Комментари хушас

27 Раштав, 2013

Халăх йăлине пăсатăн - шар куратăн

Кама мĕнле те - мана чăваш ялĕ хăйне евĕрлĕхĕпе, хăйне манерлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. Маларах вулаканăмăра Вăрнар районĕнчи Кăмпалсем паянхи кунчченех юсман пĕçерни пирки çырса кăтартнăччĕ. Паян вара - асăннă тăрăхри Кивьялсем пирки сăмахăм. Вĕсем ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пыраççĕ. Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кĕрхи пăтă çиеççĕ. Çу уйăхĕн варринче çумăр чÿкĕ ирттереççĕ.

Услапа вулавăш «хуçи» Альбина Алексеева кун пирки каласа пама ялти сумлă ватăсене ятарласа пухнă. Геннадий Сорокин, Зоя Борисова, Зинаида Абакумова, Лидия Кошкина, Ольга Сорокина мана хапăл кĕтсе илчĕç. Темиçе çул каялла вара вĕсем хăйсен йăли-йĕрки пирки И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет студенчĕсене пĕлтернĕ-мĕн. Малтанах Альбина Алексеева Кивьялпа кĕскен паллаштарчĕ. 1700 çулсенче йĕркеленнĕ вăл. 70 киллĕ ялта паян 169 çын пурăнать. 12 çурт пушă ларать. 1793 çулта вут-кăвар чылай çемьене шар кăтартнă. 1857 çулта каллех пушар тухнă. Тепĕр 15 çултан Кивьялта ĕнтĕ виççĕмĕш хут «хĕрлĕ автан» ташланă. Кун хыççăн вара хăшĕ-пĕри Хăмăша /кÿршĕ яла/ пурăнма куçнă. Хресченсем Аслă чÿк, Уй чÿкĕ, Çумăр чÿкĕ ирттернĕ.

Кăпăш йăва - тĕп çиме

«Çуллахи Микулаччен /çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен е вăл иртсессĕн/ ял уявĕ йĕркелетпĕр. Хушăран ăна эпир Чÿк ĕçки те, халăх сăри те, Чÿклеме те тетпĕр. Пĕлтерĕшлĕ çак йăла-йĕркене шăмат кун ирттерме тăрăшатпăр. Ăна виçĕ кил /черетпе тăватпăр/ йĕркелесе ертсе пырать. Малтанах вĕсем чÿк ĕçки пулать тесе пурне те пĕлтерсе тухаççĕ, сăра вĕретеççĕ. Унтан ял тăрăх кĕрпе, çăмарта, çăнăх, çу, хăмла, салат, сахăр, вутă пухаççĕ. Вара виçĕ килте кăпăшка йăва /пончик евĕр/ пĕçереççĕ. Ĕлĕк ăна юсман тенĕ. Маларах ăна тутлă чустаранах янтăланă. Халĕ йÿçĕтсех хатĕрлетпĕр. Çатма çинче тип çу ярса ăшалатпăр. Çаврака вăл, варринче шăтăк пур. Эпир йăвана Кăмпалсем пек сахăр шерпетĕнче сиктерсе аппаланмастпăр. Капла та тутлă. Авал вăл пĕчĕкрех пулнă. Каярах, кил хуçи хĕрарăмĕсем пĕçерме меллĕрех пултăр тесе, пысăклатса пынă ăна», - пĕлтерет Геннадий Германович. Ватăсем каланă тăрăх - ял ĕçки валли хуранта тĕрлĕ кĕрперен ятарлă пăтă янтăлаççĕ. Унта пĕçернĕ çăмарта тураса яраççĕ, çиелте çу куçĕ тăваççĕ. Кăпăшка йăвине /юсманне/ нумай хатĕрлеççĕ. Чÿк ирттернĕ кунхине çисе ярайманнине Кивьялсем тепĕр кунне касу янă чухне ас тивеççĕ, ачапчана хăналаççĕ.

«Малтанах юсман пĕçернĕ киле кĕрсе çурта çутса кĕлĕ ирттеретпĕр. Унтан ял варринчи чÿк ирттермелли вырăна пухăнатпăр. Ĕлĕк унта хурал пÿрчĕ пулнă. Халĕ çурчĕ çук ĕнтĕ. Вăл вырăна эпир карта тытнă, йывăç лартнă. Ялти йĕкĕтсене те çара çав вырăнтан ăсататпăр. Чÿк ĕçки ирттернĕ чухне унта пысăк сĕтел, саксем лартатпăр. Ятарласа пĕçернĕ çимĕçе ас тивиччен çурхи ĕçсене чипер вĕçлеме пулăшнăшăн турра тав тăватпăр. Илья Пророкран çуллахи ăшă çумăр ыйтатпăр. Тухăçлă тыр-пул ÿстерме пулăшма тархаслатпăр. «Çил-тăвăлтан, вутран, шывран, типшартан сыхла»,- тетпĕр.

