Комментари хушас

25 Авăн, 2014

Стартра - Пенси фончĕн ĕçченĕсем

Кÿкеç поселокĕнчи стадионта РФ Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсен спартакиади иртнĕ.

Тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ ăмăртăва 300 ытла çын хутшăннă, вĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшнă. «Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи» номинацире Шупашкарти Моховсем çĕнтернĕ, вĕсем эстафетăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пенси фончĕн хулари уйрăмĕн команди хутăш эстафетăра тата чупассипе мала тухса чи сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Республикăри управленийĕн ĕçченĕсем вĕрен туртас енĕпе палăрнă, уйрăм тупăшура юридици пайĕн пуçлăхĕ Римма Тасакова тата ертсе пыракан эксперт специалист Николай Родионов ?100 м чупса% пуринчен маттуртарах пулнă. Канаш хулин тата районĕн пĕрлештернĕ команди вара дартс турнирĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Ертÿçĕсем те спартакиадăран айккинче юлман, вĕсем баскетбол мечĕкне ывăтассипе тупăшнă. Ку ăмăртура РФ Пенси фончĕн Куславкка районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Макарычева пысăк хастарлăх кăтартнă.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.