Ăру юрри ăру тытать
Каçал тăрăхĕнче йăла-йĕркене упракансем пурри савăнтарчĕ. Акă Çĕнĕ Мăрат çамрăкĕсем салтак юррине çулсеренех шăрантараççĕ. Хĕсмете каякан çамрăка хисеплесе рет те йĕркелеççĕ кунта. Хăш вăхăтра мĕн юрламалли таранах пĕлеççĕ каччăсем. Авалхи йăлана ăруран-ăрăва тытса пыраççĕ вĕсем. Районти çар комиссариачĕ умĕнче те салтак юрри шăрантараççĕ. Тÿрех: «Мăратсем çитрĕç», – теççĕ вĕсем пирки. Салтак ăсатма 30-40 каччă пухăнать. Виçшер-тăватшар купăспа юрă-кĕвĕ калаççĕ. Кун пек ÿкерчĕке хăш тăрăхра курма пулĕ-ши тата?
Тĕрĕссипе, ялсенче купăс калама пĕлекен çын юлмарĕ. Халĕ пĕр-пĕр уяв йĕркелес пулсан та унсăр ирттерес пулать. Çĕнĕ Мăратра вара çакнашкал нуша çук. Кунта купăсçă килсерен тенĕ пекех. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă?
Ыйтăва уçăмлатма информаципе культура центрĕн пултарулăх ертÿçи Ирина Мартынова пулăшрĕ. «Вăрман тăрăхĕнче питĕ пултаруллă çынсем пурăнаççĕ, – терĕ вăл. – Ял-йыш юрлама-ташлама юратать, йăла-йĕркене упрама тăрăшать. Каччăсемпе хĕрсем туй юррисем вĕренеççĕ. Туя чăвашла ирттересси йăлана кĕчĕ. Çамрăксем купăс калама пĕр-пĕринчен хăнăхаççĕ. Тукай ялĕнче ÿнер шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче Николай Ильин чылай ачана кĕвве-çемме юратма вĕрентрĕ. Унăн вĕренекенĕсем паян çамрăк ăрăва ăс параççĕ. Николай Андреевич ертсе пыракан хор районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче шутланнă. Унăн никĕсĕ çирĕп пулчĕ. Хăй çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕ пулсан та ячĕ халăх асĕнче упранать».
Ахальтен мар ку тăрăхра музыка училищи пĕтернĕ çамрăк та чылай. Пĕлĕвĕсене малалла тăсас тĕлĕшпе вĕсем Шупашкарти культура институ-тĕнче фольклор енĕпе вĕренеççĕ. Сăмах май, культура çурчĕн директорĕ Любовь Павлова Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Зинаида Козлова патĕнче пĕлĕвне туптать. Унран вĕреннĕ юрра-кĕвве каярахпа «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ шăрантарать.
Ватти-вĕтти юрлать
Çĕнĕ Мăратри информаципе культура центрне ял тăрăхĕнчи 5 клуб, 4 библиотека тата 1 музей кĕрет. Культура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе тачă çы-хăнса ĕçлеççĕ. Уяв ирттермелле-и е концертпа унта-кунта каймалла – пурте хаваспах хутшăнаççĕ. Пĕри халăха пуçтарать, тепри пуçлăхсем патне транспорт пирки чупать, виççĕмĕшĕ сцена тумтирĕшĕн яваплă. Анат Тимĕрчкассинчи клубра ĕçлекен Мария Петрова вара шÿрпе тутлă пĕçерет. Унăн яшкине районĕпе çисе киленеççĕ.
Центр çумĕнче эстрада, фольклор, вокал, ташă, драма тата агитбригада ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Сăмахран, «Ватă ăшши» ушкăна аслă ăрури çынсем çÿреççĕ пулсан, «Шурăмпуçа» – вăй питтисем. Ачасен вара «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. «Пирĕн спутниксем вĕсем», – теççĕ аслисем çамрăк ăру пирки. Кĕçĕннисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарсах тăраççĕ. Кăçал регионсен хушшинчи «Пĕчĕкçеç путене» фестивальте пĕрремĕш, тĕрĕк халăхĕсен пĕтĕм тĕнчери «Урмай-залида» фестивалĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
«Кăштах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе ташă каçĕсене тÿлевлĕ йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне çĕнĕ çулта лотерей билечĕсем сутатпăр, конкурссем ирттеретпĕр. Алă çавăрмалăх укçа пултăр тетпĕр. Юсав ĕçĕсем валли те нухрат кирлĕ», – пĕлтерчĕ Любовь Васильевна директор.