«Эй! Аслă турăçăм!
Пар-ха пире ăшă çумăр.
Уйра-хирте тулăх пултăр,
Çил-тăвăл ан тухтăр.
Уй-хирти тырă вăхăтра шăтса тухтăр,
Сĕтел тулли çăкăр-тăвар пултăр.
Ял-йышра шăплăх пултăр,
Килте ача-пăча, çемье
сывлăхлă пултăр,
Пурне те вутран-шывран сыхламалла пултăр.
Эй! Аслă турăçăм!

Пар-ха пире ăшă çумăр», - çак кĕлĕ сăмахĕсене Геннадий Германович чÿке хутшăнакан кашни çыннах çырса парать. Йăва, пăтă çинĕ, сăра ĕçнĕ хыççăн каллех турăран çумăр ыйтатпăр. Унтан вутă çĕклемĕ, апат-çимĕç, сăра илетпĕр те Пуленке вăрманне çул тытатпăр. Унта Кĕтерин кинемей вилнĕ вырăна каятпăр. Вăл ыйткалакан карчăк пулнă. Ватă пĕр вăхăт хурал пÿртĕнче те пурăннă теççĕ. Ял çыннисем ăна хăваламан. Шеллесе апат та леçсе панă. Каçсерен унăн халапĕсене итлеме хурал пÿртне пухăннă. Çуллахи пĕр ир Кĕтерин Пуленке катинче пурнăçран уйрăлнă. Ял çыннисем ăна çавăнтах тирпейлесе пытарнă. Кĕтерин вĕсене «тав тунă»: пытарнă вăхăтра тыр-пул ăнăçлă пуласса систерсе çумăр çума пуçланă. Каярах ялти ватăсем вил тăпри патне çÿреме тытăннă. Вăт эпир те Кĕтерин килемуран /кинемее çапла калаççĕ. Авт./ çумăр ыйтатпăр. «Сан патна тулăх апатпа килтĕмĕр, пире те çавăн пек тулăхлăх пар»,- тетпĕр. Йăла-йĕркене туса ирттерме «хура чатăр» ан кансĕрлетĕр тесе кăвайт чĕртетпĕр. Каялла килнĕ чухне вара купăс каласа юрлатпăр, ташлатпăр»,- каласа парать Зоя Васильевна.

«Кунпа кăна ĕç вĕçленмест-ха, - калаçăва хутшăнчĕ Зинаида Абакумова, - тепĕр кунне ирхине ĕçме-çиме /пăтă, юсман, çăмарта, сăра/ илетпĕр те Элменкасси чиккине каятпăр. Илле Пророкран каллех: «Çумăр парсам», - тесе ыйтатпăр. «Кайăк-кĕшĕк те çитĕр», - тесе çимĕçе çав вырăна лартса хăваратпăр. Çу каçиччен вара текех чÿк тавраш йĕркелеместпĕр. Чÿк ирттернĕ кун е тепĕр кунне яланах çумăр çăвать. «Вырăнлă пулнă», - теççĕ вара шур сухалсемпе кинемейсем. Пуленке вăрманĕнчен çумăр витĕр таврăнни те пĕрре кăна пулман. Çу уйăхĕн вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче çумăр чашлаттарнăран пирĕн ялсем яланах купăста ытларах лартаççĕ. Ăнса пулать!»

«Çынна усал тумастпăр, хамăр куç хупиччен çак йăлана пăрахмастпăр. Пирĕнтен тухнă йăла мар, пирĕнпе ан вĕçлентĕр», - терĕç вулавăша пухăннă ватăсем. Пĕрре, чăн та, черет икĕ карчăк - Ульянпа Элюк - патне çитсен ялта чÿк ĕçки ирттермен. Кĕçех кинемейсен аллисем шыçăннă-мĕн, пÿрнисем татăлас патнех çитнĕ. Сехĕрленнĕскерсем юмăçа кайнă. «Эсир халăх ĕçкине пĕтертĕр. Йăла-йĕркене туса ирттермесессĕн пурнăçран уйрăлатăр», - тенĕ лешĕ. Унтан таврăнсанах кинемейсем сăра вĕретме пикенеççĕ. Шăмат кун ял ĕçкине ирттереççĕ. Мĕн тетĕр - тепĕр эрнеренех сывалаççĕ вĕсем.

