пушатаççĕ, ун вырăнне хамăр апат-çимĕç пулĕ. Анчах кирлĕ тавара тĕнчери ытти çĕр-шывран кÿрсе килесси çинчен те манмалла мар.

Кăçал ял хуçалăх продукцийĕ ытти çулсенчи вăтам шайпа танлашать:

тĕш тырă – 500 пин тонна (2013 çулхипе танлаштарсан 126,2 процент)*

çĕр улми – 633 пин тонна (100 процент)*

пахча çимĕç (пĕтĕмĕшле) – 141 пин тонна (100,1 процент)*

пусмалли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп (чĕрĕ виçепе) – 108 пин тонна (106,8 процент)*

сĕт – 423 пин тонна (100,05 процент)*

çăмарта – 270 млн штук (80 процент).

Чăваш Республики хамăр халăха çĕр улмипе, пахча çимĕçпе пĕтĕмĕшле тивĕçтерет. Климат условийĕсене пула пирĕн тăрăхра хăш-пĕр улма-çырлана, бахча культурине çитĕнтерме май çук. Вĕсене Азербайджан, Узбекистан тата ытти çĕр-шывран кÿрсе килеççĕ.

Хальхи вăхăтра ĕне ашĕ (50,2 процент) тата чăх-чĕп какайĕ (73,1 процент) çитмеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх ашне туса илессине хăвăрт ÿстерме май çук. Ку отрасль вăрах вăхăтлă инвестицие пăхăнать. Çавăнпа та çитес вăхăтра чăх-чĕп, сысна ытларах усрама тытăнасшăн. Апла республикăри халăха аш-какайпа тивĕçтерме пултарăпăр.

Халăха хамăр сĕтпе тивĕçтересси паян 140 процентпа танлашать. Республикăран сĕт, сĕт юр-варĕ илсе каяççĕ. Ун вырăнне çак апат-çимĕçе урăх регионтан илсе килеççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен апат-çимĕç тĕлĕшпе ют çĕр-шыва пăхăнса тăмасть. Ку юхăм ытларах пысăк хуласене пырса тивет. Анчах Раççей чару йышăннăран апат-çимĕçе хамăр туса илесси ÿсет, ăна регионсем тăрăх салатĕç. Çавăнпа та республикăра пурăнакансем ашсăр юлмĕç. Лавкка сентрисем çинче Чăваш ашĕ те пулĕ. Хаксене вара сăнасах тăмалла.

– Сирĕн ведомство тăрăшнипе халĕ ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Ку отраслĕн малашлăхĕ мĕнле?

– Ăратлă ĕне выльăх (хура-ула ăрат) аталантарма 6 завод тата 13 репродуктор ĕçлет. Республикăри пĕтĕмĕшле ял хуçалăх организацийĕсем суса илнĕ сĕтрен 38,8 процентне вĕсем хатĕрлеççĕ. Енчен те 2013 çулта ĕне тухăçлăхĕ ял хуçалăх организацийĕсенче, пĕчĕк предпринимательлĕхсĕр пуçне, 4515 кг сĕтпе танлашнă пулсан, ăратпа ĕçлекен организацисенче – 5707 кг.

Пысăк шурă сысна (йоркшир, ландрас ăратсем) ĕрчетес тĕлĕшпе 1 завод тата 3 репродуктор ĕçлет. Республикăра çавăн пекех Çĕрпÿ ăратне ĕрчетекен генофондлă 1 хуçалăх йĕркеленĕ. 2015 çулта Шупашкар районĕнчи «ТП «Сувар – 2» пĕрлешÿ ăрат ĕрчетекен хуçалăх статусне илме хатĕрленет.

– Республикăра «Фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» тата «Çемье фермине аталантарасси» ятарлă программăсем мĕнле пурнăçланаççĕ?

– Чăваш Ен 2012 çултанпа федерацин «2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» тата «Хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăсене пурнăçлама хутшăнать. Виçĕ çулта фермер ĕçне пуçăнакан 151 çын тата çемье фермине аталантаракан 16 ентеш патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

– Пирĕн республикăра агропромышленноç комплексĕн мĕнле инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ?

