Комментари хушас

27 Авăн, 2014

Атăл хĕрринче çавăн пек хула пур..."

Çĕнĕ Шупашкарсем хулан 54-мĕш çуралнă кунне паллă турĕç. Телее, çак кун çанталăк та аван тăчĕ. Уяв мероприятийĕсен программи Çĕнтерÿ тÿремĕнче "çăлтăрпа" зарядка тунинчен пуçланчĕ. Ăна кикбоксинг енĕпе тĕнче 5 хутчен чемпионĕ пулнă Алексей Соловьевпа спорт аэробики енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче нумай хутчен çĕнтерÿçĕ ята илнĕ Ольга Журавлева ертсе пычĕç. Хула кунне халалласа кашни шкулта ирхи зарядка иртрĕ. Н.И.Полоруссов-Шелепи ячĕллĕ вулавăшра çамрăк ăру валли "Атăл хĕрринче çавăн пек хула пур" презентаци пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта "Ăстасен хули", "Пултарулăх хули", "Ача-пăча хули", "Çамрăксен хули", "Çемье хули" лапамсем ĕçлерĕç.

ГЭСстрой çурчĕ умĕнче регионсен хушшшинчи "Ăсталăх та, хавхалану та..." декораципе хушма искусство фестивалĕ иртрĕ. Унта Хусантан, Йошкар-Оларан, Чул хуларан, Суздальтен, Шупашкартан килнĕ тата спутник хулари ăстасем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Кун каçа алă ăстисем йывăçа çунтарса эрешсем тăвас, чăваш наци пуканисене ăсталас, тĕрлес енĕпе ăсталăх сехечĕсем йĕркелерĕç.

"Химик" культура керменĕ умĕнче "Ылтăн кĕркунне - 2014" пахча çимĕçпе улма-çырла ярмăркки-куравĕ сад ăстисемпе çут çанталăк тусĕсене пухрĕ. Вĕсен кăмăлне çывăхрах иртнĕ хĕрарăмсен клубĕсен "Мăнаçлан пирĕн юратнă хула" концерт çĕклерĕ. Каçхине 18 сехетре А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Тĕп стадионта "Çĕнĕ Шупашкар - пирĕн пĕрлехи кил" уяв программи пуçланчĕ. Унта химиксен хулинчи, Шупашкарти, Чăваш Енри районсенчи чи лайăх ача-пăча, фольклор, эстрада тата ташă ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Хула çыннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕ Олег Матвеев тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Соловьева саламларĕç. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти "15 суток" блюз коллектив, Мускавран килнĕ "Мистер Твистер" ушкăн, "Ночные волки" мотоклуб байкерĕсем шоупа савăнтарчĕç. Уяв чаплă фейерверкпа вĕçленчĕ.

Роза Анатольева

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.