«Эпĕ Хăмăша Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Кăканартан качча килнĕ. Вăл Кивьялтан 5-6 çухрăмра вырнаçнă. Пирĕн ялта та çу уйăхĕн варринче çумăр чÿкĕ ирттереççĕ. Ăна кайăк чÿк пăтти теççĕ. Маларах палăртнă çынсем лашапа çимĕç пуçтарса ял тавра çаврăнаççĕ. Кам кĕрпе, лапша парать. Пăтта пĕве хĕрринче хуранпа пĕçереççĕ. Ял çыннисем унта кашни харпăр хăй тирĕкĕпе пыраççĕ. Пăтă çинĕ хыççăн çав тирĕксемпех шывпа сапмалла выляççĕ. Кашнин хĕвне шыв яраççĕ. Пурте йĕп-йĕпе пулаççĕ», - сăмах çăмхине малалла сÿтет Лидия Васильевна. Сăмах май, Лидия Кошкина - Хăмăшри культура çурчĕн директорĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Пĕчĕк Кăканарсен те çак йăлана черетпе икшер çемье йĕркелесе пырать имĕш.

Кăмака кукринчисем тата алăк патĕнчисем

Кĕрхи ĕçе вĕçленĕ хыççăн Кивьялсем килĕрен кĕрхи пăтă çиеççĕ. Чÿк пăтти тенĕ ăна ĕлĕк. Ку йăла валли те сăра вĕретеççĕ. «Вилнисене асăнмалли кунччен /кăçал вăл чÿкĕн 2-мĕшĕнче пулнăччĕ/ çимелле ăна. Пăтта тĕрлĕ кĕрперен янтăлама юрать, анчах сĕт ямалла мар. Çиеле çу куçĕ тăватпăр. «Кил-çурта лайăх пăхса тăр», - тесе турра тархаслатпăр. Ку ĕçкĕре тавлашма, сасса хăпартса калаçма юрамасть. Кил хуçи сăрана алтăрпах ĕçтерет. «Эпĕ епле ас тиветĕп, эсир те çаплах ĕçĕр», - тет вăл. Вăл сывламасăр çавăрса хучĕ тĕк - ыттисен те алтăра çаплах пушатмалла.

«Алăк патĕнчи алпассем

/ыйткалакансем, кĕлмĕçсем/,

Кăмака кукринчи кĕске йĕм пĕççисем /хĕрарăмсем, вĕсем ĕлĕк кĕске шурă йĕмпе çÿренĕрен çапла каланă/,

Ĕçе лайăх пĕтернĕ ятпа Çÿлхуçа

Аслă пăтă çитерет.

Çав ятпа турă амăшĕнкуркине ярать.

Кĕтетре, кĕтместре?» - ыйтать кил хуçи. «Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр», - харăсах хуравлаççĕ алăкпа кăмака кукринчисем. Ку йăлана пăрахкаларĕç çав ялти çынсем. Пĕр вунă çемьере кăна кĕрхи пăтă çиеççĕ халĕ. Хăш-пĕри çак йăла-йĕркене сивлет. Манăн кукаçи Владивостокра хĕсметре тăнă, капитан пулнă. Чÿк ĕçкине те, чÿк пăттине те хаваспах хутшăнатчĕ, асатте-кукаçин йăли-йĕркине хисеплетчĕ. Хăй вăхăтĕнче пире «Броневик» хуçалăх ертÿçи Игорь Орнов сахăр, çăнăх паратчĕ», - терĕ Геннадий Германович.

Кивьялсем Мăн кунра та ятарлă пăтă /ытларах тулă кĕрпинчен/ пĕçереççĕ. Пĕçернĕ çăмартана тураса сапаççĕ, çу чылай яраççĕ. Республикăра ытти ялта кун пек пăтă пĕçернине халĕччен илтмен. Елчĕк тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялта вара Мăн куна йăвача /сахăр шерпетĕнче сиктернĕ пĕчĕк йăва/ янтăлаççĕ.