Чылай культура çурчĕн шăпи пур çĕрте те пĕрешкел пулас. Çурхи-кĕрхи çумăр вăхăтĕнче шыв анать е кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕ çитмест. Çĕнĕ Мăратра та çак ыйтусем чуна ыраттараççĕ. Чăн та, ятарлă конкурса хутшăнса тăрă ыйтăвне татнă вĕсем. Халĕ çумăр хăратаймасть. Анчах та лайăх пурăнас тесен сцена тумтирĕ те, музыка хатĕр-хĕтĕрĕ те кирлех. Çавăнпа та «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнма тĕллев тытнă ĕçченсем. Кунта çĕнтерсен, паллах, сцена тумтирĕ те, çутăпа сасă аппаратури те, аудио тата видеотехника та пулĕ. Хăйсем тăрăшнине кура ĕмĕчĕсем çитсе пыччăрах.
Вулакана «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕпе çывăхрах паллаштарас килчĕ. Ялти хастар çамрăксем тăрăшнипе 1995 çулта йĕркеленнĕ вăл. Икĕ çултанах «халăх» ятне ти-вĕçнĕ. Ытти ансамбль пекех кашни виçĕ çултан артистсем çак ята хÿтĕлеççĕ. Репертуарта – йăла-йĕрке, вырăнти юрăсем. «Килĕшекеннине ытти ушкăнран та илме тăрăшатпăр, – терĕ Галина Степанова ертÿçĕ. – Тăван культурăна чăннипех юратакан, чăвашлăхшăн çунса тăракан çынсем çÿреççĕ кунта. Çа-вăнпа та ушкăн çирĕп чăмăртаннă. 4-5 ял çыннине пĕрлештерет «Шурăмпуç». Тепĕр чухне сцена çине 20-30 çын та тухать. Паллах, арçынсем Мускава кайнă хушăра йыш сахалланать».
«Шурăмпуçшăн» кăçал ăнăçлă çул шутланать. Район, республика мероприятийĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Чул хула тăрăхĕнче иртнĕ «Хрустальный ключ» фестивале те хутшăннă. Ăна кăçалхипе вуннăмĕш хут йĕркеленĕ. Уявра 30 ытла фольклор ушкăнĕ пулнă. «Шурăмпуçа» ăшшăн кĕтсе илни, чăваш çи-пуçĕпе халăх кăсăкланни савăнтарнă ентешсене. «Чăваш юрри-кĕвви пурне те пĕрлештерчĕ, – аса илет Ирина Мартынова. – Эпир ташлама тытăнсан пурте пирĕн çума çыпçăнчĕç. Вырăсĕ, тутарĕ, пушкăрчĕ, негрĕ, грузинĕ чăваш такмакĕпе яра патăмăр ташша. Пир кĕпесене хăнасем тыта-тыта пăхрĕç, хушпу-тухьяна ăмсанса сăнарĕç».
Пир кĕпе тенĕрен çакна каламалла: сцена тумтирĕ пĕтĕмпех асанне арчинчен тухать. Тĕртнĕ кĕпе çав тери лайăххине палăртрĕç хĕрарăмсем. Унпа шăрăхра та пăчă мар, си-вĕре те шăнмастăн. Çи-пуç туянма укçа çук тесе кулянса лармаççĕ фольклор ушкăнне çÿрекенсем. Ăна-кăна туянаççĕ те хăйсемех çĕлеççĕ. Хушпу-тухьяна та хăйсем ăсталанă. Ар-çын кĕписем кивелнине пула вĕсене те çĕннипе улăштарма май тупнă. Халĕ пушмаксем туянасшăн. Çакнашкал ĕçсене хăйсемех пурнăçлаççĕ. Малашне вара укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пурăнаççĕ. Кăштах тыткалама нухрат та кирлĕ. Унта-кунта концертпа тухсан бензин укçине саплаштарма пултарни те пĕлтерĕшлĕ. Мĕн калăн, пасар пурнăçĕ укçа-тенке кăмăллать.
«Ĕмĕтсем вĕçĕ-хĕррисĕр пирĕн. Хăшне-пĕрне уçса парсан çылăх пулас çук, – сăпайлăн калаçрĕ Галина Геннадьевна. Ушкăнпа Питĕр хулине çитсе килме шухăшлатпăр».
Чул хуларан хăпартланса таврăнни сĕвĕрĕлме ĕлкĕреймен-ха ентешсен. Савăк кăмăл-туйăмпа пурăнаççĕ вĕсем. Ара, çынна ырă сунни, мухтани малалла çĕкленме май парать, япăх калани вара – ураран ÿкерет.
Валентина ПЕТРОВА.