– Республикăра строительство, выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене реконструкцилес тата юсаса çĕнетес проектсем пурнăçланаççĕ.

«Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 178 инвестици проекчĕ хута кайнă, тепĕр 24-шĕ черетре тăраççĕ.

Хальхи вăхăтра пысăк проектсенчен пĕри – «Агрохолдинг «Юрма» пĕрлешÿре чăх-чĕп витисем туни. Çавна май инвестор бизнес-план хатĕрленĕ, производствăна аталантарма 4,5 млрд тенкĕ кирлине палăртнă.

Производствăна аталантарас тĕллевпе Шупашкар районĕнчи «Акашевская» чăх-чĕп фабрикинче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Развитие» пĕрлешÿре аш валли мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тытăнасшăн. Пĕрлехи проекта Китай Халăх Республикипе пурнăçлама килĕшÿ тунă. Çавăн пекех «Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче», Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» тата Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» пĕрлешÿсенче сĕт-çу комплексĕсем тăвас ĕç пырать.

Ял хуçалăх организацийĕсемсĕр пуçне чĕр тавара тирпейлекен предприятисен производстви те çĕнелет.

– Паянхи кун лавккасенче Китайран кÿрсе килнĕ ыхра сутаççĕ. Çав вăхăтрах ял çынни паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса ыхра çитĕнтерет. Суту-илÿ организацийĕсен ертÿçисем ăна темшĕн хисеплемеççĕ.

– Чăваш Енре ыхрана килти хушма хуçалăхра тата дачăра çеç ÿстереççĕ. Урăхла каласан, ку тĕлĕшпе промышленноç производстви аталанман. Ăна ытларах пасарта тата ярмăрккăра сутаççĕ. Чăн та, халăх вырăнти ыхрана туянасшăн. Суту-илÿ тытăмĕсем вара çирĕпленнĕ йĕркепе, пысăк калăпăшпа туянаççĕ. Ку тĕлĕшпе паян рынок пушăрах. Çавăнпа та ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене ыхра çитĕнтерессине промышленноç никĕсĕ çинче аталантарма сĕнетĕп.

– Ял халăхне сĕт хакĕ яланах пăшăрхантарать. Халăхран туянакан сĕтĕн вăтам хакĕ 12-14 тенкĕпе танлашать. Вăл ÿсессе шанма пулать-и?

– Туянакан сĕт хакĕ сезонран килет. Çурхи-çуллахи вăхăтра вăл чакать, кĕркунне-хĕлле – ÿсет. Мĕншĕн тесен ку вăхăтра сĕт сахал. Паянхи кун халăхран туянакан сĕт хакĕ – 13-14,5 тенкĕ (1 литршăн). Хак çулсеренех кăрлач-нарăс уйăхĕсемччен хăпарать. Çавăнпа та вăл малашне ÿсесси куç кĕрет.

– Халăха ялан кирлĕ таварсен хакне час-часах сăнаса тăратăр-и? Хаксен йĕркеленĕвне мĕнле витĕм кÿмелле?

ЧР ял хуçалăх министерстви кăçалхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа кашни кунах ял хуçалăх тата промышленноç таварĕсен хакĕсене, Раççее ютран кÿрсе килме чарнисенне, сăнаса тăрать. Информацие Раççей Федерацин апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн мониторингпа прогнозировани тытăмне, Чăваш Республикинчи ятарлă çыхăнупа информаци центрне ярса паратпăр. ЧР Ял хуçалăх министерстви мониторинг ирттерме респондентсем суйланă.

Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» эрнесерен ял хуçалăх таварĕ, апат-çимĕç, чĕр тавар, пурлăхпа техника хакĕсен мониторингне йĕркелет. Вĕсен кăтартăвĕсене ЧР Ял хуçалăх тата «Агро-Инноваци» сайчĕсене вырнаçтараççĕ.

Хаксем пасар витĕмĕпе йĕркеленеççĕ. Хак йĕркеленĕвне витĕм кÿме пултараймастпăр, анчах пирĕн вĕсене сăлтавсăр ÿсме ирĕк памалла мар.

Валентина МАКСИМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.