Хăрăк хурама аташтарать

Тытакан, çĕтерекен вырăнсем çинчен вулакан илтнех-тĕр. Кивьял тăрăхĕнче те пур унашкаллисем. Ял çумĕнчи çăл куç - Кивьял çăл куçĕ теççĕ ăна - çынсене тÿрĕ кăмăллă пулмаллине «ас тутарсах» тăрать. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пĕр хастар ар ырă ĕç тăвас шухăшпах çăл куçа пураларĕ, шыв çулне улăштарчĕ, - каллех калаçу пуçарчĕ Геннадий Сорокин. - Тепĕр çулталăкранах вилчĕ вăл. Темиçе çул каялла вара виçĕ çамрăк çав пусса аркатнă, материалне строительсене йÿнĕллех сутнă. Укçи-тенкине ĕçсе янă. Кĕçех иккĕшĕ пурнăçран уйрăлчĕç, виççĕмĕшĕ çамрăклах чирлесе хĕне кайрĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх - ку çăл куç асамлă, тимсĕррисене явап тыттарать».

Авал Киремет йывăçĕ пулнă вырăнсем çул çÿрекене тăтăш аташтарни пирки те каларĕç Кивьялсем. «Услапапа Пĕчĕк Кăканар ялĕсен хушшинче уй варринче хăрăк хурама ларни пирки калатчĕ анне. «Услапана кайнă чухне çав хурама патĕнче мĕн чухлĕ çаврăнман-ши? Ялан çĕтеретчĕ. Çухалмалли мар çĕртех аташтаратчĕ», - тетчĕ çывăх çыннăм. Халĕ вăл вырăнта нимĕн палли те юлман. Çапах та çынсем çав икĕ ял хушшинче «пăтранкалаççĕ», - тĕлĕнтерчĕ Лидия Васильевна. Зоя Борисова та кунашкаллине курнă имĕш. Хăнана кайнă чухне лаши пĕр вырăна çитсен тăп чарăннă. Темĕнле хăваласассăн та хускаласшăн пулман. Çветтуй шывпа сапсан çеç вăрахăн утма тытăннă. Хăрăк хурама тенĕрен сăнанă тăрăх - хăратать вăл ял çыннине. Пĕр ялта, сăмахран, хăрнă хурамана касмаççĕ. Пăчкă тытакансем пулнă, анчах кашнинчех çав ĕç-пуç синкерпе вĕçленнĕ.

Вулавăшри пирĕн «çавра сĕтеле» ăнсăртран хутшăннă пĕр çын /ятăма ан асăн тенĕрен çапла çыратăп/ çÿлерех çырса кăтартнă йăла-йĕркене сивлерĕ. Пачăшкăсем те вăл йĕркене пăрахтарасшăн-мĕн. «Çумăр чÿкне ирттернинче мĕн япăххи пур вара? Чиркÿ çыннисем хăйсем те хутшăнаççĕ унта»,- хирĕçлерĕç ăна пухăннисем. Мана вара: «Эсир хаçатра çырса кăтартсан ытти ялта та Кивьялсем пек чÿк ирттерме пуçлĕç», - пăшăрханчĕ хайхи. Ахалех кăмăлсăрланать вăл. Ку йăла-йĕрке юнашарти Услапапа Хăмăша та «çыпăçманскер» ытти хутлăха халь тин епле сарăлтăр ĕнтĕ? Кивьялĕсемпе Кăмпалĕсем вара çак йăлана паянхи кунчченех упраса хăварма пултарни чăнласах тĕлĕнтерет. Маттур тесшĕн эпĕ вĕсене! Çак йăлана, манăн шухăшăмпа, черетпе йĕркелеме тивни пĕтме памасть.

Статья вĕçне пăнчă лартиччен ăслăлăх çыннисен шухăшне те пĕлес терĕм.

Георгий Матвеев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, этнограф: «Ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраса хăварни - наукăшăн питĕ лайăх. Пире шăпах çакăн пек материалсем кирлĕ. Çитес çулла эпир те Чăваш Енри ялсене этнографи экспедицисене каясшăн. Маларах Самар тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче пулнăччĕ. Вĕсен нимĕнле хирĕçÿ те çук. Çав çынсемех чÿк те тăваççĕ, чиркĕве те çÿреççĕ. Манăн хуняма та чиркĕве каятчĕ, çав вăхăтрах чăваш йăли-йĕркине те çирĕп тытса пыратчĕ. Чиркÿ кирлĕ, çапах та вуçех тивĕçтереймест вăл, темĕскер юлатех. Чăваш йăли-йĕрки - пирĕн чун ыйтни. Кăмăл çапларах халăхăмăрăн. Практика енчен мухтамалла Кивьялсемпе Кăмпалсене. Çумăр чÿкĕ ватăлмасть, пурăнать. Уншăн савăнмалла çеç. Чиркÿ çыннисене вара: «Йăла-йĕркене упракансене чăрмантарас марччĕ, йăлтах шайлаштарса пырасчĕ», - теессĕм килет».

Роза ВЛАСОВА

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.